Чулкасри çуркунне


— Ĕçрен эп нихçан та хăраман. Ĕçпе ĕçĕн уйрăмлăхĕ пур. Хăвăр пĕлетĕр, манан пĕлӳ сахалрах. Эпĕ те, Япшаров пекех, 82-мĕш номерлĕ СПТУ анчах пĕтернĕ.

— Зату опыт пур!

— Мĕн опычĕ-качки ĕнтĕ? Тракторпа ĕçленĕ. Танк çӳретнĕ — çавă çеç.

— Çавăн пекки кирлĕ те пире. Атту илсе килсе лартрĕç кунта пĕрре банкра укçа шутласа пенсие тухнă банкира. Укçа шутлассисĕр пуçне мĕн пĕлет. Лайăх шутларĕ пирĕн укçасене. Вăл таçти банксенчен кредит илнĕ укçана халь те тӳлесе пĕтерейместпĕр. Шутларĕ-шутларĕ те, пĕтĕрсе чиксе тухса та тарчĕ.

— ... Милици ярса тытрĕ те хупса та лартрĕ, — Япшарова пӳлсех сăвăлла-мĕнле хушса хучĕ Урал Батырович. — Подумай Валерий. Пĕлӳ çителĕксĕр пулсан вĕренме кая юлман-ха эс. Çамрăк. Ĕçленĕ хушăрах аслă шкул пĕтерекенсем сахал мар. Тепĕр тесен, диплом хăй тĕллĕн нимĕн те тумасть. Ĕçлемелле!

Тĕрĕссипе, Ванюшинăн тытăнса пăхас шут та çук мар. Анчах Япшаров мĕн терĕ-ха? «Тытăнса пăхмалла мар, ĕçлемелле» терĕ мар-и? Пухăва хирĕçлеме тепĕр сăлтав пур унăн.

— Юлташсем, калаçса вăхăт ирттерсе ларас мар, — терĕ вăл капла та ятулă çи-пуçне турткаласа. — Эп паян кун СПК членĕ те мар. Эппин, председатель пулма ирĕкĕм те çук пуль тетĕп.

— Ютран килнисем кунта членра тăнă тетĕн-им? — Валерие куçаранах керчĕ председатель ĕçĕсене хăйĕн ĕнси çинчен тахçанах илсе ывăтасшăн çунакан бригадир. — Халех алă йăттаратăп та члена йышăнтаратăп сана...

Çапла турĕç те. Колхозăн çĕнĕ ертӳçи Валерий Ванюшин пулса тăчĕ. Клуб пуçлăхĕн Валентин Николаевăн та халăха хăйĕн ĕçне кăтартас килет. Çакна вăл малтанах палăртса хунă курăнать. Унсăрăн Эрхип Архиповичпа Ларина Татьяна ĕç укçи ведомоçĕ çине алă пустармассерен хăйсенчен нумайрах сăптăрса илни çинчен астутарсах тăраççĕ. Çавăнпа та пуху хупăннă-хупăнман сцена çине баянне йăтса та тухрĕ. Çынсем вырăнĕсенчен тăрса та ĕлкĕреймерĕç. Тепĕр колхоза çитме васкакан Урал Батырович та, сцена çинчен анса, ыттисемпе пĕрле малти ретре вырăн йышăнчĕ. Унăн çĕнĕ председательпе калаçмалли те çук мар-ха. Пăрахса тухса кайма та аван мар. Чăваш юрри-ташшине итлеме-курма та юратать çамрăкрах чухне виçĕ çул чăваш ялĕнче председатель пулнă пушкăрт. Çак хушăра Валентин купăсне тăсса ячĕ те Басковăнне аса илтерекен сассипе шăрантарма та тытăнчĕ:

 

Пĕлĕчĕсем шăваç чарăнмасăр,

Ăшă çумăр килсе çăвинччĕ.

Шыв пек юхса иртет çамрăк ĕмĕр,

Çапла иртсе кайĕ теменччĕ...

 

Хăй тĕллĕн вĕреннĕ сăвăç, композитор тата юрăç çак юрра халăх умĕнче пуçласа юрлать. Премьера тет вăл ăна. Те хулари эстрада юрăçисенчен курса, ялтисем те ку чухне пĕтĕмпех хăйсем тума тăрăшаççĕ. Валентин та вĕсен шутнех кĕрет. Малтан пуçĕнче пулас юрă сăмахĕсем кĕшĕлтетме тытăнаççĕ. Çавсенчен юрра кĕме тивĕçлисене суйласа илет те хăй тĕллĕн ĕнĕрлесе çӳреме пуçлать. Пĕр çаврăм сăвăпа кĕвĕ майлашăнса çитсен вара купăсне тытать. Вăл халĕ халăх умĕнче пĕрремĕш хут янратнă юрă та çаплах çуралчĕ. Хăй шучĕпе, пурнăç, тăванлăх юрри пулчĕ вăл. Юрлама та васкамасăр, тăстарса, тăванлăха па-лăртакан ăшă туйăмпа юрламалла иккен. Шăпах çапла шăрантарать вăл ăна паян:

 

Ачамăрсем ӳсеç ик куç тулли,

Ывăл та пур пирĕн, хĕр те пур.

Кĕрекери вырăн сире валли,

Килсе кур-ха, тăван, килсе кур.

 

Итлекенсем çĕнĕ юрра вăрахчен алă çупса йышăнчĕç. Çĕнни татах пулчĕ паянхи концертра.

— Чулкасра пултаруллă çынсем çук тенине паян эсир хăвăр хăлхăрпа илтрĕр, — чăваш хĕрĕсен çи-пуçĕпе çиçсе те ялкăшса тухрĕ сцена çине концерта ертсе пыракан пике. — Манăн çакăнпа пĕрре те килĕшес килмест. Пур Чулкасра пултаруллă çамрăксем. Эпĕ халĕ сцена çине тухма чĕнекен çамрăк, вун пĕрмĕш класра вĕренекен Елена Елюкова — вĕсенчен пĕри. Вăл сире хăйĕн çĕнĕ сăввине каласа парĕ.

Сцена çине аллисемпе кăшт авăсса илсенех сывлăша çĕкленсе каяс акăш пек шурă хĕр вĕттĕн-вĕттĕн пусса тухрĕ. Халăх çывăхнерех пырсан тăпах чарăнчĕ, тӳрленсе тăчĕ, сенкер куçĕмпе умри çынсем çине ăшшăн пăхрĕ, анчах унта никама та курман пек сăнне ним чухлĕ те улăштармарĕ, кăкăрĕ палăрмаллах тарăннăн сывласа илчĕ те, сăвă сăмахĕсене алă хусканăвĕпе вăй пама тăрăшса, янравлă сассиле сăвă калама тытăнчĕ:

 

Чулкасри çуркунне

Чăтаймарĕ ăшша тек шур юр.

Çухалмашкăн тивет ăна та.

Йăтăнать çеç пăтранчăк шыв-шур

Шавласа, кĕрлесе аната.

Таврари уй-хирсем улача.

Час пĕркенĕç çи-пуç çĕннине.

Тапса тухрĕ ем-ешĕл калча

Ту питне те мăн çул хĕррине.

Сар хĕвел хĕрхенмест ăшшине.

Акана, тăвансем, акана!

Ав, тăри шăратать юррине,

Ун юрри те çĕре акăнать.

Çĕр тăрантнă пире ĕмĕрсем.

Вăй хурар та кĕтер ыррине.

Тулăх пулĕç ун чух çак хирсем,

Тырă пур тăк, пулать юрри те.

 

Юлашки сăмах хыççăн сăвăç, пăнчă лартнă пек, сылтăм аллипе сулса илчĕ ун пултарулăхне алă çупсах пахалакан халăха сăпайлăн пуç тайрĕ, шыв юхăм пек уттипе чаршав хыçне кайса çухалчĕ. Вăл куçран çухалсан тин тăна кĕнĕ пек пулчĕ Галина Филипповна. Акă епле пулса кайнă ун хĕ... Хĕрĕ мар-ха, Елена! Елюкова! «Урал юрри» хаçатра ун сăввисене вулакаланă. Хăй вулăнине пуçласа илтрĕ. Сăввине итлесе тăранмалла мар. Хăйне те пăхса ытарма çук. Нихçанхинчен хытă пăлханса ӳкрĕ çамрăк хĕрарăм. Хăй те ăнланаймарĕ-ха: те савăнса пăлханать вăл, те хурланнипе. Иккĕш те пĕрле хускатмарĕç-ши кăкăртан тухса тарасла тапакан чĕрине? Концерт вĕçленнĕ хыççăн унта хутшăннисем пурте сцена çине тухсан кăмăлĕ ик çунат ӳссе ларнă пек çĕкленне Галина Филипповна артистсем патне утса мар, вĕçсе тенĕ пек хăпарчĕ, тӳрех чун-чĕрине хускатнă сăвăçа ик аллипе ыталаса илчĕ.

— Маттур, хĕрĕм, маттур, ~ чĕвĕлтетрĕ çурăмĕнчен лăпкаса та пуçĕнчен шăлса! — Çапла, манăн хĕрĕм эсĕ, пирĕн хĕр, ял-йыш хĕрĕ, Чулкас хĕрĕ! Поэт сăвăшăн гонорар тӳленине илтнĕ-ха. Ку гонорарĕ манран пултăр, аллинчи укçана сăвăçа тыттарчĕ вăл. — Ял-йышăмсем, тăвансем, тĕлĕнмелле пултаруллă, ăслă-тăнлă çамрăксем ӳсеççĕ пирĕн ялта, тăван Чулкасра. Ялăмăр малашлăхсар мар. Пире ĕçре ура хуракан, такăнтарма хăтланакан нимĕнле тăшман та çук. Юлашки вăхăтра эпир хамăршăн хамăр тăшмана çаврăннă. Çакă пĕттĕрччĕ малашне. Унчченхи пекех килĕштерсе пурăнар, килĕштерсе ĕçлер. Кăнтăр кунĕнчех хапха тĕкĕлесе, алăка питĕрсе ларасси пĕттĕрччĕ. Эпир ача чухне пирĕн атте-аннесем çĕрле те çурт алăкне çаклатмасăр çывăрнă. Никам та çаратман. Кăçалхи çуркуннерен çĕнĕлле пурăнма, çĕнĕлле ĕçлеме тытăнар-ха, — калассине йăлтах каларăм тенĕн Галина Филипповна халăха пуç тайрĕ те хăйĕнчен хăварасшăн пулман Елюковăпа пĕрлех сцена хыçнелле кĕрсе кайрĕ.

 

3

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тени пур чухне те килсе пĕтмест иккен. Çĕнĕ ертӳçĕ, унчченхи пек, чи малтан хуçалăх ятне улăштарасси пирки чупкаламарĕ. Хуçалăхăн парăмĕсем çук тесе калаймăн. Пур. Сахалах мар. Электричествăшăн виçĕ уйăх тӳлемен. Пенси фончĕ умĕнче те парăм пухăнма пуçланă. Çакнашкал тата ытти тĕрлĕ парăмсенчен хăтăлассишĕнех председательсем ĕçе колхоз ятне улăштарнинчен, çĕнĕ пичетпе штамп тутарнинчен, çĕнĕ счет уçнинчен пуçланă пулсан, Ванюшин пурне те унчченхиллех хăварчĕ. Кун пирки халăха кĕскен ăнлантарса пачĕ: «Вăхăтра татăлса пыманшăн хамăрах айăплă. Манăн тĕллев: парăмсене парса татмалла та тек кивçене кĕмелле мар. Йĕркеллĕ хуçалăхăн кирек хăçан та пăртак запас пулмалла. Кивçене кĕрсе пурăнни — пурнăç мар».

Галина Филипповна халăх умĕнче панă сăмахне тытрĕ. Чулкассем çурхи акана ăнăçлах ирттерчĕç. Кĕлетри акма тесе хывнă вăрлăха сутма тиврĕ. Райхаçатри пĕлтерӳ тăрăх кӳршĕ ялсенчен киле-киле туянчĕç. «Чĕрĕ» укçапа илекен сахал пулчĕ, ытларах выльăхпа, çамрăк пăрусемпе улăштарчĕç. Çапла вара тĕрлĕ виçеллĕ хĕрĕхе яхăн пăру туянма май килчĕ. Халĕ ял çыннисен кулленхи калаçăвĕнче «пăру ферми» сăмах çаврăнăшĕ час-часах илтĕнме пуçларĕ. Чулкасри кăçалхи çуркунне тепĕр çĕнĕлĕхпе те асра юлчĕ: пĕрремĕш хут акаçăсене вĕри апат пулмарĕ. Кун пирки механизаторсем хăйсем хушшинче калаçса килĕшĕ иккен: «Апат килтен илсе çӳретпĕр, хамăра тивекен ĕç укçине тăкакламастпăр», — тенĕ. Ĕçшĕн вара акмаллине пĕтĕмпех акса пĕтерсен тӳлерĕç. «Шуçăм» тракторисчĕсем акара вуншар пин ĕçлесе илеççĕ теме юратакан Япшаров та пилĕк пине яхăн илнĕ терĕç. Ку вăл — çур уйăхра. Чăнах, ик çанă тавăрсах тытăннă пулать ĕçе анлă профиллĕ Семен Япшаров механизатор.

Пуху кунĕ пулса иртнĕ тепĕр ĕç те Чулкассене самаях шухăшлаттарчĕ. Тахçанхи председатель, Социализмла Ĕç Геройĕ Виталий Спиридонович Петров хăй Ленинпа пĕр кун çуралнине пытарса тăмастчĕ, çакăнпа кăшт мухтанас йăли те пурччĕ. Анчах ака-суха вăхăтĕнче нихçан та менелник туман. «Хам çуралнă куна эп колхозра çур аки вĕçленнĕ куна куçарма йышăнса хунă» тетчĕ кăшт шӳтлерех. Юлашки гектара акса пĕтернĕ тĕле хăй укçипе пĕр четвĕрт лавкка эрехĕ, пуçламан ыраш çăкăрĕпе шăрттан чикнĕ сумкăпа мехпарка пыратчĕ, унта пуррисене кашнинех хăй аллипе черкке сĕнетчĕ, шăрттан татăкĕ тыттаратчĕ. Сăмахĕ те çулленех пĕрреччĕ унăн: «Халиччен çăкăрлă пултăмăр, кăçал та çăкăрлă пулар», — тесе пурне те алă тытса тухатчĕ, ĕçшĕн тав тăватчĕ. Кăçал та ăна пухура темиçе те аса илчĕç. Кайран пухуран саланакан халăх никам чĕнмесĕр-тумасăрах ун палăкĕ умне пухăнма пуçларĕ. Тахăшĕ аса илнех иккен çак кунсенче унăн юбилейĕ пулнине. Палăк умне чĕрĕ чечексем те хунă. Галина Филипповна çакна палăк умне çитсен тин аса илнĕшĕн хăйне хăй ӳпкелесе илчĕ. Шкулта ĕçлекенсен ырă пуçарăвĕ пуль ку тенипе килĕшмех тиврĕ унăн. Вĕсене тав турĕ. Хăйне хăй тенĕ пек тепĕр пуху-митинг пулса иртрĕ палăк умĕнче. Çынсем ылтăн çăлтăрлă председателе аса илнипе пĕрлех ял çыннисен çав çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, гектартан 50-шар центнер таран тĕш тырă çапса илни çинчен хавхалансах калаçрĕç. Çук, Чулкассем ĕç çине алă сулнă, ĕçпе чап илнисене манăçа кăларнă тесе калаймăн. Пĕлеççĕ, аса та илеççĕ. Кулленхи пурнăçра ĕç малашне те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасса шанаççĕ. Ĕçлем текен çыншăн вара ĕç тени тупăнсах тăрать. Сахăр кăшманĕ 100 гектар йышăнмалла терĕç-ха. Çак техникăлла культурăна халĕ хăш-пĕр хуçалăхсенче алă вăйĕсĕр çитĕнтерме тăрăшаççĕ, чикĕ тулашĕнчен кӳрсе килнĕ вăрлăха ют патшалăхсенче туса хатĕрленĕ ятарлă сеялкăсемпех акаççĕ, çум курăксене хими вучĕпе унтарса тăраççĕ. Çаксене тума вара укçа-тенкĕ сахал мар каять. Кун пек тума кашни колхозах пултараймасть. Эппин алă вăйĕсĕр те май килмест-ха. Ванюшин председатель колхозра хĕрарăмсене валли ĕç пултăр тесе тăрăшрĕ. Ара, кăшман çитĕнтерме каякан укçа-тенкĕ ял халăхĕн аллине кĕни япăх-им? Ĕçĕ те, укçи те пулать. Тухăçа та колхоз вăйĕпех пухса илесшĕн çĕнĕ председатель. Çапла, ютран кӳртернĕ комбайнсем тутлă тымарсене туххăм пуçтарса параççĕ. Веçех памаççĕ çав. Пăхса ӳстернĕ кăшманăн пысăк пайне кăшман йышăнакан пунктра колхоз çине мар, хăйсен ячĕпе çыртараççĕ. Эппин сахăрне те машини-машинипех хăйсем илеççĕ. Кăшман ăстисем тăрăшни харама кайни куç кĕрет. Пĕр михĕ сахăра та айккинелле ярас килмест вĕсен. Шкул хăй тутлă тымарсене пилĕк гектар çинче çитĕнтерет. Кантур çынисемпе бюджет укçи-тенкине илсе тăракансем те уйрăм лаптăксем илнĕ. Тинрех пенсие тухнисем те темиçешер йĕр пулин те йышăннă. Сахăр халь «чĕрĕ» укçа вырăнĕнче çӳрет. Ăна валютăпа та танлаштараççĕ. Халăх та ĕçлесшĕн...

Çу уйăхĕн вĕçĕнчи канмалли кун Галина Филипповна мăшăрĕпех Чулкаса çитрĕ. Мунча валли Тольăпа кӳлĕренех шыв кӳнĕ хыççăн хăй пĕчченех уйне çитсе килме пулчĕ. Ашшĕ хĕрне кăçал кăшмана Çăллă вар леш енчи уя акни, паян шăпах калчасене сайралатма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Çу уйăхĕн вĕçĕ — ялта чи илемлĕ вăхăт. Уйрăмах укăлча тулашĕнче куç умне туллин тухса тăрать çак илем. Пĕтĕм тавралăх ем-ешĕл тум витĕннĕ. Тулă пусси хир çулĕн ик енĕпе ял вĕçĕнчен пуçласа Çăллă вар таранах тăсăлать иккен. Ниçта пĕр çум курăк асăрхамарĕ хула хĕрĕ. Тухса ĕлкĕреймен-ши е паха вăрлăх акнипе çапла-ши? Юлашки тĕрĕс пулнине пĕлмест мар ял хуçалăхĕ енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ хула хĕрĕ. Вăрлăх таса — калча та таса. Патвар та вăл. Паха вăрлăх туянса пани хăй çимĕçне паратех эппин. Кăшман уйĕ ăçтарах вырнаçнине çак вăхăтра никамран ыйтмасăрах тупма пулать. Унта кăткă пек халăх хĕвĕшнине аякранах асăрхарĕ Галина Филипповна. Малтанах ун Чулкасра çакăн пек йышлă çын пурăннине ĕненес те килмерĕ. Çапла, кăшман уйĕнче паян ял çыннисем çеç мар, вĕсен хуласенчен килнĕ тăванĕсем те нумаййăн ĕçлеççĕ. Никам та çырман та йышăнман саккун тăрăх пулса пырать ку. Ялти тăванĕсене пулăшма килекенсем пулнă та, пурта. Канмалли кунсенче яланах çапла. Халăх йышĕ тăрук ӳссе каять. Хĕлле сисĕнмест çакă. Ун чухне ял çиннисен шучĕ чакать тени вырăнлăрах пуль. Ма тесен печчен пурăнакан ватăсенчен пĕри хулари тăванĕсем патĕнче хĕл каçать.

Галина Филипповнăн чи малтан шкул ачисем ĕçлекен лаптăка çитсе курас килчĕ. Шкул çулĕсенче хăй те кăшман уйĕнче сахал мар тарланă вăл, çавăнпа та вĕсем ăçтарах пулнине палăртасси те йывăр пулмарĕ. Авă, вăрман тăрăхĕпе юнашар пĕр-пĕринчен юлмасăр тата иртсе те каймасăр пĕр тикĕс ĕçлесе пыраççĕ вĕсем. Иномаркăна курсанах шкул ачисем те хăйсем патне кам килнине çийĕнчех тавçăрса илчĕç пулас, ĕçлеме чарăнсах пурте ун еннелле пăхаççĕ. Хăна машинине йывăç сулхăнне вырнаçтарчĕ те хыçалти ларкăч çинчен самаях курупка кăларса лартрĕ, ачасене хăй патне килме паллă пачĕ. Кĕшĕл! чупса çитрĕç тĕрлĕ тĕслĕ трико та футболка тăхăннă вĕренекенсем. Шавлă кайăк карти анса ларчĕ тейĕн çав вăрман хĕррине! Пĕлет хăна уйра ĕçлекен ачасене çак вăхăтра мĕн кирлине. Çавăнпа та çула май ял варринчи лавккана кĕрсе çак кученеçе туянмасăр тӳсеймерĕ вăл.

— Килĕр ман пата! — темшĕн аллине çупанçи турĕ хăна, — ирĕлсе кайиччен çак кучченеçпе хăналанăр! — савăнсах вĕренекенсене мороженăй салатса пама тытăнчĕ вăл, — пăртак канса та илĕр. Катмакпа пуç çĕклемесĕр чакаласси ĕсленине лайăх пĕлетĕп. Сирĕн пек чухне хам та сахал мар тарланă çак уйра: çумланă, сайралатнă, купаланă, кĕркунне кăшманне те тасатнă, — пĕрне те тепĕрне сăмахпа та, кучченеçпе хăналать «Мерседес» хуçи. Тем хушăра ачасемшĕн çывăхран та çывăх çын, çывăх юлташ пулса тăчĕ çак çамрăк хĕрарăм. Хăй такама шыранă пек, такама палласа илесшĕн пулнă пек, хĕр ачасем çинчен куç илмест Юлашкинчен тек чăтаймарĕ:

— Тем, Елюковăна курмастăп-ха сирĕн хушăра.

— Вун пĕрмĕшсем кăшмана çӳремеççĕ. Вĕсем экзаменсем тытаççĕ, — пĕр-пĕрне пӳлсех хуравларĕç тутлă çимĕçе ĕмекен, çуллакан, çиекен, чăмлакан ачасем. «Ара, хамăр вĕреннĕ чухне те çаплахчĕ-çке!» — тин аса илчĕ Галина.

— Кучченеç пурне те çитрĕ-и? — пĕлесшĕн пулчĕ вăл. — Хама валли те юлнă иккен-ха, терĕ те машина çумне таянсах пылак çимĕçе ачасенчен кая мар киленĕçпе çиме тытăнчĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Миккалай (2018-08-29 17:37:25):

Повесть геройĕсене ытлашши нумай калаçтарать автор. Литературăра автор сăмахĕсем те пайтах пулмалла пек. Пĕтĕмешле илсен, лайăх повесть.

 

Петров Николай (2018-08-30 09:22:06):

Повеçре хăш-пĕр çĕрсенче вулакан шанмалла мар пулăмсем пур.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: