«Эс мана кăшах та шеллеместĕн...»
Эс мана кăшах та шеллеместĕн.
Эп вара сана усал туман.
Нимĕн те туймастăн эс, сисместĕн.
Сан пекки, каçар та, эп курман.
Эп пит хӳхĕм мар, паллах, пĕлетĕп.
Юмахри мăнаçлă паттăр мар.
Темшĕн-çке мана эс телленетĕн
Каçсерен, хупсассăн куçăма.
Тĕлĕкре кăна сана савмашкăн
Çырнă-тăр Турри мана... Мĕнех...
Пурпĕрех килет ман тав тăвассăм
Эс тĕлленнĕ çут самантсене.
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2013-05-23 09:08:19):
Володя. Ним те хушимăн. С.Есенин чăвашла сăвăлама тытăннă пулас.