Куçăм
Роза Андреевăна
1
Чăнах та, çуркуннешĕн чун хавас.
Мĕне сиссе-ши?
Шап-шуррăн выртнă юр
сĕлкĕшленсе, лапраланса
юхса кайнишĕн-ши?
Çыпçăнакан çăрăлчăка пула-ши?
Хаваслăх вăй илет
асар-писер арпашуран иртсе
çулçăланас, чечекленес кунсем çитсен.
2
Шарлать шыв-шур.
Урам хушшипеле юхать çур шывĕ,
паллах, тăвалла мар, анаталла.
Шарлать шыв-шур —
лĕп çумăр шывĕ, пăрлă çумăр шывĕ —
паллах, çӳлелле мар, аялалла.
Умра мĕн пур?
Е сиплĕ ăшă-и, е хăртмăш сивĕ?
Пур вăл та, ку та пурнăçра, паллах.
3
Иртнĕ кунăн çути те сӳнмест,
тĕрлĕрен чĕтренсе чӳхенет:
сар шевлен савтарас юхăмне
хура тĕс те кĕме именмест.
Кун пулать, кун иртет, кун шăвать...
Пурнăçра малашпа пурăнар.
Иртнинче ыррине астăвар —
хурипе хурланни хур тăвать.
4
Эп ӳрĕк-сӳрĕке
ăша хывман, хываймăп.
Салхуллă çӳрекен —
эп — кичеме саваймăп.
Силлерĕм йывăçа,
çие чĕр сывлăм тăкрăм.
Чăр тинкерен куçа
хăюллăн витĕр пăхрăм.
Çывхартăр, çуталса
чĕремпеле пĕр тĕслĕн:
хăй пек — шалтан таса,
хăй пек — ӳпкевсĕр ĕçлĕ.
5
Вăхăта хĕвелпе тĕрĕслетпĕр,
хамăра вăхăтпа тĕрĕслетпĕр.
Сар шевле çеммипе кĕвĕлетпĕр,
юрăпа йăпанатпăр, ĕçлетпĕр.
Вăй парать тăван çĕрĕмĕр, парĕ...
Çавĕн пек пирĕн çăлтăр каларĕ.
6
Мана пĕри ĕмĕрлĕхех тăлласшăн —
чĕремçĕм пур тата хĕрӳллĕрех;
мана пĕри шартлаттарсах тылласшăн —
шăнăрăмсем шанмаççĕ пурпĕрех.
Вăл пăчланать. Ĕмĕрлĕхех пăчлантăр.
Таптакана çул пулмĕ халăхра.
Çакна чун-чĕрепе туйса ăнлантăм
тăпра шăрши витернĕ пурнăçра.
7
Пĕрмай кулса ăçтан-ха пурăнăн
йĕпе-сапа вăхăтĕнче?
Пĕрмай кичем ăçтан-ха курăнăн,
хĕвеллĕ кун пулсан тĕнчен?
Тăн-тăн хаваслăх, çутă тунсăх
усраймасассăн кăкăрта,
утса çӳрен этем те — чунсăр,
çынна хăй çумĕнчен тартать.
8
Канаш — хама, канаш — юлташăма,
кам пулăшу кĕтет, çавна — канашăм.
Харпăр хăйне çухатасран каласшăн
эп ирĕк саслăн татăклă сăмах.
Ĕçлер — ĕçе хастаррăн парăнса:
хавхаланса, тапаланса, хăпмасăр,
пуймасăр, юхăнмасăр, хапсăнмасăр, —
пурнар чыса çеç вĕçĕм пуç тайса.
9
(Александр Блокран)
О, эп пурнасшăн вилесле:
Мĕн пур — ĕмĕрлĕхе юлинччĕ,
Мĕн чунсăр — чĕрĕлĕх илинччĕ,
Пулманнине — тăвас килет!
Ан тив, хуплатăр йывăр ыйхă,
Ан тив, эп чыхăнам унпа, —
Пуласлăхра, тен, калĕ сыхлăн
Яш çын хаваслă сасăпа:
Каçарăпăр салхушăн — çав-и
Ăна чĕрех усраканни?
Ырра, çутта тăсан ача вăл,
Вăл — ирĕклĕх чăна тухни!
10
Хупмастăп куçа, хăлхана мăкламастăп —
пăхатăп, итлетĕп.
Пурне те — тем тĕрлĕ ӳкерчĕк те, сас та -
куратăп, илтетĕп.
Йĕрки-йĕркипе шухăшлатăп, пĕлетĕп,
çич хут тĕрĕслетĕп.
Сар кайăк юрланă чухне — киленетĕп,
илемлĕх илетĕп,
илемлĕх кӳретĕп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...