Йытă тĕлĕкĕ
Çĕр çине çынсем вăхăтлăха пурăнма килеççĕ. Кашни хăй ĕмĕрне пурăнса ирттерсен вĕсен чунĕ Турă патне пырать. Çын чунĕ Турă умĕнче хăй ĕмĕрне мĕнле ирттерни çинчен каласа парать. Лайăх пурнăçпа пурăннă çынна Çӳлти Турă çăтмаха ярать, чунне тепĕр хут çуралакан çамрăк патне вĕрсе кĕртет, япăх пурнăçпа пурăннă этеме тамăка хăвалать. Юлашки вара урăх нихăçан та çут тĕнче илемне курма пултараймасть. Шел пулин те ун пеккисем те пур — вĕсем çынсене вĕлернĕ, хăрушă пурнăçпа пурăннă.
Тата тепĕр тĕрлĕ Турă этемĕ пур. Çăтмаха яма май çук, тамăка валли те çылăхĕ сахалтарах. Вара Çӳлти Турă çакăн пеккисен чунĕсене тĕрлĕ чĕр чун ăшне ярать. Кам ĕне чунĕпе, кам лаша, кам сурăх, кам йытă...
— Мĕншĕн мана Çӳлти Турă йытă тумне тăхăнтартрĕ-ши? Çынна çаратман, вĕлермен. Мĕн панă пурнăçа ĕçре ирттерсе. Çылăхсем пулса-ха, анчах та йытă тумне тăхăнтартмалăхах-ши?
Куршанак ятлă йытă шухăшла-шăхăшла çывăрсах кайрĕ... Акă вăл пĕчĕк ача. Ачалăх. Ашшĕ çуралнă кун пĕр хутаç премĕк илсе парать. Вăл çак парнене пĕчченех çисе ярать. Юнашар тăракан икĕ йăмăкпа виçĕ шăллĕне тутанса пăхма нимĕн те памасть. Çисе ярсан вара кулса чĕлхине кăтартать. Çӳлти Турă çакна курса пĕрремĕш хут ачана асăрхаттарать. Виçĕ эрне чĕлхере çăпан чирĕ ачана макăрттарать. Шкул пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн пĕр пускил хĕр ачипе, лешĕ вун пиллĕк те тултарман, пĕр пахчана хăяр вăрлама каяççĕ. Хăярĕ качки, вăл çак хĕре çĕр улми анинче юратма пуçлать, унăн сĕткенне тутанать. Турри çак Славика хытă вăрçасшăнччĕ, хĕр ачи хăй ирĕкпе килĕшнине кура каçарать. Славик-куршанак ĕç професси илет. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Нумай çĕрте çын пулăшнипе усă курать. Хăй никама та пулăшмасть. Пулăшмасть мар, килен çынна шыв та ярса памасть. Пĕррехинче ун патне пĕр ял механикĕ комбайн валли ремень ыйтма килет. Вăл ăна çĕнни вырăнне киввине парать. Тепрехинче тепĕр ял тĕп инженерĕ трактор ремонт тăвасси пирки кирлĕ хут илсе пырать — вăл ăна икĕ хут хаклă хакпа ремонт туса парать. Çулланнă арçын пулнă çĕре пĕр ĕçе те парнесĕр тума пăрахать. Парни хаклăран та хаклă пулса пырать. Малтан çур литр, кайран литр, коньяк шайне те çитет, кăшт каярах чей сервисĕ, кавир, укçа: ал тенкĕ, çĕр, ик çĕр...
Çӳлти Турă çак иртĕхсе кайнă çĕр шĕпĕнне темиçе хут та чарма тăрăшать: ĕçрен кăларса яраççĕ — урăх çĕре пĕр-пĕр ĕçе хăй майлă тутарасшăн вăрттăн укçа парать те вырнаçать, арăмне эрех чирĕпе чирлеттерет — вăл унран уйрăлать, машинипе аварине лектерттерет — хăй сывă, техники юсама май килмест.
Çакăн пек тĕрĕслевсем хыççăн тин Славик-куршанак пурнăç саккунĕпе пурăнма пуçлать. Ĕçре хисепе тухать, çемье урапи те майĕпен йĕркеленет. Ача-пăча, амăшĕ ашшĕпе пĕрле пурăнма пуçлать, мăшăрĕ черккине алла тытма пăрахать. Унăн çитĕнĕвĕсене кура ăна пуçлăха лартаççĕ, вăл пысăк укçа илме пуçлать.
Куршанак йытă вăранса каять. Темле ӳсĕр çын хуçа алăкне уçма пуçлать. Куршанак урса кайса вĕрме тытăнать — Турă каланă: «хăвăра йытă пулса лайăх тытсан çылăхсене каçарăп». Йытă ĕçĕ хуралласси, вĕрсе хуçана пĕлтересси, вăрăсене чарасси. Пĕр темиçе минут вĕрсен, хуçа тула тухать. «Мĕн к... вĕрен! Кам унта?» «Ку эпĕ, Макçăм. Уç Микулай,» — терĕ алăк умĕнче тăраканни. «Юрать. Кĕр,» — терĕ хуçи. Йытти çине пăхса: «Эс мĕн кирлĕ çынсем çине вĕретĕн?» — терĕ те Куршанака тапăчкипе тапрĕ. Куршанак кӳренсе хăйне валли тунă çурта кĕчĕ. «Мĕншĕн хуçа мана тапрĕ? Эпĕ вĕрмен пулсан, çак çын ун патне кĕмесчĕ вĕт-ха. Эпĕ ăна вăратрăм. Унăн тав сăмахĕ каламалла. Вăл мана... Хам çын пулнă чух тата ытларах тискер пулнă-ши?»
Куршанак асаилĕвĕ малалла тăсăлать.
Вăл стройка хуçи — чи пысăкки мар пулин те, вунă хутлă çурт тăвасси унран килет. Халăх нумай, çурт купалаканĕсем кăна çирĕмрен иртеççĕ. Пысăк хуçалăх пулнă май ĕçĕ те сахал мар. Сахал мар тени тĕрĕс мар, апат çиме вăхăт çук. Киле те кашни кун таврăнаймастăн. Пĕр çĕре командировкăна кайса çурт проектне тума заказ памалла, тепĕр çĕрте цеменчĕн çирĕплĕхĕ япăхрах... Мускавра ĕç çыннисем сахал та, унта та хăш пĕр рабочисене яма тивет. Паллах, договорне тума хăйĕн каймалла. Славик-куршанак ĕçре маттур. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесе янине пула, канма та вăхăт тупкалать. Канма уйăхра та пулин пулă тытма каять, е шашлык пĕçерме вăрмана та çӳрет. Укçа-тенкĕ енчен строительсене кӳрентермеççĕ. Пĕр уйăх укçи кăна — çирĕм пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсен шалăвĕ пек. Кун пек укçапа кану та урăхларах иртет. Славик куршанак канма пĕлет. Вăл уйăхра пĕрре шкулта пĕрле вĕреннĕ ачасене пухать те хăналама пуçлать. Эрехне вĕçисĕр ярса парать, çимелли те çителĕклĕ. Пĕрле вĕреннисем умĕнче хăйне мăнна хума тăрăшать. Вĕсенчен тăрăхлама та манмасть. Çавна пула-ши, юлашки тĕлпулура виççĕн кăна пычĕç. Ытти -вунсаккăрĕшĕ, пыма шухăшламарĕç те. Виççĕшĕ вара — ниçта та ĕçлемеççĕ, тахçанах çемйисемпе уйрăлнă, вĕсемшĕн эрех пурнăçра чи кирли. Кусемпе вăхăт ирттернĕ хыççăн Славик-куршанак шухăша кайрĕ. «Тен, тĕрĕс мар пурнатăп?» Вăл нумай кун шухăшланă хыççăн кашни пĕрле вĕреннĕ юлташсем патне çыру çырать. Хăйне, тен, тĕрĕс мар тытрăм тесе каçару ыйтать. Шкул юлташĕсем ăна ĕненеççĕ. Тепĕр тĕлпулăвра пĕтĕм арçын ача ушкăнĕ пухăнать. Вăхăтсăр çĕре кĕнисем сахал мар, вĕсем пиллĕке те çитрĕç ĕнтĕ. Пурăнаканнисен çулĕ сахалах мар. Çур ĕмĕр патне çывхараççĕ. Пĕр ик-виç сехет ĕçсе ларнă хыççăн пĕр юлташĕ çак Славике хăй ун çинчен мĕн шухăшланине тӳррĕн каласа хурать. «Эсĕ сивĕ, чунсăр çын. Эсĕ çынна кураймастăн. Санăн юлташ — сан укçу. Пире хисеплесе эсĕ чĕнмен, санăн мухтанас та пирĕнтен кулас кăмăл çеç. Улшăн Славик, улшăн. Эпир сана каламасан, кам сана калать. Сан патра ĕçлекенсем санран хăраççĕ, ыттисене эсĕ ик айкки те тăвайкки. Эсĕ пире хисеплетĕн тетĕн, хăв ытти кунсенче тĕл пулсан, сывлăх сунсан та хуравламастăн, ытти кунсенче эсĕ çын тумĕпе çӳреместĕн, усал йытă тумĕпе çӳретĕн. Йытă санран лайăхрах.» Çак сăмахсене илтсен Славик пĕр темиçе минут пĕр сăмах та калама пултараймасть. Пĕр сăмахĕ те тĕрĕс марри çук. Анчах та вăл хăйне мухтанине кăна итлеме хăнăхнă. Çак ушкăнри çын ăна кӳрентерме хăйрĕ. Мĕнех! Пĕрле вĕреннĕ пулсан вара çакăн пек сăмахсем калама мĕнле хăйрĕ. Кам вăл Мишук? Пулса çитмен ветеринар, выльăх тухтăрĕ. Чухăн ухмах. Унăн çулталăк укçи ман вунă кунхипе танлашать. Вăл мана çак сăмахсене калама хăйрĕ. Вăл темиçе минут ним шарламасăр ларчĕ. Килнĕ хăнасем Славик шухăша кайнине пĕрремĕш хут курчĕç. Хăшĕ-пĕри ун çинчен лайăхпа та шухăшлама ĕлкĕрчĕ тейĕн. Славик васкамасăр тăчĕ, кашни хăнана тимлĕн пăхса, пилĕк минут иртрĕ пулмалла: «Эсир пурте ман çинчен Мишук пек шухăшлатăр пулмалла, шапа тусĕсем. Кам вăл Мишук? Эпĕ кам? Итлĕр мана. Халĕ пурте хăвăрт тăратăр та ман куç умĕнчен хăвăрт тасалатăр. Хăвăрт! Хăвăрт!»
Çирĕм пилĕк çул каялла пĕрле вĕренсе тухнă ачасем шăппăн, васкамасăр кам сурса, кам тăвăлнă чунне аран чарса, кам таса мар сăмах каласа хăвăрт Славик куçĕнчен çухалчĕç.
Славик тăр пĕччен. Уншăн вăл вуçех те кулянмарĕ. Пĕр пуçланă коньяк кĕленчине çăвар патне çывхартрĕ, мĕн пуррине чарăнмасăр пушатрĕ. Ун хыççăн пĕр çур сехете яхăн пушă кĕленче çине пăхса ларчĕ. Сасартăк тăчĕ, алăка шанлаттарса хупса урама тухрĕ, хăй машини патне çывхарчĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан Славике пытарма районра пурăнакан пĕтĕм пĕр класра вĕреннĕ ача пычĕ. Шăппăн, ним каламасăр шăтăк чаврĕç, ним шарламасăр виçĕ черкке çĕклерĕç, пĕр сăмах хушмасăр килелле саланчĕç.
Йытă куршанак чĕтреме пуçларĕ. Вăл Славик пулнă чух, унăн чунĕ хĕрĕх кунхинче мĕнле Çӳлти Турă патĕнче пулнине аса илчĕ. Мĕн çуралнăранпа турă хăй патне чĕниччен мĕнле çылăх тунине кашни пĕчĕк йăнăшне аса илчĕ Çӳлти Турă. Кайран унăн хушăвĕ çакăн пек пулчĕ: «Çăтмаха кайма чун таса мар, тамăка кайма çылăхсем йывăррисем мар. Апла пулсан унăн чунне çуралнă йытă ăшне вĕрсе кĕртес.»
«Виççĕмĕш. Аçа çури,» — илтрĕ йытă чунĕ темле палланă сасă. — Кăштах çитĕнсен, Мишука парнелĕп. Вăл тахçанах йытă çури кирлĕ тесе ыйтатчĕ.” Йытă çури вуннăмĕш кунĕнче куçне уçрĕ. «Ак тамаша! Унăн хуçи пĕр класра пĕрле вунă çул вĕреннĕ Валери, пĕр партă хушшинче вунă çул вĕреннĕскер. Хав! Хав!» — пĕчĕк шĕвĕркке хӳрине выляса кăшкăрчĕ йытă чунĕ, вăл хуçи патне ылталанма çыпăçрĕ.
“Куçне пĕрремĕш кун уçрĕ, тӳрех çыпăçма тăрăшать. Куршанак пек. Марье, виççĕмĕш кушак çури куçне уçрĕ. Атя ăна Куршанак ят паратпăр! — кăшкăрчĕ вăл арăмĕ еннелле пăхса. “Кирек мĕнле ят пар. Куршанак тăк Куршанак. Йыттăн куршанак пек çыпçăнмалла та, — илтрĕ пĕчĕк йытă Валери арăмĕн сассине. Мăшăрне те вăл палласа илчĕ. Вăл та пĕр класранах. Юльăпа Валери мĕн пĕрремĕш класранпах туслăччĕ. Пĕчĕк Куршанакăн куçĕ хурланчĕ, пĕчĕк куççуль тăмларĕ. “Тĕлĕнмелле, Куçне уçнă уçманах ку йытă макăрма пуçларĕ. Ан кулян Куршанак. Савăнас пулать, — терĕ Валери кушак куççульне шăлса.
Куршанака Валери çемьи уйăха яхăн усрарĕ. Кашни кун ăшă сĕт, ачашлани, ырă сăмахсем илтрĕ пĕчĕк йытă çури. Кĕçех унăн хуçи улшăнчĕ. Каллех тĕлĕнтермĕш кĕтрĕ Куршанака. Çĕнĕ хуçа — Мишук, тепĕр пĕр класра вĕреннĕ ача. Вăл ăна унăн çитменлĕхне калама пултарчĕ, вăл ăна тĕрĕс çулпа юлашки хут утма сĕнчĕ.
Çак асаилӳ Куршанака тата ытларах хурлантарчĕ. Тулли уйăх кăна унăн куççӳльне кураканни пулчĕ. Йытă çакна асăрхарĕ тейĕн, кĕмĕл тĕспе çутатакан куракан çине пăхса чĕтрекен сассине кăларчĕ. Темиçе самант ял тăрăх Куршанакăн У-у-у-у-у! У-у-у-у-у! тени янăрарĕ.
— Хам-хам! Хам-хам! Мĕн хурланатăн, ма макăратăн? — ачашшăн ыйтрĕ Куршанакран хуçасăр пурăнакан йытă, Шăхлич ятлăскер. Вăл Куршанак ӳленине илтсенех ун патне чуптарчĕ. Ытти ял йыттисем те çак Куршанак макăрнине илтрĕç-ха, анчах та вĕсем ун патне чупма палтараймаççĕ, вĕсем сăнчăрта, вĕсем чурара.
Ирĕкри Шăхлича ирĕкре пурăнни савăнтармасть. Мĕн лайăххи! Никам та санпа сăмах хушмасть, ырă сăмах каламасть, апат пирки калаçу та пымасть. Кашни кун, каç хырăма тăрантарас пирки хăвăн пуçа шутлаттармалла. Мĕн чул выçăлла çывăрма выртман пулĕ çак Шăхлич, мĕн чул тутлă апат шăршипе чыхăнса шыв ĕçмен пулĕ çак ирĕкри йытă!
— Пурнăç йывăрри макăртрĕ, хурлантарчĕ, — ӳлеме чарăнса вĕрсе хуравларĕ Куршанак килнĕ Шăхлич çине пăхса.
— Йытă пурнăçĕ çăмăл мар, шел пулин те сан пирки каламастăп, хамăн пирки. Санăн пурнăç, лайăх пурнăç. Кашни кун шăмă çиетĕн, сĕт те тутанатăн, çăкăр та чăмлатăн, ачаш сăмах та илтетĕн. Мĕн сан кулянмалли! Пăх ун çине! Вăл макăрать. Вăл хурланать. Сан уйăх çине пăхса ӳлемелле мар, санăн хуçа çине савăнса сиксе нăйлатмалла, ăна юратса алли-урине çулламалла. Эсĕ кирлĕ мар чухне уйăха ан кансĕрле. Пурăн хăвăн шăпупа савăнса.
— Санăн çын чухнехи шăпу манран та йывăртарах-им? Ун пекки те пулать-и? Каласа парам-ши хам çинчен?
— Итле манăнне. Сан шăпу манран та йывăр пулсан, эпĕ пĕр сăмах сиктермесĕр итлеме хатĕр.
— Юрать, — килĕшрĕ Куршанак ирĕклĕ йытă Шăхлича итлеме хатĕрленсе.
— Эпĕ шкул учителĕ пулса. Пĕррехинче пирĕн шкула район вĕренӳ пуçлăхĕ вĕренӳ процесне тĕрĕслеме çитрĕ. Вăл ман патра уçă урокра пулчĕ. Эпĕ ун çинчен пĕлмен те, тĕрĕссипе каласан уçă урока хатĕрленмен. Тĕрĕслев умĕн каçхине пĕр юлташ патĕнче менельникре пулса. Вĕренӳ пайĕн ертӳçи эпĕ ирттерекен урокра чарăнмасăр çырчĕ. Ман шутпа, лайăх сăмахсем мар, çитменлĕхсем. Туятăп, мана хытă лекмелле. Урок иртнĕ хыççăн мана, чăннипех, шкулти пĕтĕм учительсем умĕнче вăл хытă ятларĕ. Вăйлă ятларĕ, илемлĕ сăмахсем шырамасăр, литературăра усă курман сăмахсемпе те усă курма манмарĕ. Унăн кашни сăмахĕ тĕрĕс пулчĕ. Тепĕр кунне эпĕ каçару ыйтма çак хуçа килне кайрăм. Çур литр армен коньякне илтĕм, пĕр шăрттан хутаçа чикрĕм тата çĕр тенкĕ конверта хутăм. Вăл мана йышăнчĕ, çурçĕрчченех сĕтел хушшинче калаçса лартăмăр. Ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр, конверчĕпе сывпуллашрăм, чăвашла ыталантăмăр.
Пĕлетĕн-и, тепĕр уйăхран, мана çак шкул директорĕ пулма çирĕплетрĕç.
Çакăн хыççăн эпĕ пĕр ухмах çĕр саккунне ăнлантăм, пурнăç тăвас тесен, çĕр çинче пур çĕрте те çулламалла, сĕрмелле, якатмалла.
Пуçланчĕ ман служба карьери. Тепĕр çултан министр патне çыру çыртăм. Жалăбăра вĕренӳ ертӳçи çитменлĕхĕ çинчен тĕплĕн ăнлантартăм, хамăн ӳсĕмсем çинчен шăрçалама манмарăм. Çыру хыççăн тепĕр эрнерен мана министерствăна чĕнчĕç. Министăрĕ хăй йышăнчĕ. Мĕн каламалла? Пĕр çур сехет ытла министр тата унăн ĕçтешĕсем лайăх ĕçлени çинчен юрларăм, районта çитменлĕхсем нумай пулни çинчен çыруринчен ытларах çирĕплетрĕм.
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче мана вĕренӳ ертӳçи пулма лартрĕç.
Вăхăт шăвать, çулсем иртеççĕ. Министерствăна пĕрре те парнесемсĕр кайман. Миçе пуç сысна, сурăх-така çитермен-ши министерствă çыннисене, мĕнле кăна парне паман-ши хамран аслăраххисене!
Тепĕр виçĕ çултан мана министр çумĕ пулма лартрĕç. Ку должноçра нумай тытăнса тăраймарăм. Мана çĕнĕ министр хăвăрт ĕçрен кăларса сирпĕтрĕ. Ытла таса çын пулчĕ çĕнни. Эпĕ çавна чухлаймарăм, пĕлеймерĕм.
Мĕн тумалла? Шкула учитель пулма таврăнмалла е урăх ĕç шырамалла? Парне, парне... Пулăшрĕ парне. Мана пысăк хуçалăх ертӳçи пулма лартаççĕ.
Пилĕк çул çак ĕçре ĕçлерĕм. Пĕрре йăнăшнă хыççăн, нихăçан та пĕр вырăнта çулталăкран ытла хам çумсене тытман. Тен, вĕсем мана хирĕç компромат хатĕрлеççĕ, тен тата урăх таса мар шухăш. Çĕннисене вара пĕр пачкă укçа илмесĕр йышăнман. Пĕлетĕн-и, пĕр çул манăн сейфра хĕрĕх ытла пачкă пилĕк çĕр тенкĕллисемпе пулса! Питĕ лайăх пурнăç пулса çак хуçа вăхăтĕнче...
Виçĕ ачаллă хĕрарăм хваттер ыйтăвĕпе ман пата пычĕ. Черетпе вăл пĕрремĕшчĕ. Ман ывăл вун сакăр çул тултарчĕ. Манăн ывăла парне тăвас килчĕ. Мĕн, эпĕ ухмаха ермен вĕт хĕрарăма хваттер пама. Ывăла патăм хваттер уççине. Кĕттĕр хĕрарăм тепĕр темиçе çул та... Тепĕр кунне аслатиллĕ çумăр пулчĕ. Паянхи пек астăватăп. Еркĕн патĕнчен тухрăм, хамăн машина патне çитесси тăватă-пилĕк утăм юлчĕ-ши, тен кăшт ытларах та.... Çиçĕм çиçрĕ!..
Çӳлти Турă мана çакăн пек çылăхсемшĕн хуçасăр йытă çури чунне вĕрсе кĕртрĕ.
Çичĕ çул эпĕ çакăн пек пурнăçпа пурăнатăп. Кам куракан чулпа перет, патакпа çапать, атăпа тапать. Тутă пулни пулнă-ши?
Мĕн тери ухмах пулнă эпĕ çын чухне. Мĕн чул ӳлемен-ши уйăх çине пăхса! Мĕн чул каçару ыйтман-ши Турăран çакăн пек çылăхсемшĕн. Турă курать, тĕрĕс тăвать, пире çакăн пек айăплать.
— Хам-хам! Каламастăп хамăн пурнăçа. Санăн пунăç манран йывăртарах., — терĕ Куршанак Шăхлич калаçăвне итлесен. Чăннипех санăн пурнăçу манран темиçе хут япăхрах. Мана ирхине-каçхине çитереççĕ. Хăш чухне ачаш сăмахсем те итлетĕп. Тата пĕлетĕн-и, манăн хуçа манпа пĕрле пĕр класра вĕреннĕ. Вăл мана тĕрĕс çул çине тăратас тесе мĕнле кăна тăрăшмарĕ пулĕ. Эпĕ ăна итлемерĕм. Эпĕ ăна кӳрентертĕм...
— Хам-хам ! Кун пекки те пулать иккен йытă пурнăçĕнче, — сăмаха малалла тăсрĕ Шăхлич темиçе самант шăп тăнă хыççăн.
Тулли уйăх урамра пурăнакан кашни чĕр чун çине хăйĕн ăшă мар çуттине çитерме тăрăшрĕ. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ чĕр чун пухăннине те вăл асăрхарĕ. Макăракан кайăка лăплантарма тăрăшрĕ, çывăраканнине ачашларĕ.
Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк хăйĕн шăпи уйăхран килнине пĕлет, çавăнпа пулĕ ĕнтĕ чи йывăр самантсанче ун çине пăхса куççӳль кăларсах ӳлет, çын пулнă чухне çылăха кĕнишĕн каçару ыйтать. Çынни вара, уйăхне те, хĕвелне те хисеплесех каймасть, анчах та пуласлăха вĕсемпе çыхăнтарма манмасть. Тĕлĕкре хĕвел курсан, çав кун телей пуласса шанать, укçа çук чухне тулли уйăхран тархасласах укçа ыйтать, çынни уйăх чир-чĕре сипленине те пĕлет. Хĕвелĕ те, уйăхĕ те çак çылăхлă çĕр çыннине пулăшать. Мĕн тăвас тен, çынна та Турă тунă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...