Тăван чĕлхем


Санран тараççĕ,

Санран хăраççĕ,

Сăмах сараççĕ

Пайтах сан çинчен.

«Начар эс», — теççĕ,

Кӳрентереççĕ,

Хутна кĕмеççĕ

Вăйли умăнче.

 

Пуçран чышаççĕ,

Питрен çапаççĕ,

Сиксе таптаççĕ

Çĕре ӳкерсе.

Ăшран тапаççĕ,

Куçран сураççĕ,

Лăх-лăх кулаççĕ,

Çылăха кĕрсе.

 

Кам-ши вăл çакă

Ăспа чăлахĕ,

Айван пуçтахĕ —

Сана таптакан?

Ку — хăв тăванă,

Чунпа хавшанă,

Сутса-çке янă

Чысне çак тăван.

 

Тăван чĕлхеçĕм!

Сана пĕлмеççĕ,

Сана сивлеççĕ

Хăв ачусемех.

Сана сутаççĕ,

Юта тухаççĕ,

Манкурт пулаççĕ

Вара çавсемех.

 

Эс, пур, чăтатăн,

Куççуль тăкатăн,

Юнна çăтатăн

Пĕр айăпсăрах.

Ӳксен — тăратăн,

Çапкаланатăн,

Çапах утатăн.

Тав, шĕкĕр Турра!

 

Çакна кам курĕ,

Хак парĕ, хурĕ?

Пур-и вăл Турă

Чăваш этеммин?

Çапла! Пур Турă!

Пур ун культура!

Пур ун мĕнпурĕ,

Пур ун вăй тени!

 

Анчах вĕт эпĕр

Сӳпĕлтететпĕр.

«Ма кирлĕ», — тетпĕр

Тăван чĕлхене.

Пакăлтататпăр,

Çын култаратпăр,

Ятне яратпăр

Чăваш çыннинне.

 

Ма эс çапла-ши,

Тăван чăвашăм?

Чăваш юлташăм

Ан ярччĕ ятна!

Чăваш чĕлхи вăл

Илемлĕ, сывă.

Сан хĕрĕ, ывăл

Вĕрентĕр ăна!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лидия Шурзьол(Мавлютова) (2011-09-30 18:11:50):

Питĕ кирлĕ сăмахсем, тата тĕрĕс пулăм çинчен çырса кăтартнă.Аркадий яланах вирлĕ чĕлхепе çырать.Хальхинче те чĕлхе ыйтăвĕ пиçсе-шăранса тухнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: