Туй кĕпи
Паян — Кĕçĕн çăварни. Тӳпе те хĕллехи пек тĕксĕм мар. Ирех хĕвел пăхать. Пӳрт тăрринчен тумла тумлать. Çӳлтикасра туй пулмалла. Халĕ туйсене ĕлĕкхи пек лашасемпе мар, машинăсемпе ирттереççĕ. Ирхинех туй машинисем унталла-кунталла кумма пуçларĕç. Куршак Павăлĕ ывăлне авлантарать.
Куршак Павăлĕн çывăх тăванĕсем, ик-виç çын, туй пуçтарма тухнă. Вĕсем сăра чӳлмекне йăтса, ялти тăванĕсем патне килĕрен-киле кĕрсе тухрĕç. Туй сăрине астивсе пăхрĕç, туй лайăх ирттĕр тесе пехиллерĕç кашниех.
Нинук аппа та ывăлне çапла авлантарма, килне кин кĕртме, мăнукĕсене утьăкка сиктерме ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Çук çав, çырмарĕ Турри...
Ăçтан сиксе тухрĕ-ши вĕсен тĕлне Чечен вăрçи? Мĕншĕн-ха вăл унăн пĕртен-пĕр ывăлне, пĕртен-пĕр шанчăкне туртса илчĕ? Çук, ниепле те йышăнмасть амăш чĕри çакна, килĕшме пултараймасть вăл çак тĕрĕсмарлăхпа.
Паян та акă праçник ячĕпе ирех кăмака хутса ячĕ. Кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерчĕ. Кăмаки ĕлкĕрсен шаркку лартрĕ, кукăльсем хыврĕ.
Тĕлĕкĕнче те час-часах курать вăл Димăна. Акă куннехинче те...
— Анне, эсĕ мана кĕтсе те ывăнтăн пулĕ, кăлăхах хуйхăратăн эсĕ маншăн. Эпĕ тĕрĕс-тĕкелех таврăнтăм, аннеçĕм, — терĕ Дима, юпа пек хытса тăнă амăш патне ыткăнса.
Нинук аппан вăйĕ пĕтсе çитрĕ, нимĕн тума пĕлмест. Тахçантанпах чăтăмсăр кĕтекен ывăлĕ таврăннă-çке. Çулĕ вăрăм. Хырăмĕ те выçнă пуль ачин.
— Мĕнле-ха капла? Яшка пиçиччен мĕн-тĕр хатĕрлесе парас. Шăрттанĕ те пурччĕ-ха. Чăлана тухса çеç илсе кĕмелле, — ăшталанма пуçларĕ Нинук аппа.
Амăшĕ ывăлĕ çине ытараймасăр пăхать. Салтакра мĕнле кĕрнекленсе кайнă Дима. Салтак тумĕ мĕнле килĕшӳллĕ ун çинче! Пĕрре савăнса, тепре хурланса пăхать вăл ывăлĕ çине. Икĕ куçĕнчен вĕри куççуль шăпăртатать. Çапла йĕрсех вăранса кайрĕ мăнтарăн хĕрарăмĕ.
Сисрĕ-ши амăш чĕри ывăлне текех курас çуккине? Килтен тухса кайнă чухне каялла çаврăнса пăхни начар паллă теççĕ. Дима та, юлташĕсемпе пĕрле машина çине хăпарса ларнă хыççăн, амăшĕ енне çаврăнса çапла кăшкăрчĕ:
— Анне, эпĕ таврăнатăп, кĕт! Маншăн ан хуйхăр, кĕт! Пурте йĕркеллĕ пулĕ!
Çак сăмахсем паян та амăшĕн хăлхинче чан пекех янăраççĕ. Хĕрача пек илемлĕн шăрçаласа çырнă çырăвĕсем тата... Вĕсене миçе хутчен вуласа тухман-ши. Кашнинчех вăл ахаль те чирлĕ амăшне упранма ӳкĕтлет...
Каллех асаилӳ авăрне путать Нинук аппа. Пĕррехинче вĕсем Димăпа ялти магазина кĕчĕç. Çамрăксем валли хитре кĕпесем кӳрсе килнĕ иккен.
— Анне, туянас мар-и? — ыйтуллăн пăхрĕ ывăлĕ амăшĕ çине. — Çартан таврăнсан ку туй кĕпи пулĕ.
Куршак Павăлĕн ывăлĕ Славик те туянчĕ ку кĕпене. Вĕсем пĕр касăра пурăнмасан та, юлташлă пулса ӳсрĕç унпа. Вĕренессе те пĕр класрах вĕренчĕç. Клуба та пĕрлех çӳретчĕç. Анчах та, хăш-пĕр çамрăксем пек, пуçтахланасси пулман вĕсен. Шкулта та тăрăшса вĕренчĕç.
Амăшĕ мĕн-тĕр хирĕçлесшĕнччĕ ун чух ывăлне, анчах та нимĕн те шарламарĕ. Кĕпишĕн укçине тӳлерĕç те, килнелле уттарчĕç. Амăшĕ кĕпине тирпейлĕн чĕркесе арчанах чиксе хучĕ.
Акă, паян Нинук аппа арчине уçрĕ. Юр пек шап-шурă кĕпе çиелтсх выртать. Вăл ăна асăрханса аллине тытрĕ, кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. Куршак Павăлĕн ывăлĕ паян çакăн пек кĕпепе. Вĕсен килĕнче савăнăç. Туй кĕрлет Нинук аппа вара нимĕн тăва пĕлмест. Кунĕпех алли-ури çыхланать.
— Таврăн, ачам, таврăн, аннӳне сансăр питĕ йывăр, — терĕ вăл стена çумĕнче çакăнса тăракан сăнӳкерчĕк çине тилмĕрсе пăхса. Аллинчи шурă кĕпе çине шăпăр-шăпăр вĕри куççуль тумларĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...