Çăлтăр палли


Кивелнĕ пӳрт, имшер хапха,

Çĕрсе арканнă кил карти.

Юнашарах, ав, ват йăмра,

Пиçенпе тулнă анкарти.

 

Тахçантанпах кунта пулман,

Этемĕн çук ура йĕрри.

Анчах хапха çинче аран

Курнать пĕр çăлтăрăн палли.

 

Çумăрпала та çилпеле

Çухалнă тĕсĕ тахçанах,

Çул выртнă çак килтен инçе

Мĕн аслă вăрçă тухсанах.

 

Тен, ывăлне е ашшĕне

Ăсатнă амăшĕ вăрçа.

Чун-чĕререн куляннипе

Юлашки хут хĕрес хурса.

 

Тен, çамрăк кин йĕре-йĕре,

Хăй мăшăрне ыталаса

Тыттарнă пĕчĕк пепкине

Сывах килме тархасласа.

 

Çук, таврăнман кунта никам.

Тахçантанпах вăрçă пĕтни.

Хапха çинче кăна аран

Палăркалать çăлтăр палли…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2011-04-01 08:18:41):

Ялти кивĕ çурт умĕпе иртсе пынă чухне çăлтăр паллине курсан манăн çак çăлтăра халалласа сăвă шăрçалас килет.Талант тени çитсех каймасть.Тавах сана,Оля, манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртсе чуна тивмелли сăвă хайланăшăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: