Сăвă хыççăн сăвă çырăп
Суккăр е чăлах-и пулăп —
Сăвă хыççăн сăвă çырăп.
Вăл тивлет виличчен сӳнмĕ,
Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.
Йĕрсе куççульне те тăкăп,
Чир-чĕрпе-и шурса кайăп,
Суран ыратма чарăнмĕ —
Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.
Çиеймесĕр выçă пулăп,
Шывсăр та-и типсе ларăп,
Сывлама та сывлăш çитмĕ —
Çырас кăмăлăм иксĕлмĕ.
Надежда (2012-02-29 09:00:11):
Пит илемле стихсем ! Сирар тата . Эпир вулапар саванса!
Валерий Михлеев (2012-02-29 12:10:40):
Надежда! Хăвăр шухăша çырса пĕлтернĕ чухне чăваш челхинпе тĕрĕсрех çырма тăрăшăр! Сирĕн "Пит илемлĕ сăвăсем! Çырăр тата. Эпир вулăпăр савăнса!" - тесе çырмалла пулнă.