Турамăш
Паянхи бизнес-ледисене халаллатăп.
Автор.
Этем кайăк пек вĕçме пултараять тесе эпĕ нихăçан та шухăшламан. Çук, çук, самолет-вертолет е сывлăша çĕкленекен ытти хатĕр-хĕтĕр çине ларса мар, хăй тĕллĕн саркаланса çӳлелле хăпарни пирки сăмах пырать. Мана темĕнле вăй тĕксех тенĕн сывлăша çĕклерĕ те, эпĕ, супăнь кăпăкĕнчен те çăмăлскер, тин çеç-ха темĕнле хĕвĕшӳпе халтан кайса çитнĕскер, кăштах çеç маччана перĕнмерĕм, вара çав тери тĕлĕнсе йĕри-тавралла тинкертĕм. Тавралăх темле халичченхилле марри тăрук анратса ячĕ мана: эпĕ кĕç-вĕç пырса çапăнман мачча хăйĕн хытăлăхне çухатнă-ши вара — эпĕ ун витĕр çăп-çăмăллăн урăх çĕрелле вирхĕнсе тухма май пуррине ăнлантăм. Шăп çак самантра эпĕ анчахрах «вĕçсе» хăпарнă пӳлĕмĕн ăш-чиккипе унта çаплах-ха пĕр çĕре пуçтарăнса тем хĕвĕшекен шурă тум-юмлă çынсем ман куç анине лекрĕç. Кăсăкланса аяларах антăм та сĕтел евĕр япала çинчи... хамăн кĕлеткене курсан чутах тăнсăр пулса урайне персе анмарăм. Анчах ... анчах урайне кĕрĕслетмелĕх ман халь кĕлеткем çук-мĕн, вăл авă, хирург çĕççи айĕнче, пач хускалмасăр выртать. Çакна курса хама-хам хыпашлама хăтлантăм та ... тинех тавçăру çиçĕмле хăвăртлăхпа пырса çапрĕ: «Турăçăм! Апла эпĕ?..
— ...Виктор Андреевич, юн таппи çук!.. Давлени ӳкет... Эпир ăна çухататпăр... — варкăш çил пек пыра-пыра кĕреççĕ хăлхана медиксен сăмахĕсем.
«Турăçăм!.. Турăçăм, апла йăлтах тĕрĕс?.. Чун пурнăçне ĕненмесĕр ахалех каппайланнă апла эпĕ? Халь тин мĕн пулĕ ĕнтĕ, Турăçăм?..» — сиплемелли тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тухтăрсем кĕлеткем тавралла вĕткеленнине сехре хăппипе сăнанă май операци пӳлĕмне урлă та пирлĕ виçелерĕм эпĕ. Çавăнтах чуна тăвăрлатакан çак ӳкерчĕке тӳсме тек хал çитерейменнипе — хамран хам тарас тени те пулчĕ пулĕ — юнашарти пĕр пӳлĕме хĕвел пайăрки евĕр сăрхăнса пырса кĕтĕм. Сусăрланнă хĕрарăмсем выртакан палата-мĕн ку, чирлисем пурĕ тăваттăн иккен. Сасартăк вĕсенчен пĕри, пуçне, сулахай хулпуççине тата кăкăрне бинтласа хунăскер, çавна май Авалхи Египет фараонĕсен мумине аса илтерекенскер шăплăха татрĕ:
— Итле-ха, Полина, эс курмарăна, реанимацине паян кама пит васкаса илсе килчĕç çак?
Полина текенни, шурă бинтпа чăрканнă сылтăм урине кравать çине хурса, тепĕрне, сыввине, уранелле усса лараканскер, куçне аллинчи кĕнекерен уйăрса кӳрши çинелле тĕллерĕ те:
— Çамрăк хĕрарăм терĕç, аварине лекнĕ тет-и, — терĕ шеллевлĕ саспа.
— Татах авари, — хаш-ш кулянчĕ фараон мумийĕ, — миçе пин çынна сусăр хăварчĕç ĕнтĕ, мурсем. Çул çинче хăçан йĕрке пулать-ши пирĕн? Эпĕ иçмасса унта-кунта пит çӳрекен çын та мар, пурпĕрех лавккана çăкăр илме тухсан та пулин çапса хăварчĕç вĕт. Ара, арçури пек ĕрĕхтереççĕ те-ха...
— Ан та кала-ха, — килĕшрĕ унпа Полина ятли, — анчах ку хĕрачи хăй руль умĕнче пулнă тет, таçта çав тери хытă хăваланă та çул çаврăнакан тĕлте юпана пырса тăрăннă терĕç пĕлекенсем.
Пăшал кĕрĕслетрĕ тейĕн çак сăмахсемпе пĕрлех — ара, кусем ман çинчен сăмах сӳтеççĕ вĕт!.. Çари-и! çухăрса макăрса ярас килчĕ ман çакна илтсен, тем авăкра астăвăм ахрăмĕ синкер пулса иртичченхи самант патне тавăрчĕ...
...Хваттер алăкне сас кăлармасăр уçма тăрăшрăм эпĕ. Пĕлетĕп, мăшăрăн паян — канмалли, апла тăк çывăрса та тăман-тăр-ха. Эпĕ паянах таврăнасса та сунмасть-тĕр Вадим, кун сиктерсе çӳрекен автобус ыран çеç килет хулана. Эпĕ фирма ĕçĕсене пĕр талăк маларах вĕçлесе çула май урăх машинăпа ларса килессе вара ăçтан тавçăртăр-ха вăл? Ирхи ыйхă тутлă пулакан, çавăнпа çывăрмалли пӳлĕм патне çитнĕскер хупă алăк умĕнче чарăнса тăтăм — эрне курман юратнă мăшăрăма вăратас-и е тăхтас кăштах? «Кофе вĕретес, ун шăршипе, тен, хăех вăранĕ», — тесе кухня еннелле çаврăннăччĕ кăна, пӳлĕмрен темле сас илтĕннĕ пек пулчĕ. Эпĕ тăп чарăнса тăтăм — Вадим вăранмарĕ пуль те? Çывăрмалли пӳлĕмрен татах мăкăр-мăкăр туни илтĕнчĕ, такам ихĕл-ихĕл кулса ячĕ. Эй, тĕнче! Хĕрарăм сасси! Эпĕ, самантрах ни чĕрĕ, ни вилĕ пулса кайнăскер, пĕтĕм сулăмпа алăка тĕксе уçрăм та — сапаланчăк сар çӳçлĕ хĕрарăм ытамĕнчи упăшкан чарăлса кайнă куçĕпе шăп тĕлме-тĕл тăрăнтăм. «Ва-дим...» — сарăмсăр ура тĕрекне çухатнăскер, ун ятне çăлăнăç шыранăн асăнтăм пулинех эпĕ, анчах пыр тĕпĕ самантрах пуш хирти майлă типсе ларчĕ-ши — хам сассăма хам та илтеймерĕм. Вара çак намăс ӳкерчĕкрен калама çук йĕрĕнсе вăрт! çаврăнтăм та алăк патнелле ыткăнтăм. Хыпаланса пушмака тăхăннă хушăра алăк патĕнчи çӳлĕк çинче Вадим машинин уççи куç тĕлне пулчĕ. Ăна ярса илтĕм те пушартан тарнăн хваттертен тухса сирпĕнтĕм. Капланса юхакан куççуле чыхăна-чыхăна çăтса ик-виç картлаç чухлĕ антăм-и, çук-и — çӳлтен Вадим сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Мариша!.. Тăхта, ан кай!.. Каçар мана-а-а!
Куç умĕнчен каллех çывăрмалли пӳлĕмри — иксĕмĕрĕн сăваплă вырăн тенĕ-çке-ха эпĕ çавна! — чуна шăнтса яракан сĕрепсĕр ӳкерчĕк кино кадрĕ манерлĕ ярăмланса иртрĕ те, подъездран васкавар тухса Вадимăн «Ауди» машини патне ыткăнтăм. Руль тытма тинтерех кăна вĕреннĕччĕ эпĕ, упăшкам хăех инструктор вырăнне пулнăччĕ. Экзамен тытса машина çӳретме ирĕк илесси çеç юлнăччĕ тĕрĕссипе. Антăхса йĕрекенскер «Ауди» ăшне кĕрсе ларнине, ирхи хула урамĕпе ăмăрту трасси çинчи Шумахер пек вирхĕнсе пынине, пĕр çĕрте машина таçти сулнăка сирпĕннине усал тĕлĕкри майлă кăна ас тăватăп. Ытти, халь кунта мĕн курни-илтни, апла тăк йăлтах чунăм ӳтрен тухсан пулса иртет-мĕн...
* * *
Эпĕ каллех тухтăрсем ман кĕлеткене чĕрĕ пурнăç сывлăшĕ вĕрсе кĕртессишĕн ăшталанакан палатăна таврăнтăм. Мĕн вăхăт иртнĕ-ши? Тĕлĕнмелле те, стена çинчи электронлă сехет чарăнса ларнă тейĕн — эпĕ таçта та çитсе килнĕ, тем те аса илнĕ хушăра виç минут çеç иртнĕ пулать-и? Кай, тĕрĕс мар кăтартать пулĕ ку вăхăт хуралçи? Ӳлесе макăрас килнине, салху туйăм кăмăла пусарса тăнине епле çĕнтермеллине ниепле тавçăраймасăр чӳрече ани çине пырса лартăм. Мĕн тăвас тупата? Ман тавралла чуна сăрлаттаракан пушăлăх, никамсăрлăх, вĕçсĕрлĕх. Вăхăт чуппипе япаласен чикки те таçта йăмнă иçмасса. Кашни этемĕн чунĕ ӳтрен тухнă-тухманах çапла пĕчченлĕхе кĕрсе ӳкет-шим вара? Кунпа танлаштарсан пурăннă чухнехи пĕчченлĕх ним те мар иккен! Нивушлĕ никама та кирлĕ мар эпĕ? Çынсем çав тĕрлĕ мухтакан Турăпа ун пирĕштийĕсем ăçта тата? Е ултав кăна-и çакă?..
— ...Ултав мар, пурте тĕрĕс, — сасартăк янкăс сасă илтнипе кăрт! сикрĕм.
Сулахаялла пăхрăм — никам та, сылтăмалла — куçа шартаракан çутă, анчах никам та курăнмасть.
— Ан шыра халь тин, пĕрех кураймăн, — илтетĕп çав сассах.
— Мĕншĕн? Кам эсĕ?
— Шыва кĕртнĕ чухне Турă сан пата янă Пирĕшти эпĕ. Пурăннă чухне мана пĕлес темерĕн, çавăнпа халĕ суккăр пекех эсĕ — ман çине пăхсан куçу шарса каять.
— Мĕн кĕтет мана, Пирĕштийĕм?
Çак самантра таçтан муртан сехре хăппиллĕ сасăсем илтĕннĕ пек пулчĕç, ерри-ерипен армак-чармак хура кĕлеткесем шуса тухрĕç те мана йĕри-таврах сырса илме хăтланчĕç.
— Эпир кĕтетпĕр сана, çылăхлă чун, — унтан та кунтан ихĕлтетрĕç хайхи сасăсем. — Çылăхусем хăйсемех пирĕн патăмăра сĕтĕрсе пырĕç сана...
Кураймасăр çĕленле чашкăрни, шатăртаттарса шăл хăйрани кăна илтĕнсе тăчĕ пĕр ăстăркка. Эпĕ вилесле (кунтан та ытла епле вилме пулать-ши?) хăраса ӳкнĕскер, сылтăмри çутă еннелле тĕршĕнсе Пирĕштирен çăлăнăç ыйтрăм: «Пулăшсам...»
— Акă мĕн, Турă чури Мария, — паçăрхи янкăс сасă янраса кайсан усал-тĕсел сасси самантрах путланчĕ, — сана, Турамăш çуралнă кун тĕне кĕртнĕскере, Таса хĕр Мария хăй хӳттинче усрать. Санăн чуну çăлăнтăр тесе вăл Аслă Турăран пил ыйтса илнĕ, анчах малашнехи пурнăçра та Турра манса пурăнсан чуну кам аллине лекесне халĕ хăвах куртăн. Этеме иртĕхсе пурăнма çут тĕнче кăтартмасть Çӳлхуçа, вилĕмсĕр пурнăç валли хатĕрленме çуратать. Эсĕ вара, хĕрарăм, хăвăн тивĕçне те маннă...
«Епле тивĕçе маннă?! Эпĕ упăшкана улталаман, юратнă ăна, вăл вара...» — хама сăлтавсăр айăпланипе пĕртте килĕшес килмерĕ манăн.
— «Юратнă» тетĕн? Апла мĕншĕн пепке пуласран сыхланатăн? Эрнешер командировкăсенче çĕтсе çӳретĕн? Укçа ĕçлесе илессишĕн пĕтĕм чунна паратăн? Хĕрарăм тивĕçĕ-и çакă? Тĕнче мулĕ куçна шур илтернĕ санне. Турă вара хĕрарăма урăх тĕллевпе тĕнчене килтерет: унăн чунĕ хăйне пӳрнĕ ачасене çуратса çăлăнать. Çавăнпа та мăшăрна айăпласа тӳрре тухма ан тăрăш: эсĕ килӳнте мĕн курни — Турăсăр пурнăçăн пуçламăшĕ кăна-ха. Ӳлĕмрен эс хăш çулпа утассине те сана никам та ирĕксĕрлеймест — суйла. Халĕ вара кĕлеткӳ ăшне таврăн, Çӳлхуçан ирĕкĕ çапларах...
Мана çăмăлкка хум варкăшĕ çупăрласа илчĕ тейĕн. Сывлăх хуралçисем çаплах шăпăр-шăпăр тар юхтарса электрошокпа ман чĕрене ĕçлеттерсе яма тапаланаççĕ-ха. Хывса пенĕ тумтир евĕр кĕлеткем патне чуччу ярăннă чухнехилле чӳхенсе çывхартăм та...
— Çитет!.. Пульс пур!.. — тенине илтрĕм. — Ай-ай, тĕлĕнтермĕш — çухатрăмăр пуль тенĕччĕ: кускер вара вунă минутран таврăнчĕ. Тем тесен те Турă пурах иккен!..
«Пурах çав, пур!» — кăшкăрас килчĕ манăн та, анчах тухтăр мĕн каланине йăлтах ăнлантăм пулин те çур сăмах та тавăрса хуравлаймарăм — паçăр çеç хама акăш тĕкĕ евĕр çăмăл туйнăскер, халĕ ал-урана кăна мар, куç хупанкипе чĕлхе-çăвара та тăхлан шăратса тултарнă тейĕн. Шăм-шакăм кĕрĕс-мерĕс те шалпар тумтире аса илтерчĕ, пуç вырăнне çурăк тăм чӳлмек тăхăнтартнăн туйăнчĕ. Пĕр ăстрăм çапла ку тĕнчен виçисемпе чăркăшса выртрăм-выртрăм та, кăштахран эмел чупакан пăрăхсемпе, сывлама пулăшакан ăпăр-тапăрпа йĕри-таврах пиелесе пĕтернĕ халсăр кĕлеткеме ыйхă тĕнчи шурлăх евĕр çăтса янине сисрĕм.
* * *
Пĕр вăранми икĕ талăк хуп турттарнă-мĕн эпĕ. Куçа уçнă чух тухтăрсем обход тăватчĕç пулĕ-и — ман тавралла шурă тумлă темиçе çын тăратчĕ. Эпĕ ăна, хама операци сĕтелĕ çинче çăлса хăварнă çамрăках мар хирурга, тӳрех палласа илтĕм те тав тăвас тесе çăвара уçрăм:
— Виктор... Ан... Ан-дреич, — татăклă-сыпăклă аран хĕсĕнсе тухрĕ имшер сассăм, — та-тавах сире...
Тухтăрсем пĕр-пĕрин çине кăнн! тинкерчĕç — епле паллать терĕç-ши? Çумрах тăракан Виктор Андреевич хăйĕн хирург пурнăçĕнче кунашкал тĕлĕнтермĕшсене пĕрре мар курнă-тăр та тĕлĕнни-тунине палăртмарĕ. Шурса кайнă аллăма ачашшăн чăмăртарĕ те:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...