Парс-слу
Барсын-сулу, Барчин пике —
Мухтавлă паттăр-чиперкке,
Эс кам ачи пулатăн-ши,
Аçу хăш халăхăн патши?
Яту çӳрет таçтан таçта,
Пур мавзолей Казахстанта.
Эс Атăлтан Алтай таран
Илемӳпе сăхлантаран.
Тутар та пушкăрт е узбек
Сана чыслать хăй тусĕ пек.
Халап яраççĕ пушкăртсем
(Тимле, тăванăм, тĕшмĕртсем):
Лăпках пурнас тесе тахçан
Туслашнă имĕш икĕ хан.
Çӳренĕ тет те сунарта,
Çураçнă тет вĕсем унта
Пулас ывăлĕпе хĕрне,
Юратчăр тенĕ пĕр-пĕрне.
Аларăн ывăл çуралать,
Вĕсен туйне ирттериччен
Алар каять ку тĕнчерен.
Чипер хĕрне хайхи Пулар
Пушкăрталла парасшăн мар.
Пике килтен тухса тарать,
Шап-шурă чатăр картарать
Вăл аякри çӳл ту çине,
Кĕтет çураçнă каччине.
Анчах хĕрпе пурнас тесен
Вăй хумалла-мĕн йĕкĕтсен.
Хĕр кустарать арман чулне
Çӳл ту çинчен çырма енне.
Ăна тĕксе хăпартмалла:
Вăйна-хална кăтартмалла.
Чылайăн пăхнă талпăнса,
Хайхи чул аннă йăванса.
Алар ачи çитсе тăрать,
Пĕррех кăна тапса ярать —
Чул хăпарать ту тăрринех...
Халапĕ вăрăм. Халь çитет.
Ăна хăй май яраççĕ тет
Тутар, казах, туркмен, узбек
Хĕре савса йăхташĕ пек.
Ĕç-пуçĕ иртнĕ авалах —
Пин çул ытла-тăр каялла.
Унта куратпăр хамăра:
Пулар пĕлтерĕ хамăра.
Вăл барс вăйне ĕненнĕрен
Ăна пуç тайнă ĕлĕкрен.
Çав чăрсăркка чĕрчун сăнне
Ӳкернĕ тет элем çине.
Пăлхар патши çавна кура
Хĕрне ят панă-тăр вара.
Багдад элчи Фадлан пичче
Ак мĕн калать хăй çырнинче
(Пĕр-пĕр çапла сăмах-юмах
Май панă-тăр халап яма):
Урал енчи çеçен хирпе
Пăлхар çĕрне çитерехпе
Вăл тĕл пулать огуз ханне.
Сăйланă хан хăй хăнине.
Араб курать те аптăрать:
Ханпа юнашарах ларать
Ун арăмĕ. Çитменнине
Витмен пĕркенчĕк хăй çине!..
Ку вăл Алмушăн хĕрĕ тет,
Пăлхар патши чиперĕ тет...
Патша майри пулас тесен —
Мухтавĕ кирлĕ ашшĕсен.
Барсын-сулу шăпи шăпах
Чап илнĕ çавăн пек чыспа.
Ут утланса ăмăртнă чух
Вăл ар пек пулнă хăй те шух.
Вăл пĕлнĕ тĕл пемешкĕн те,
Кĕрешӳре çĕнмешкĕн те!..
Чĕлхемĕрпе килĕштерсе
Ăна чĕнер Парспи тесе.
Парспимĕр, таврăнсам киле,
Пире маттур пулма пилле!
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...