Пĕчĕкçĕ паттăрсем
Пĕр питех те каппайчăк Çырма Хăвалăх ялĕ еннелле çул тытса, хура çĕре ишсе-ватса пынă. «Капла яла та часах çитĕп», — хĕпĕртенĕ вăл. Анчах та ун патне аллисене кĕреçесем тытнă ачасем пырса тухнă.
— Халиччен çĕр ишĕлнине курмарăр-им?! Пăрăнăр çул çинчен! — хаяррăн кăшкăрса пăрахнă каппайчăк Çырма.
— Ытлашши ан çухăраш-ха эс, — тенĕ шкул ачисем. — Сана кĕçех çăварлăхлăпăр.
— Ха-ха-ха! — хура çĕре лĕштĕр-р ишсе ахăлтатса кулса янă Çырма. — Ха-ха! Ытла каплах ан култарăр-ха... Çăварлăхлаттарăп ап сире! Ялăра кĕçех ик-виç пая пайласа тухăп ак!
— Эй, тусăмăрсем, — тенĕ кĕпе çаннисене пит васкавар тавăрса пĕри, ыттисем çине ăшшăн пăхса. — Капла пакăлтатса тăрсан ку Çырма чăннипех те пирĕн яла темиçе пая пайлама пултарать. Атьăр ĕçе пикенер!
Ача-пăча ушкăнĕ ял çумĕнчи вăрманалла çул тытнă.
— Ха-ха! — каллех ахăлтатса кулса янă Çырма. — Мана çăварлăхларăр та курăнать?! Е хăранипе чĕркуççисем чĕтреççĕ-и? Ха-ха, тупăннă паттăрсем!
Часах ачасем каялла таврăннă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем тирекпе йăмра тураттисем тата тымарĕпех тирпейлĕн кăларнă çамрăк йывăçсем йăтса пынă. Тымарлă йывăçсене те, тирекпе йăмра тураттисене те ачасем пĕтĕмпех Çырма тавралла лартса тухнă.
— Патвар çитĕнĕр, тусăмăрсем! — тенĕ йывăçсене вĕсем. — Ак çак каппайчăка пирĕн яла çитме ан парăрах. Кунĕн-çĕрĕн хуралласа тăрăр.
— Хураллассине хураллăлăр-ха, —явапланă йывăçсем. — Анчах та çĕнĕ вырăнта пирĕн тута-çăварсем типсе кайрĕç-çке. Тем пекех ĕçес килет, шăм-шак та самаях сурать.
Ĕçчен ача-пăча йывăçсене кулленех пĕве шывĕпе шăварса тăма пуçланă. Лешсем вара куç умĕнчех симĕсленнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çӳлелле хăвăрт ӳсессипе те, аялалла тарăнрах тымарсем ярассипе те ăмăртма тытăннă.
— Халĕ, ачамăрсем, пире шăвармасан та юрĕ, — тенĕ йывăçсем ачасене тепĕр виçĕ-тăватă уйăхран. — Çапах та пире выльăхсенчен малашне те сыхласан аванччĕ. Вара эпир сире çак Çырмаран шанчăклă сыхлăпăр.
Каппайчăк Çырма çаплипех Хăвалăх ялĕ еннелле ăнтăлнă, яла темиçе пая пайлас ĕмĕтне самантлăха та пуçран кăларман. Анчах та туслăн кашласа ӳсекен йывăç тымарĕсене ним туса та çыртса татма пултарайман вăл.
Тепĕр ик-виçĕ çултан ачасем каллех унта пынă та:
— Эй, Çырма, эсĕ халĕ те пирĕн яла темиçе пая пайлас шухăшпах пурăнатăн-и-ха? — ыйтнă йĕкĕлтешсе.
— Эпĕ текех Çырма мар ĕнтĕ, — пусăрăнчăк саслăн тавăрнă лешĕ. — Эпĕ халĕ курăк пусса илнĕ лупашка кăна. Хăвăр пĕчĕк пулин те чăннипех те маттур, паттăр ачасем иккен эсир.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...