Вăрман ачи
Вася урайĕнче сапаланса выртакан çĕрулмисемпе çăкăр татăкĕсене пуçтарса чикрĕ те хутаçне хулпуççи урлă çакрĕ.
«Питĕ шел кăмакари «çĕркăмрăкне» хăварма. Çак йытă пӳлĕмре пулман пулсан, каялла илме те пулатчĕ», — шухăшларĕ вăл, тăлмач çине хаяррăн пăхса.
— Кайма юрать-и?
— Тасал хăвăртрах!
* * *
...Стрелочник патĕнче Вася икĕ талăка яхăн пурăнчĕ. Иккĕмĕш кунĕнче, кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсен, старик килне питĕ хавасланса килсе кĕчĕ.
— Куртăн-и, Вася, тăшман салтакĕсем хулара епле кĕшĕлтетсе çӳреççĕ? Чугун çул çинче ĕçлекенсене пурне те допроса чĕнтерчĕç. Хăшĕ-пĕрисене çавăнтах хупса лартрĕç. Пĕр сăмахпа каласан, сан «çĕркăмрăкĕсем» фашистсен сехрине хăпартнă, — каласа пама тытăнчĕ вăл пӳрте кĕнĕ-кĕменех.
— Чăнах-и? Эпĕ мĕн пулса иртнине нимĕн те пĕлместĕп вĕт-ха. Каласа парăр-ха, тархасшăн? — савăнса ӳкрĕ Вася та стрелочник пекех. — Эпĕ паян хулана тухса курăнас мар терĕм...
— Чăн пулмасăр, ачам! Пĕр составĕ ĕнер станцирен тухсанах сирпĕнсе кайрĕ. Ана хамăр та куртăмăр. Ха-ха... Паллах, ку санăн ĕçӳ ĕнтĕ. Маттур!
— Чăнах-и?!
— Малалла итле эсĕ, — пӳлсех калать старик. — Тепĕр поезчĕ паян ирпе пĕтнĕ. Кăна эпĕ турăм. Ман ĕç! Ĕнер депори ремонтран тухакан пăравус çине хам алăпах пăрахрăм.
Вася хавасланса кайнипе темскер каласшăнччĕ, анчах старик:
— Эс ан пӳл-ха! Тепĕр япала çинчен калама пар тата, — тесе малалла тăсрĕ.
— Мĕнле япала вăл? — тӳсеймерĕ Вася.
— Паян ирпе станцăра гестапо уйрăмĕ вырнаçнă çурт сирпĕнсе кайрĕ. Гестапо начальникĕпе тепĕр салтакĕ çавăнтах пĕтнĕ. Взрыв пулнă вăхăтра пӳлĕмре фашистсен аслă начальникĕ, гестапо майорĕ пулнă-мĕн. Кăна вара сывлăш хумĕ çеç пырса çапнă. Хăй анраса кайнă, хăлхисем те илтмеççĕ, чĕлхи те çĕтнĕ, терĕç. Халь ăна самолетпах ăсатнă, тет. Ку кам ĕçĕ-ши вара — пĕлместĕп...
— Тăхтăр-ха, мучи, гестапо начальникĕ мĕн ятлă вăл? Карц обер-лейтенант мар-и? — савăннипе кăшкăрса ячĕ Вася.
— Çаплаччĕ пулас. Анчах ăçтан пĕлетĕн эсĕ ăна? — тĕлĕнчĕ старик.
— Пĕлетĕп. Тĕл пулма тӳр килнĕ ман унпа, чарлан пек тăсланкă фашистпа. Леш сутăнчăк тăлмачĕ мĕншĕн пулман-ши вăл вăхăтра? Чи малтан ăна тĕп тумалла пулнă, — терĕ Вася тарăхса..
— Мĕн пирки калаçатăн эсĕ, ывăлăм, анланаймастăп? Эсĕ манран тем пытаратăн пулас?..
— Çу-ук, мучи, нимĕн те пытармастăп.
Вася ăна ĕнер станцире мĕн пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
— Чим-ха, чим, ывăлăм, апла... ку та сан ĕçех, эппин? — Васьăна пӳлсех ыйтрĕ старик.
— Ман ĕçех пуль çав...
— Ай-яй, питĕ аван пулчĕ ку япала! — стрелочник пĕр хушă ахăлтатсах кулчĕ.
Ĕнер стрелочник Васьăна чĕмсĕр те хаяр çын пек туйăнатчĕ. Паян акă вăл ĕç ăнăçлă вĕçленнĕ хыççăн пĕчĕк ача пекех савăнăçлă. Кулать, шӳтлет... «Партизансем пурте çавăн пек пулмалла вĕсем, — шухăшларĕ вăл. — Тепĕр чухне вутчулĕ пек хытă, тем чухлĕ тĕп-чесе те сăмах кăлараймăн».
Апат çинĕ хыççăн старик ĕçе кайма васкарĕ.
— Ну, «вăрман ачи», эсĕ малашне мĕн тума шутлатăн?
— Эпĕ командир панă задание пурнăçларăм. Халь вăрмана, отряда каясшăн — хуравларĕ Вася.
— Тĕрĕс. Эпĕ хам та çакна каласшăнччĕ, — терĕ старик. — Сан кунта пĕр минут та тăма юрамасть. Пĕлме хĕн, фашистсем сиссе илĕç те сана шырама тытăнĕç. Атя, хуларан тухма сана урăх çул кăтартам.
Картишĕнче тĕттĕм. Старик Васьăна сарай хыçне ертсе тухрĕ те тарăн вар хĕррине илсе пычĕ.
— Ак çак çырмана ан та тӳрех çавăнталла кай, — терĕ вăл. — Унтан вăрмана тухатăн.
— Сывă юлăр. Асăрхануллăрах пулăр, мучи, — терĕ Вася стрелочник аллине чăмăртаса.
— Партизансене кала: ман валли «çĕркăмрăкĕ» татах илсе килччĕр.
— Хамах илсе килĕп, мучи.
— Тепре куриччен, «вăрман ачи».
Вĕсем уйрăлчĕç. Вася çырма тĕпне анчĕ те хула тулашĕнчи вăрмана, партизансен отрячĕ вырнаçнă çĕре васкарĕ.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...