Ват асаттен шăпи


Питĕ кивĕ сăн — ӳкерчĕк

Курăнать стена çинче

Çап-çутах ун сăнĕ-пичĕ

Кăтрарах ун сарă çӳçĕ.

 

Ытларах ун умнче

Ват асанне тăрмашать,

Сăтăрать те ун сăнне

Мăкăр-мăкăр калаçать.

 

Пррехинче ирхине

Куçа уçса пăхрăм та

Сăнӳкерчĕк умĕнче

Ват асанне макăрать.

 

Чăтаймарăм, пытăм та,

Ыталаса илтĕм те

Ыйтрăм ват асаннерен:

— Мĕншĕн эсĕ йĕретĕн?

 

— Хурланмасăр чăтма çук

Ман юратнă çын-çке вăл

Телей, ырлăх курас чух

Гитлер татрĕ ĕмĕте.

 

Хаяр тискер тăшмансем

Килчĕç пирĕн çĕршыва.

Ман юратнă мăшăрăм

Тухса кайрĕ вăрçăна.

 

Киле юлнă ватă-вĕтĕ

Йывăр ĕçе кӳленĕ,

Ирĕн-каçăн ĕçлесе

Çĕнтерĕве çывхартнă,

 

Хĕллехи сив кунсенче

Вăрман касса туртарнă,

Ăшă тум-тир çĕлесе

Вăрçă хирне ăсатнă.

 

Анчах санăн аслаçу

Таврăнмар каялла

Аслăвăрçă хирĕнче

Пуçне хучĕ вăхăтсăр.

 

Темле пулса тухсан та

Тав тăватăп салтака,

Вĕсен ырă ĕçĕсем

Тухмĕç пирĕн асăмран

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: