Музыкант
Эпир апат çиме ларнăччĕ çеç, телефон линине тĕрĕслеме кайнă атте каялла таврăнчĕ. Хулпуççийĕнчен пăшал çакăнса тăнине курсан эпир питĕ тĕлĕнтĕмĕр.
— Пăшал туянтăн-им? — ыйтрĕ анне.
— Кăна Вăрăм Петĕртен илсе килтĕм-ха. Кĕçĕр Кăшмăш вăрманĕн кăнтăр енне, телефон юпи патне, кайса выртатăп. Такам мурĕ кунсеренех пăралуксене тата-тата ярать. Юпа çине хăпарса хăшкăлтăм ĕнтĕ. Паян та татнă.
Каç енне эпир Кăшмăш вăрманнелле тухса утрăмăр. Вăрман кĕтессинчи телефон юпи патне çитнĕ çĕре тавралăх самаях тĕксĕмленчĕ. Часах тӳпене пин-пин çăлтăр тапса тухрĕ.
Эпир курăклăрах вырăн тупса вырнаçса лартăмăр.
— Ав çав юпа çинчен куçна илмесĕр пăх, — вĕрентрĕ мана атте.
Вăхăт самаях иртрĕ — юпа патне пыракан-тăвакан пулмарĕ. Çуллахи çĕр вăрăма пымасть: анчахрах хĕвел анăç тĕксĕмленнĕччĕ, тухăç хĕреле те пуçларĕ. Куçсем хупăнма, пуç кăкăр çинелле ланк усăна-усăна анма тытăнчĕ...
Ларнă çĕртех çывăрса кайнă иккен эпĕ. Атте тăк-тăк тĕкнипе вăранса кайрăм. Тул çутăлнăччĕ ĕнтĕ.
— Пăх-ха, пăх, — терĕ атте вăрман еннелле кăтартса.
Телефон юпи патнелле пĕр упа çури мĕшĕлтетсе утса пынине курсан тин кунта мĕншĕн килнине ăнкарса илтĕм.
— Çак пĕчĕк упа та юпа çине хăпарма пултарать-ши, атте?
— Тăс-с... Шăппăнрах калаç, пĕтĕмпех курăпăр ак кĕçех.
Çав вăхăтра упа çури ним шиксĕр, ниçталла пăхмасăр юпа патне пырса тăчĕ.
— Перетĕн-и? — ыйтрăм аттерен.
Тăхта, ан шарла, курар-ха мĕн хăтланнине.
Юпа тăрне чиперех улăхса çитрĕ пĕчĕк упа, унтан меллĕнрех вырнаçса пăралуксенчен пĕрне туртса карăнтарчĕ те вĕçертсе ячĕ. Кĕрн-н! янăраса кайрĕ вăрăммăн. Упа çури хăлхине юпа çумне тытса кĕрлеме чарăничченех итлесе тăчĕ. Унтан каллех пăралуксенчен пĕрне туртса карăнтарчĕ, ăна ярсан каллех итлерĕ.
— Ха, эсрел, упа темерĕн, музыкант евĕрлех хăтланать тата! — тĕлĕнсе калаçрĕ атте. — Кун пек талантпа консерваторие каймаллине систермелле мар-ши ăна?
Атте пăшала авăрларĕ.
— Атте, ан пер! — Çав тери хĕрхентĕм эпĕ упа çурине.
— Ан хăра, эпĕ ăна лекмелле пеместĕп.
Атте çавăнтах çине-çинех хыттăн кăшкăрса пăшалпа кĕрслеттерчĕ. Ăна-кăна кĕтмен упа çури юпа çинчен йăкăр-якăр шуса анчĕ, каялла пĕрре çаврăнса пăхмасăр вăрманалла тарчĕ.
Часах эпир те киле кайрăмăр, çул тăршшĕпех кулса калаçса пытăмăр.
Çавăнтанпа пăралуксене татакан пулмарĕ.
— Утаман ачи консерваторие кайса кĕчĕ пулмалла, — тет кашнинчех атте вăрманти пĕчĕк музыканта аса илсен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...