Вăтăр çул иртсен...
— Пĕлейместĕп, Бася. Вăрçă çулĕ тинĕс мар-çке, — терĕ Патрей. — Ну, чипер. Тен, тепре тĕлпулăпăр та...
Çав самантра хĕр ăна сасартăк мăйĕнчен ыталаса илчĕ те хăйĕн вĕри тутипе хыттăн чуптурĕ.
Халиччен Патрей никама та чуптуса курманччĕ.
— Бася! — терĕ те каччă хĕре аллинчен ярса тытрĕ. Анчах Бася ун аллинчен вĕçерĕнчĕ, вăтанса çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ...
* * *
— Итле-ха, Бася, — терĕ Патрей. — Шкул ачисем вара эпĕ Чăваш Енрен иккенне епле пĕлнĕ?
— Эпĕ каларăм вĕсене. Сан ятна та эпех каларăм. Эсĕ аçун вилтăприйĕ çине килнине те.
— Çакăн пирки эсĕ тата ăçтан пĕлнĕ?
— Хăв каласа кăтартнăччĕ. Астумастăн-им?
Патрей асаилме хăтланчĕ.
— Эсĕ диван çине тăрса лартăн, эпĕ те тăрса лартăм. «Мĕн ятлă эсĕ?« — ыйтрăн манран. «Бася», — терĕм эпĕ. «Эпĕ Патрей», — терĕн эсĕ.
— Куна астăватăп-ха...
— «Патрей», — тĕлĕнтĕм эпĕ ун чухне. Санăн яту кăшт урăхларах пулни тĕлĕнтерчĕ мана, — сăмахне малалла тăсрĕ Бася. — «Эсĕ мĕн, вырăс мар-им?» — ыйтрăм эпĕ. «Çук, эпĕ — чăваш», — терĕн эсĕ. «Чăвашсем ăçта пурăнаççĕ вара?» — пĕлесшĕн пултăм эпĕ. «Атăл хĕрринче, Чăваш Республикинче», — терĕн эсĕ. Хăв питĕ ывăннăччĕ пулмалла. Çавăнтах выртрăн та çывăрса кайрăн.
Бася шăпланчĕ.
10
— Анне! — илтĕнчĕ сасартăк. — Анне, сана хăнасем кĕтеççĕ.
Ку — Зося.
— Эпĕ кĕрем-ха. Эсĕ, Зося, пирĕн тусăмăра тунсăхлама ан пар.
Бася пӳрте кĕчĕ.
— Мĕн çинчен калаçрăр эсир, пан Патрей, — çамрăклăх куллипе çиçсе хаваслăн ыйтрĕ Зося, унтан хăна çумне пырса ларчĕ.
— Иртнине асаилтĕмĕр.
Хĕрпе Патрей пĕр хушă нимĕн чĕнмесĕр ларчĕç.
— Зося, — терĕ Патрей, — аттен вилтăпри çинчи мрамор палăка хăçан лартнă?
— Тахçанах, — хуравларĕ хĕр. — Çырасса çеç нумаях пулмасть, харцерсем сирĕнтен çыру илнĕ хыççăн çыртăмăр. Анне яланах çав вилтăпри çине çӳретчĕ. «Кунта Патрей ашшĕне пытарнă. Патрей çакăнта, ашшĕн вилтăпри çине килсессĕн, мана вилĕмрен, фашист мăшкăлĕнчен çăлса хăварчĕ», — тетчĕ. Шкул ачисем сире шырама тытăнсан анне çапла каларĕ: «Чăваш Республикинчи хаçата çырăр. Чĕре сисет манăн, Патрей чĕрĕ-сывах. Вăл сирĕн çырăвăра вулĕ те хăй кунта çырса ярĕ». Анне каланă пекех пулса тухрĕ.
— Пан Патрей, — терĕ сасартăк Зося. — Мĕншĕн эсир вăрçă хыççăн аннене шыраса тупман? Вăл сире вунă çул кĕтсе пурăннă.
— Зося...
Салманов хĕре икĕ аллипе хул пуççинчен ярса тытрĕ, куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ те пуçне усрĕ.
Чăнах та, мĕншĕн шыраса тупмарĕ-ха? Мĕншĕн сывалнă хыççăн ун патне таврăнма тăрăшмарĕ?
«Вăрçă хыççăн пурнăç йывăр пулчĕ, — хăйне хăй хуравлама тăрăшрĕ вăл. — Вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратмаллаччĕ...»
Çук, ку сăмахсем — хăйне хăй улталани, сăлтав тупма тăрăшни çеç.
Маннă-и вара вăл Басьăна?
Çук, манман. Унăн вĕри тутин парни ăна яланах ăшăтса тăнă. Нимĕнле хурав та тупаймарĕ Патрей, Зосьăна нимĕн те калаймарĕ.
Сывалса киле таврăннă хыççăн вĕсен ялне кӳрши — капитан — курма пычĕ. Хăйĕнпе пĕрле çулталăк çурăри ывăлне илсе килчĕ. «Анне патне хăваратăп ачана», — терĕ.
— Амăшĕ ăçта? — пĕлесшĕн пулчĕ Патрей.
— Амăшĕ Словакире, — терĕ кӳрши. Кайран вара, каялла каяс умĕн, хăйĕн хуйхине каласа пачĕ. — Словакире тăнă чухне авлантăм. Арăма çав тери юрататтăм. Анчах уйрăлмалла пулчĕ.
— Мĕншĕн? — пĕлес тесе ыйтрĕ Патрей.
— Верховнăйăн хушăвне илтмен-им вара эсĕ? — терĕ капитан. — Кам ют çĕршыв хĕрне качча илнĕ, çавăн арăмне уйăрса хăйĕн çĕршывне кăларса ямалла...
Тен, Патрей çакна пĕлнĕ хыççăн Басьăна шыраса тупас шухăша пăрахăçларĕ пулĕ? Тен, çĕнĕ чăрмавсем тупăнĕç тесе шухăшларĕ-ши? Çук, Патрей çаплипех татăклă хурав тупаймарĕ.
Каç кӳлĕм Патрей, Бася, унăн упăшки Борислав тата ытти хăна пурте ялти шкула кайрĕç.
Шкул çурчĕ тăррине хĕрлĕ пусма çине шурăпа вырăсла çырса хунă: «Никам та, нимĕн те манăçман».
«Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс çырнă. «Эпир ирĕклĕхшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăрсене çеç мар, йывăр çулсенче кампа туслашнине те, кама юратнине те нихăçан та манман, манас та çук...» — шухăшларĕ Салманов.
Ăнлантару
Тахçанах çырнă çак хайлава эпĕ. Мĕншĕн хамăрăн чи юратнă, пĕтĕм чăваш халăхĕ вулакан хаçатра пичетлес терĕм-ха? Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 65 çул çитрĕ. Анăç çĕршывĕсен хăш-пĕр политикĕ Аслă Çĕнтерӳ пĕлтерĕшне, совет салтакĕсен паттăрлăхне курмăш пуласшăн. Мана уйрăмах Польшăри тата Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсен политикĕсем çапла хăтланни кулянтарать те, тарăхтарать те.
Кун пирки Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕ В.В.Путин питĕ тĕрĕс каларĕ. Польшăна та, Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсене те, Европăри тата ытти çĕршыва та совет салтакĕсем ирĕке кăларнă, унти халăхсене вилĕмрен çăлса хăварнă. Ку — пысăк чăнлăх. Манăн атте, Николай Ильич, çав салтаксенчен пĕри пулнă. Вăл 1944 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Польша çĕрне ирĕке кăларассишĕн паттăррăн кĕрешсе Люблин хулинчен инçе мар пуç хунă. Пичче те, Петр Николаевич, Польша çĕрне ирĕке кăларнă чухне йывăр аманнă. Вĕсем çинчен çыртăм та çак хайлавăма. Польшăра, аттен вил тăпри çинче, эпĕ темиçе те пулнă. Поляксем хăйсен телейĕшĕн, пуласлăхĕшĕн кĕрешсе вилнĕ совет салтакĕсене нихăçан та манмаççĕ, паян кун та асăнса вĕсен вил тăприсене пăхса тăраççĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...