«Шурă фарфор чашăк...»


Шурă фарфор чашăк.

Хуп-хура сĕтел.

Пысăк сарă алăк.

Тунсăхлă тĕпел.

 

Эп — çав фарфор чашăк.

Хуп-хура сĕтел —

Ман яланлăх палăк,

Ман хура элчел.

 

Алăка уçмашкăн

Хăтланать такам.

Тен, мана çăласшăн

Кам-ши, кам-ши, кам?

 

Кăлăхах тăрăшать вăл

Алăк леш енче.

Ăна уçĕ тăвăл

Çурçĕр тĕлĕнче.

 

Шурă фарфор чашăк

Сивĕ урайне

Ӳкĕ те сасартăк

Тупĕ канлĕхне.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Володя (2013-05-23 09:22:24):

Володя. Шеремет Есенинĕ чăвашлансах каясшăн пулас.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: