Б. Тихонов-Борлена
Тавах, сăмахлăх шур сухалĕ!
Сана паллать чăваш тĕнчи.
Пурнать йăх-ташăмсен вăй-халĕ
Ĕçчен поэтăн чĕринче.
Хусанкаях сана пил панă
Курса тивлетлĕ ăстана.
Пăла та Слак чунна çутатнă,
Çутатăн пирĕн ăс-тăна.
Сăввусемпе ырра мухтарăн
Тăван поэзи пахчинче…
Сахал-и шур хута хуратрăн,
Сассу чăвашăн чĕринче.
Иртет кун-çулăмăр куссийĕ
Ĕç-хĕллĕ пурнăç кĕввинче.
Вышкайсăр ĕçĕрĕн уссийĕ
Тăван та тус кĕрекинче.
Çук, ахаль мар, тăван, юрларăн,
Митта Ваçлейĕ калашле.
Эс халăха савса юратрăн,
Хун, пăлхар çĕрĕн таврашне…
Ватти-яшши пĕрле утсассăн
Çак çутă тĕнчере пĕрмай
Хăватлă пулĕ пирĕн сасă
Малашлăхра хастар утма.
Станьял (2022-04-08 09:51:50):
Тавах паттёр Борлена мухтанёшён.Асра яланах иксёр те!
Agabazar (2022-06-22 16:24:12):
Борлен «Сувар» редакторĕ пулнă Сорокинпа та (леш «халăх çыравçи ятшăн хĕрĕнсе çӳрекеннипе) кĕрешсе пăхрĕ.