Асамлă каç


Çуллахи асамлă каç ытамĕнче

Эп ларатăп пахчари пĕр сак çинче,

Шухăшлатăп иртнĕ пурнăçăм çинчен,

Аса килеççĕ темшĕн-çке тата ачалăх кунĕсем.

 

Ачалăх кунĕсем… Хаваслăччĕ вĕсем…

Юнашарахчĕ яланах тантăшăмсем, туссем.

Ытарайми çак савăк вăхăтсем

Чунра çĕклеççĕ ырă туйăмсем.

 

Юратнă вырăн пурччĕ ман ача чухне,

Хĕвел ансан тухаттăм эп пĕве хĕрне.

Турчка пĕви тесе калатчĕç аслисем ăна.

Пĕлместĕп, мĕншĕн килĕштереттĕм-ши ăна.

 

Пит интереслĕ туйăнатчĕ ячĕ ун мана.

Пĕлес килетчĕ: ма чĕнеç ăна çапла.

Темçе те ыйтнă эп ваттисенчен

Ăнлантарса пама çак ят çинчен.

 

Анчах та темшĕн-çке темле ыйтсассăн та

Пĕлекенсем пит тупăнмарĕç çав ялта.

Ӳссе çитсен ялтан эп тухса кайрăм та,

Çак вырăн майĕпен пырайрĕ манăçса.

 

Шухăшăмсем вĕçеççĕ малалла,

Каллех эп хам çуралнă ялăмра,

Каллех ларатăп хам юратнă вырăнта,

Турчка пĕви выртать ав сарăлса халь ман умра.

 

Йăлтăртататать-çке шывĕ сарă уйăх çутипе,

Йăмра пуçне таять çыранĕ хĕрринче.

Темле асамлăх тыткăнне лекетĕп эп хуллен,

Йăлтах халь манăçаç пурнăçăмри йывăрлăхсем.

 

Кас-кассăн ăшă çил ав варкăшать,

Çыран хĕрне шыв хумсемпе çапать,

Сар уйăх тӳперен вăрттăн кулса пăхать,

Илемлĕ Вутăш хĕр манăн ума тухать.

 

Утать, утать ак Вутăшпи ман паталлах,

Пĕве хĕрнех çитсе ак вăл тăрать.

Унтан çыран хĕрне те вăл тухать,

Ман патăмра çак хĕр кĕç чарăнать.

 

Куçа илми пăхатăп ун çине,

Савса сăнатăп çак илемлĕ хĕр пĕвне.

Яштак та йăрăс пӳллĕ шыв пики,

Курманччĕ халиччен эп ун пекки.

 

— Мĕскер ларатăн тунсăхлă кунта,

Атя эс хăнана пирĕн пата,

Сана курса эп тухрăм çакăнта, —

Чĕнет пике мана кăчăк туртса.

 

— Мĕскер эс тупнă çылăхлă çак çĕр çинче,

Нумай эс куртăн-и кунта пит ыррине?

Утсам ман хыççăн тăрă шыв айне, —

Çаплах-çке илĕртет шыври пике.

 

Сăмах чĕнмесĕр эп тăратăп вырăнтан,

Умри хĕр хыççăн эп утатăп шывалла.

Утсан-утсан кĕретпĕр шалаллах,

Чунра пит çăмăл туйăнса каять мана.

 

Утать, утать пике, юлмастăп эпĕ те.

Ансах-ансах пыратпăр шыв айне,

Унтан çитсе тăратпăр шыв тĕпнех,

Эх, ак ăçта хальччен курман çăтмах иккен.

 

Кунта илемлĕ пикесем туп-туллиех,

Кашни пĕр-пĕринчен чипер, ĕлккен.

Кунта хĕрсен хăйсен патшалăхĕ иккен,

Пурнаççĕ туслăн Вутăш пикесем пĕрле.

 

Сап-сар хĕвел пăхать шыври патшалăхра,

Нихçан сӳнмесĕр çутатать вăл ăшăтса,

Савса сăнать ялан хăй çĕршывне,

Упрать кунти телейĕн хĕлхемне.

 

Кунти хĕрсем пĕлмеççĕ хурлăх вăл мĕнне,

Юрла-юрла ĕçлеç пĕлсе хăйсен ĕçне.

Ак ларнă пĕрисем, тĕрлеççĕ тĕррине

Ярт хантăс тултарса чăн-чăн чăвашлине.

 

Шывра пурăнакан Вутăшписем,

Сăпайлă, кăмăллă, ĕçчен чăваш хĕрсем.

Хăйсен телейсĕр шăпине пула

Çĕр çинче мар, кунта канăç тупнă вĕсем.

 

Илемписем, Пинерписем, Саламписем

Пурнаç кунта халь шăкăл-шăкăл калаçса.

Йĕри-тавра кунта мĕн чуль илем

Упрать шыври патшалăх вăрттăнлăхра.

 

Ертсе çӳрет мана халь Вутăшпи,

Курманнине чылай эп куртăм халь кунта.

Тĕлĕнмелли татах нумай-çке пит,

Утатпăр пикепе çаплах ав малалла.

 

Кĕçех çитетпĕр пĕр кермен патне

Ларать вăл ылтăн-кĕмĕл тĕслĕн çуталса.

Тухса тăрать кĕç патша хĕр кермен умне,

Савса кĕтсе илет пире йăл-йăл клса.

 

Ак тамаша! Эпир Пăлхар çĕршывĕнче иккен!

Çитейнĕ хамăр йăхташсем патне.

Умри пике Атам патша хĕрĕ иккен,

Пăлхар пики ку, Пăлхарпи панă ятне.

 

Пăлхар патши, Атам патша, хăйĕн хĕрне

Пăхса ӳстернĕ юратса мĕн пĕчĕкрен.

Ӳссе çитсен, телей куртăр тесе

Пама шутланă вăл качча вырăс кнеçне.

 

Сăн-пуçĕпе илемлĕ Пăлхарпи

Пулса тăнă вара вырăс майри.

Анчах телейлĕ пулайман вăл пит,

Телей пайланă чух нумай паман ăна турри.

 

Çак Вутăш хĕр, илемлĕ Пăлхарпи,

Шыв айĕнче хăй телейне тупать,

Хăй пек сăпай чăваш хĕрĕсемпе

Чылай çул çакăнта вăл пурăнать.

 

Шыври çĕршывсене пĕрлештерсе

Пултарнă хăй патшалăхне йĕркелеме.

Кунта пурнакансем вара йăлтах хĕрсем,

Хăш чух пирĕн ума курăнакан Вутăшписем.

 

Хăш чух Вутăшписем тухаççĕ çĕр çине,

Пĕлсе тăраççĕ кунти пурнăç мĕнлине.

Тепĕр чухне тата Пирĕштисем пулса

Хĕр чунĕсем çитеççĕ çӳллĕ тӳпенех.

 

Виç сийлĕ çак тĕнче тытăмĕнче

Йăлтах-çке çыхăннă пĕр-пĕринпе.

Çакна эп хам куçпа курса ĕнентĕм халь тепре

Пулса шыври хĕрсен çĕршывĕнче.

 

Шывра та, çĕр çинче те, тӳпере

Пурнăç сĕрлет, пурнăç кĕрлет, пурнăç вĕрет.

Аваллăхпа хальхи, малашлăх – йăлт пĕрле

Çак пурнăçра пĕр тĕвĕпе-çке пĕрлешеть.

 

Пулса эп куртăм халь шыв айĕнче,

Çитсе пăхасчĕ-çке тата ман çӳллĕ тӳпене.

Пĕлесчĕ-çке кăштах тӳпен вăрттăнлăхне,

Юмахлăп, тет, тепрехинче уйăх çинчи хĕрпе.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: