Сарă хĕр
Çырма тĕпĕнче, ялта
Пит хитре хĕр пурăнать.
Хăй вун пиллĕкре кăна,
Темле ĕçе пултарать .
Хура çӳçлĕ, кăвак куçлă
Çынсене вăл илĕртет.
Шăнкăрав пек сасси ун
Каччăн чунне çемçетет.
Ашшĕ-амăшне ялан
Пур ĕçре те пулăшать.
Чĕлхи çепĕç, вашават
Пуринпе те тарават.
Ир-ирех вăл вăранать,
Сывлăмпа питне çăвать.
Хĕвел тухнă-тухманах
Шыв ăсма тухса каять.
Пĕррехинче каçхине
Пĕве хĕррине утать,
Каçхи шăпчăк юррине
Чунтан киленсе итлет.
Ăшă, çил те çук паян,
Йывăçсем те шавламаççĕ.
Аякра çеç шăплăхра
Шăпчăксем юр(ă) шăратаççĕ.
Икĕ хурăн хушшинче
Пĕр пĕчĕк çеç сак ларать.
Каçсерен çак вырăнта
Уçăлмашкăн юратать.
Пĕве хĕррипе утса
Нумай хушă çӳрерĕ.
Каçхи шăплăха савса
Шăппăн-шаппăн юрларĕ.
Шыв хĕрринче тăнă чух
Кĕтмен çĕртен çил тухать.
Пит çӳллĕ хум килет те
Хĕре çавăрса илет.
Хĕре авăр çавăрттарса
Шывалла илсе каять.
Питĕ хыт пăлханнипе
Пике тăнне çухатать.
Нумай выртнă-и, сахал-и,
Вăл нимĕн те ас тумасть.
Хĕвел çути ӳксен çеç
Сарă хĕр тăрса ларать.
Калама çук илемлĕ
Ку вырăнта тавралăх.
Кайăкĕсен юррийĕ
Савăнтарать пурне те.
Кĕтмен-çĕртен хĕр умне
Пĕр каччă тухса тăрать.
Куçĕ унăн çĕмĕрт пек,
Пăхсан витĕр шăтарать.
Пĕр вăхăт иккĕшĕ те
Ним чĕрмесĕр тăраççĕ.
Тутисем çеç хушăран
Йăл-йăл кулса илеççĕ.
Çапла часах çамрăксем
Пĕр-пĕрне сывлăх сунса
Паллашаççĕ хаваспах,
Калаçаççĕ ыр сунсах.
Çак асамлă тĕнчере
Хĕре кăтартса çӳрет.
Кун иртни те сисĕнмест,
Сарă хĕвелĕ анать.
Каччă асамлă çулпа
Хĕре ăсатса ярать.
Çак вырăнта тĕл пулма
Хĕр ăна сăмах парать.
Кашни кунах каç енне
Пĕве хĕрне вăл васкать.
Икĕ çамрăк туслăхне
Уйăх сăнаса тăрать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...