Паха парне
Пĕчĕк Куля шкула çӳреме пуçламан-ха, анчах çав вăхăт çитессе вăл чунтан кĕтсе пурăнать.
Саспаллисене вăл йăлтах паллать, вулама та пăртак пĕлет, çĕре çитиччен пĕр такăнмасăр шутлама пултарать. Пуринчен ытла Куля тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе ӳкерчĕксем тума юратать.
Акă паян та вăл пиччĕшĕнчен пĕр листа хут ыйтса илчĕ те чĕлхи вĕçне çыртсах тĕрмĕшсе ларать. Ытла та тăрăшнипе пулĕ çав, çамки çине шăкăрах вĕтĕ тар тапса тухнă, вăл ăна туймасть те, тев, шăлма та вăхăчĕ çук пулĕ... Хăш-пĕр ӳкерчĕксем килĕшсех каймаççĕ пулас ăна, вĕсене вăл ластикпа хуратса хурать те çавсенех тепĕр хут ӳкерет... Кун пекки унăн час-часах пулкалать, анчах вăл уншăн кӳренмест, ĕçе пăрахма шутламасть. Çу-ук, пăхсах паллă, лайăхрах ӳкерме тăрăшать çеç вăл.
— Мĕн ĕçлетĕн, Куля? — ыйтрăм эпĕ унтан.
— Акă, кур, — терĕ вăл, тетрадь варринчен вăтăрса илнĕ хут листине ман уммарах шутарса. — Шкул валли. Парне. Шкула каясси тепĕр çичĕ кун кăна юлчĕ вĕт-ха.
— Ачасем шкула чечек çыххисемпе ваяканччĕ те, — кăшт куланçи пултăм эпĕ.
— Пирĕн çук çав, — терĕ Куля ӳкĕннĕрех сасăпа. — Çуркунне акма маннă.
— Аннӳ камран та пулин тупса парĕ-ха...
— Кала-а-рăн! — терĕ вăл, пуçне сулкаласа. — Çын япалине пани парне пулмасть вăл.
Чăнах ĕнтĕ, çакăн пек витĕмлĕн каланине хирĕçлеме сăмах та тупаймăн. Манăн ирĕксĕрех унпа килĕшмелле пулчĕ.
Мĕн-мĕн ӳкерсе тултарман-ши вăл пысăках мар хут листи çине!
— Ку мĕн санăн? — ыйтрăм юриех, хут листи варринерех хĕрлĕ кăранташпа ӳкернĕ Кремль чăрăшĕ çине пӳрнепе кăтартса.
Ача ман çине кăнн пăхрĕ, тĕлĕннĕ пек пулчĕ.
— Мĕнле «мĕн»? Мускав вăл! Куратăн-и, çӳлте хĕрлĕ çăлтăр ялкăшать.
Чăн та, хăнăхсах çитеймен алăпа ӳкернĕ пилĕк вĕçлĕ çăлтăр тавра пур еннелле те хĕрлĕ йерсем — çутă пайăркисем сапаланаççĕ.
— Акă ку, — терĕ Куля, сулахай кĕтесри ӳкерчĕке кăтартса, — ку, симĕспе сăрлани, — пуйăс. Унпа манăн аппа Мускава выставкăна каять. Пĕлетĕн-и, колхозра вăл аллă икĕ ĕне сăвать. Районĕпех паллă. Тен, орден та илсе килет...
— Ку тата мĕскер, кăвакпа сăрлани? Аялти, çылтăм кĕтесри, эппин?
— Вăл-и! Карап. Çурçĕр полюсне каять, — ăнлантарать мана Куля.
— Чим-чим, мĕншĕн вăл сан тĕтĕм кăлармасть?
Ача каллех ман çине тĕлĕннĕ пек пăхса илчĕ. Xальхинче унăн сăнĕнче кӳренӳ те, çав япала мĕн иккенне чухлайманшăн мана кăштах шелени те палăрнă пек туйăнчĕ.
— Ай-яй, эсĕ те çав! — кулса ячĕ вăл.— Ара, вăл, ахаль карап мар вĕт, атом вăйĕпе çӳрекенни! Кур ав «Ленин» тесе çырса хунă.
Çырасса чăнах та çырнă-ха, анчах саспаллисем карап айккине шăнăçайман, «тинĕселлех» тухса кайнă.
— Аван ӳкернĕ, — тетĕп хайхискерне, хавхалантарас шутпа. —Пултаратăн. Кусем тата мĕн-шя, самолетсем-и?
— Ара.
— Ăçта вĕçеççĕ вĕсем?
— Ха, курмастăн-им? Мускава. Негрсем пирĕн çĕршыва вĕренме килеççĕ.
— Ку тата, Мускав тĕлĕнчи çӳлти çаврашка, мĕскер вăл, — хĕвел-и, уйăх-и?
— Хĕвел те, Уйăх та мар вăл, — хыттăнах каласа хучĕ Куля. — Вăл çĕнĕ йышши çĕр спутникĕ. Уйăх в Марс çине космос карапĕсем ярас пулсан, вĕсене малашне çавăн çинчен вĕçтерсе яраççĕ.
— Чим-ха, чим, тăванăм, — парăнмастăп эпĕ те, — хальлĕхе унашвал спутниксем çук-ске çĕр çинче.
— Пулать. Ун пеккисем кăна мар пулĕç акă!
Тек вăл манпа калаçасшăн та пулмарĕ, каллех хут листи çине тĕршĕнчĕ. Тата мĕн ӳкерме хатĕрленет-ши вăл?
Эпĕ те ăна тек кансĕрлес темерĕм. Лайăх ӳкеретĕн, аван, терĕм те ун патĕнчен пăрăнса кайрăм.
Чăн та, менех калăн-ха? Ача хăйĕн ĕçне çавăн пек пĕтĕм чунтан ĕненсе тусассăн, паллах, унăн ӳкерчĕкĕсем паха парнесемех пулаççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...