Шурă Çамка
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳперен
Ахах-мерчен сапакан
Ушкăн çăлтăр вăйăран
Саланать пит ерипен.
Уйăх, кĕмĕл питлĕскер,
Çурла евĕр авăкскер,
Шупкаланса майĕпен
Çухалать куç умĕнчен.
Пĕчĕк, ачаш ача пек,
Канлĕ, лăпкă ыйхăран
Çутçанталăк карăнса
Вăранать чаршав илсе.
Шурăм пуçĕ хĕм сапса
Çутă куна парнелет.
Сар хĕвел çĕкленнĕçем
Шăплăх сирĕлсе пырать.
Çут хĕвел шевлипеле
Тăр-тăри хĕпĕртесе
Чарăнмасăр, пикенсех
Юррипе çĕклентерет.
Çепĕç шăпчăк тавлашса
Юррине янраттарать.
Путене пĕтĕлтетет,
Унăн сасси иксĕлмест.
Чĕвĕл чĕкеç вĕçнĕрен
Тĕкĕ юлать вĕлкĕшсе.
Тавра тулать илемпе,
Чуна çывăх кĕвĕпе.
Çаран ешĕл улăхра,
Сиплĕ уçă сывлăшра.
Çутă сывлăм пĕрчисем
Ялтăраççĕ кĕмĕлле.
Çăлтăр куçлă чечексем
Черченкĕ чеченлĕхпе
Астараççĕ куç хĕссе
Ант1 тунăнах илĕртсе.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи —
Янăравлă шыв юрри.
Вăйлатать чун хĕлхемне,
Телей кĕвви парнелет.
Кĕтмен-туман çĕртенех
Çакă лăпкă вырăна
Килчĕ вĕçсе урхамах,
Шурă Çамка ятлăскер.
Хулăн саспа кĕçенсе
Анса тăчĕ çĕр çине.
Пăхрĕ йĕри-тавралла,
Туйрĕ селĕм вырăна.
Паллă пулчĕ куçĕнчен
Хутлăх2 ăна килĕшни.
Сарчĕ çирĕп çунатне,
Çĕкленчĕ тӳпене çити.
Шурă Çамка пит часах
Чăмрĕ пĕлĕт ăшнелле.
Ушкăн лаша кĕтĕвне
Ертсе килчĕ çакăнтах.
Пурте вĕçсе ансанах
Шур Çамка кĕтӳ тавра
Çиçĕм пек вĕçсе çаврнать,
Тĕрĕслет пур лашана.
Çуллакалать чĕлхипе,
Тутипеле ачашлать,
Кĕлеткипе сĕртĕнет,
Яваплăха вăл туять.
Кĕçех эшкер3 варрине
Мăнаçлăн утса кĕрет.
Ăслă сăмахĕсемпе
Унтан пуçлать вĕрентме:
«Хаклă янаварăмсем4,
Ырă ĕçсен хуçисем,
Вашават кăмăлăрсем,
Хамăр телей хуçисем.
Инкек-синкек мĕн пулсан,
Вăрă-хурах тапăнсан
Пĕр чĕлхеллĕ пулмалла,
Кашнишĕн кар тăмалла.
Тăшмана тус-юлташран
Чăн пĕлсе уйăрмалла.
Пĕр-пĕрне пулăшмалла
Çăлмалла йывăрлăхран.
Сире никам тивес çук
Çумра Шур Çамка пур чух.
Чун пĕрлĕхĕнче тивлет5,
Чун хĕлхемĕнче сипет6.
Тăпăртатса ташласа,
Сиккипеле ыткăнса
Эп суйланă вырăнпа
Паллашсамăр кăмăлпа».
Ирĕк илнĕ лашасем
Вĕрентӳçĕ шухăшне
Çирĕплетрĕç ĕçпеле
Мухтаса ертӳçĕне.
Юханшывăн авкăчĕ7
Патĕнчи пĕр çаврара
Ушкăн лаша лăпланса
Ешĕл апат чĕпĕтет.
Вăштăр çилĕ вĕрнипе
Чӳхентерен курăка
Çăвар туллин васкавар8
Савăнса кĕтӳ çиет.
Çав вăхăтра йăпшăнса
Выçă Кашкăр Кашаман
Кантарма ăш хыппине
Тытрĕ çул кĕтӳ патне.
Шурă Çамка самантрах
Сисрĕ инкек пуласса.
Хăлхине чăнк! тăратса
Чĕнчĕ пурне тулхăрса:
«Кашкăра пăвăртмалла9,
Сехрине хăпартмалла,
«Ăса кĕртсе» илмелле
Килнĕшĕн нехетсĕрех10».
Çил кăларнăн çилхине
Вĕлкĕштерсе вĕçтерсе
Сиккипе тăват уран
Чупрĕ васкаса хыçран.
Çитрĕ кĕту туххăмрах11
Хăваласа Кашкăра.
Çатлаттарчĕ çунатпа,
Кăрслаттарчĕ урапа.
Ыратăва тӳсеймен
Кашаман чатанланса12
Хăй мĕн ятлине манса
Тарчĕ хӳре хĕстерсе.
Эсремет пырне вара,
Тĕпсĕр катка хырăмне,
Яраймарĕ тĕпчĕм13 те
Шăл шаккакан Кашаман.
Шурă Çамка пухура
Кĕтĕве ыр хахатпа14
Харсăр чунлă пулнăран
Рахмат15 турĕ мухтаса.
Ыр ут хыççăн пинĕпех
Савăнса ут шыв ĕçет.
Ăс хывакан16 нихăçан
Юлмасть пăрăнса çултан.
Шурă Çамка ушкăнпа
Шут тытрĕ юлма кунта.
Туслăх пытăр ĕмĕре,
Пысăк вăй — пĕрлешӳре!
Петрова М.А. (2010-10-30 11:06:25):
Произведени питĕ аван. Шухăшĕ тарăн, чĕлхи çăмăл.
Васильева М. Н. (2010-10-31 17:17:37):
Ку сăвă ман кăмăла кайрĕ.Хайлав чĕлхи пуян.Маттур!
Людмила Жукова (2010-10-31 20:08:12):
Светланăн çĕнĕ хайлавĕ аван пулса тухнă.
Vyacheslavna (2010-10-31 22:19:21):
Светлана Вячеславовна кашни конкурсах хутшăнать. Пултарулăхĕ кунран -кун ӳссех пырать.
Аксар Чунтупай (2010-11-01 22:03:55):
Аван. Тăрăшса çырнă. Сахал усă куракан сăмахсем хайлава пуянлатаççĕ, шухăшне вăйлатаççĕ.Маттур вĕрентекен эсир, Светлана Вячеславовна!
Яруськина Л.Ю. (2010-11-02 08:40:18):
Светлана Вячеславовна ĕçĕ килĕшрĕ. Кивĕ сăмахсемпе усă курни хайлава тарăнлатаççĕ. Маттур!
Маркова И.В. (2010-11-05 11:25:27):
Светлана Вячеславовнăн сăвви ăнăçлă пулса тухнă. Малашне те çавăн пек хайлавсемпе савăнтарăр.
Ангелина (2010-11-05 11:29:19):
Сирĕн хайлав мана питĕ килĕшрĕ.
Григорьева И. (2010-11-08 21:50:40):
Сăвă питĕ çăмăллăн вуланать. Илемлĕх мелĕсемпе вырăнлă усă курнă.Анчах та кивĕ сăмахсемпе ытла нумай усă курман-ши? Ăнланма йывăртарах.
Оксана Мидушкина (2010-11-20 10:29:54):
Светлана Вячеславовнăн сăвви мана питĕ килĕшрĕ, çăмăллăн вуланать. Малашне те сире ăнăçу сунатăп.