Манăн çемье


Пĕчĕккĕ пулсан та эпĕ,

Манăн пур пысăк çемье.

Аттерен кунта асли ав

Асаттепе асанне.

 

Вăйли çук ман аттерен,

Ырри çук ман аннерен.

Асанне вара пит ăслă,

Юмах калать кунсерен.

 

Асаттепе сунара

Эпир кайăпăр çулла.

Манăн çемье питĕ лайăх!

Юрататăп эп ăна.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Маша (2011-02-17 18:38:01):

Никита, маттур. Мана санăн сăввусем питĕ килĕшрĕç. Малашне те лайăх сăвăсем çыр

 

Маша (2011-02-17 18:38:40):

Никита, маттур. Мана санăн сăввусем питĕ килĕшрĕç. Малашне те лайăх сăвăсем çыр

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Альбина Павлова (2011-02-17 20:45:28):

Аван сăвăсем санăн Никита!Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2011-02-19 14:46:00):

Çемьене юратни чи лайăх япала. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Вакку (2011-02-22 18:22:34):

Çемьере туслă пулмаллине Никита тепĕр хут хăйĕн сăввинче çирĕплетсе парать. Ачана пĕр канфетпа улталаймăн!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена Николаева (2011-03-03 12:55:18):

Маттур, Никита! Сан сăвву питĕ кăмăла кайрĕ. Татах çыр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зина (2011-03-09 20:30:51):

Лайăх сăвăсем. Ачи те тăрăшуллă. Сăввисем хаçат-журналсенче те тĕл пулкалаççĕ. Хăйне те тĕрлĕ конкурссенче курма пулать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: