Ырă ырăпа таврăнать


Пĕр çуллахи ăшă каç эпир ачасемпе урамра лараттăмăр. Пирĕн хушăра Микулай пичче те пурччĕ. Вăл ватă ĕнтĕ, çитмĕл пилĕк çула кайнă. Çапла вылякаласа та калаçкаласа ларнă хушăра кӳршĕсен лашипе тихи те пирĕн умран иртсе кайрĕç. Микулай пичче кăштах шухăша кайса ларчĕ, пире те шăпланма хушрĕ. Вăл пире ĕлĕк-авалах пулса иртнĕ пĕр пулăм çинчен каласа пама пуçларĕ: «Çак лашапа тихана курсан мана тахçан авалах пулса иртнĕ пĕр самант час-часах аса килет. Сире те çак ĕç çинчен каласа кăтартам. Пирĕн ялта Иван ятлă пĕр вăтам хресчен хăйĕн çемьипе пурăннă. Вăл хытăрах çын пулнă. Хуçалăхра лаша та тытнă. Анчах лашине вара хăй лайăхах пăхман: «Лашан ĕçлемелле унăн, çисе выртмалла мар», — тенĕ. Апатне те çителĕклех паман. Ачисем ашшĕ килте çук чухне ăна вăрттăн апатлантарнă. Ашшĕ çакна сиссен питĕ ятлаçнă.

Пĕррехинче вĕсем лашине кӳлеççĕ те тырă вырма уя тухаççĕ. Тырă пуссийĕ вăрман хĕрринче вырнаçнă. Лашана тăварса тихипе курăк çиме çапса хăварать. Инçех те мар пĕчĕк ача кӳмере выртнă. Кил хуçисем вара тырă вырма пикеннĕ. Вĕсем çапла ĕçлесе инçетех çитеççĕ. Шăп çак вăхăтра çĕлен шуса тухнă. Вăл çак ача кӳми патнех çитнĕ. Лаша, теме сиссе, питĕ вăйлăн кĕçенме, тапăртатма пуçланă. Тихине вара аяккалла хăваланă. Лаша кĕçеннине илтсе тем пулмарĕ-ши тесе ача амăшĕ хыпăнса ӳкнĕ, анчах та Иван пичче ăна хăтăрса тăкнă. Çĕлен ача патне çитсех пынă. Хайхи лаша мĕн пулассине пĕлмесĕрех çĕлене çăварĕпе аяккалла ывăтса янă. Икĕ уран тăрса çĕлен çине пуснă, анчах çĕлен çаврăнса лашан урине сăхса илме пултарнă. Урхамахĕ хыттăн кĕçенсе илет те икĕ уран тăрса тепĕр хут çĕлен пуçĕ çине пусать, хăй те йăванса каять. Çакна курсан пурте лаша патнелле ыткăнаççĕ. Хуçисем чупса çитсен лаша мĕнпур вăйне пухса пуçне йăтса пăхать. Унăн умĕнче тиха чупса çӳрет, кӳмере ача сасă парса выляса выртать иккен. Лашан икĕ куçĕнчен те куççӳль юхса анать, пуçне хурать те куçĕ хупăнать. Лашана мĕн пулнине никам та ăнланман. Ун айĕнчи çĕлене курсан çеç Иван пичче ача пурнăçне çак лаша çăлса хăварнине ăнланса илнĕ. Вăл тӳрех ĕсĕклесе макăрса янă. Лашана лайăх пăхманнишĕн ун умĕнче каçару ыйтнă. Анчах та вăл кая юлчĕ.

Малалла вара Иван пичче тихине ача пекех пăхма шутланă. Хăй çимелли çăкăр татăкне те, ĕçмелли сĕтне те вăл ăна панă. Пĕчĕк ут вара Иван пиччене хăйĕн амăшĕ вырăннă хунă, унран пĕр утăм та юлман.

Пĕррехинче мучи тихана картана хупса хăварать те вăрман касма каять. Кăнтарла иртсен тиха инкеке сиссе питĕ вăйлă кĕçенме пуçланă. Амăшĕ икĕ аслă ывăлне: «Пырăр-ха, кайса пăхăр, аçăра тем пулман-ши. Тиха çĕлен шуса пынă чухнехи пекех кĕçенет», — тенĕ. Ачисем тӳрех вăрмана тухса чупнă. Чăн та, ашшĕ инкеке лекнĕ иккен. Ун çине йывăç хуçăлса аннă, икĕ ури те хускалмаççĕ. Аслă ывăлĕ яла лаша кӳлме чупнă. Иван пиччене лав çине лартса кил картине илсе кĕреççĕ. Тихана витерен кăларма шутлаççĕ. Вăл тӳрех мучи патне тапăртатса пынă, сассине йăвашлатнă. Пиччен урисене тутипе кăшт тĕртсе пăхнă та чĕлхипе çуланă. Çакна курса тăракансем пурте тĕлĕннĕ. Мучи çакна пăхса тăрайман — йĕрсе янă. Амăшне упрайманшăн тихаран каçару ыйтнă.

Çапла кунсем, çулсем иртнĕ. Иван пиччен ури сывалсах çитеймест. Вăл уксахласа çӳрекен пулать. Лаша шутне кĕрсе пыракан тиха мучие пур çĕрте те пулăшса пынă. Хăйне те, пулăшу кирлĕ чухне, лартса çӳренĕ. Ывăлĕсем куншăн кăмăллă пулнă. Аслă ывăлĕн салтака кайма вăхăт çитет. Шăп çав вăхăтра вăрçă тапранса каять. Мучи ывăлĕпе пĕрле лашана та вăрçа ăсатнă. Ывăлне лашана лайăх пăхма хушса ярать. «Сана вăл амансан та, вилсен те пăрахса хăвармĕ», — тенĕ. Чăн та, пурнăç çакăн евĕр çаврăнса тухнă. Вăрçă вутĕнче аманнă ывăлне лаша хăтарса хăварать. Вăрçă хыççăн лаши те, аманнă ывăлĕ те яла сывă таврăнаççĕ. Мĕн тери хĕпĕртет куншăн старик!.. Тав тума сăмахĕ те çитмест.»

Микулай пичче пире выльăхсемпе те, чĕрчунсемпе те, мĕн пур чĕрĕ япаласене ырă тума сĕнчĕ. «Ырă ырăпа таврăнать. Эпир усал тунине вăл ырăпа тавăрать пулсан, пушшех намăс, ĕмĕрĕпех ӳкĕнмелле пулать», — терĕ вăл.

Çак калаçу хыççăн эпĕ тарăн шухăша кайрăм. Çывăрма выртсан та час ыйхă килмерĕ. Тиха амăшĕн пурнăçĕ çинчен шутларăм. Тĕлĕкре те çак пĕчĕк ут мана кашкăрсенчен хăтарчĕ. Хăйĕн çине лартса вăл мана пĕлĕтелле илсе хăпартрĕ.

Ирхине вара эпĕ аннен йăваш сассипе вăранса кайрăм. Вăл мана шкула кайма вăхăт çитнине систерчĕ. Хамăн тĕлĕкĕме аннене каласа кăтартрăм. Çак тĕлĕнмелле лайăх та ăслă лашасем çинчен манăн пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Даша (2010-11-08 11:38:52):

Калав мана питĕ килĕшрĕ, ваттисен сăмахĕсемпе анлă усă курнă, çĕнтерме тивĕçлĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Г.В. (2010-11-18 21:18:25):

"Çулăм лаша" çине пурте тăрăнчĕç, вуласа тухнă-ши калавне, тухман-ши , пĕртте паллă мар, пурте пĕрешкел сăмахсем çыраççĕ.Ытти калавсемпе паллашма шутламаççĕ те.(Калавĕ япăх мар, ан кӳрентĕр ман çине авторĕ,ăна пире малашне татах та лайăхрах хайлавсемпе савăнтарма сĕнетĕп).Максимăн калавĕ мĕнрен япăх? Ырă ырăпа таврăнать, шăпах "толерантность" теми.Патриотизм та пур.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

тапирова ольга (2011-01-01 17:54:01):

эпе хам та черчунсемпе сăпайлă пулма тарашатап.меншен тесен манан та çапла пурнаçра,яланах вĕсем ырă манпа.пирен йыта вĕлерсе пăлана пăрахрĕç,эпир вара вăл çынна нимен те туман усал.вăл хĕрарăм вăрра çӳреме юратать а пирен йыта ăна кансерлене

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: