Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…
Ваçук паян шуçăм çутипех вăранчĕ. Кӳршĕри Палюк мучи ăна пулла илсе кайма шантарнăччĕ. Ача çĕр каçах вăлтине те, ăманĕсене те хатĕрлесе хучĕ. Çывăракансене вăратас мар тесе пĕчĕк чун чĕрне вĕççĕн утрĕ. Малти пулĕме пычĕ. Ăнсăртран ури темрен çакланчĕ, сас пулчĕ. Пĕр хушă шăп тăнă хыççăн хăвăрт тумланчĕ те кил хушшине малтанхи пекех шăппăн утса тухрĕ. Пĕчĕк темерĕн — тавралла сăнаса пăхрĕ. Амур тусĕ те çывăрать пулас. Пĕр сас та çук.
Саккăрти ача пĕчченех кӳрше каçрĕ. Алăка тĕртсе пăхнă хыççăн майĕпен шаккарĕ. Кĕçех шалтан ӳсĕрни илтĕнчĕ. Çын сасăпах калаçма пусларĕ:
— Кам унта? Çӳреççĕ ирех тем шаккаса,— кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ сас. Ача кун хыççăн урăх шаккама та, сасă кăларма та хăрарĕ. Килĕ еннелле утма пуçланă самантра алăк уçăлса кайрĕ. Анна кинемей тухса тăчĕ. Ачана курсанах ват хĕрарăм хăвăрттăн:
— Тем пулман пулĕ те? Аннӳ ячĕ-и? — сассине çемçетсе каларĕ.
— Эпир Палюк мучипе пулла кайма калаçса таталнăччĕ, — терĕ ача пуçне çĕрелле чиксе.
— Ну çав ват супнăна, ачана шантарса хурать. Хăй вара ыйха туртать çеç. Эсĕ кĕт, часах тухĕ,— терĕ кинемей.
Пĕччен тăрса юлнă ача çĕре ларчĕ. Хăй çаплипех тавралла пăхкаларĕ-ха. Пăртак шикленме те пуçларĕ. Тахăш самантра ун çумне Амур тусĕ çитсе тăчĕ. Ача кăшт лăпланнă пек пулчĕ. Халь вăл пĕччен мар-çке! Тусне ачашларĕ, ун çумне таянчĕ. Ура айĕнченех шăши чупса кайни те хăратмарĕ ăна. Пуçа тĕрлĕрен шухăш сырса илчĕ. Паян вĕсем Тĕпсĕр кӳлĕ хĕррине пулă тытма каяççĕ-çке. Тĕпсĕр кӳлĕ ятне мĕншĕн çавăн пек ят панине те пĕлес килчĕ. Çав хушăрах кӳлĕре темĕн чухлĕ пулă та ĕрчетесси çинчен шутларĕ. Кӳлле вăл ашшĕпе те, пиччĕшĕпе те кайса курнă-ха. Кӳлĕ ăçта вырнаçнине те пĕлет. Пĕр самантрах ачан кӳлĕ хĕррине пĕччен каяс килчĕ. Анчах таçта йытă талпăнса вĕрни тытса чарчĕ. Кĕçех мучи те тухрĕ.
— Эпĕ ĕнер калаçнине мансах кайнă. Эсĕ мана, ват пуçа, каçарах ĕнтĕ. Ăманусене хатĕрлеме манмарăн-и-ха? — утнă май калаçрĕ Палюк мучи.
— Эпĕ вĕсене ĕнерех хатĕрлесе хутăм, — терĕ Ваçук.
— Епле маттур шăпăрлан эсĕ,— терĕ мучи. — Эпир санпа пуллине нумай тытăпăр-ха.
Тул çутăлма кăна пуçланă. Ял тутлă ыйхăран вăранман. Унта-кунта кăна çутă курăнкалать. «Ял сехечĕсем» тăма вăхăт çитнине систерсе сас параççĕ. Икĕ пулăç ялтан тухса кайрĕç. Çавал шывне те хыçа хăварчĕç. Ансăр сукмакпа Тĕпсĕр кӳлĕ еннелле утрĕç. Ваçук çак самантра каллех хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăвăн тупсăмне шырарĕ. Анчах та пуçа нимĕн те пырса кĕмерĕ. Юлашкинчен Палюк мучирен кӳлле мĕншĕн çавăн пек ят панине ыйтрĕ-ыйтрех.
— Мучи, эпир пулă тытма каякан кӳлле мĕншĕн Тĕпсĕр кӳлĕ тенĕ? Ун чăнахах та тĕпĕ çук-ши вара? Мана вăл тарăн пекех туйăнмасть, — терĕ вăл.
— Эсĕ пурне те пĕлесшĕн çунан иккен. Каласа парам апла пулсан. Тепĕр çур çухрăм каймалли çула та кĕскетĕпĕр. Итле эппин. Çак кӳлле манăн асаттесен вăхăтĕнчех чавнă пулать. Кӳлĕ питĕ тарăн пулнă. Кӳлĕ тĕпне тăхăр тилхепене çыхса чул янă пулать. Апла пулин те вăл тĕпне çитмен.
— Мĕн вăл тилхепе? — кăсăкланчĕ ача.
— Кун çинчен тепĕр чух калаçăпăр. Лаша хатри шутне кĕрет вăл. Çав кӳлле çамрăксем те чăмса пăхнă. Анчах пĕри те тĕпне çитеймен иккен. Атте каланă тăрăх, çурхи Çавал хăйĕн çыранĕсенчен тухса кайса çак кӳлĕ патне те çитнĕ. Кӳлĕ тавралли çĕре çисе кайнă. Çапла майпа шыв сарăлсах пынă, шывĕ çĕнелсех тăнă. Колхозсен тапхăрĕнче кĕркунне çак шывăн пулăхлă тăприне чакаласа уя сапатчĕç. Халĕ вара пурте алă сулнă. Унта тахçан пулли те нумайччĕ. Ейӳ те тухма пăрахрĕ. Ăшăхланчĕ Тĕпсĕр кӳлĕ. Пулли те сахалланчĕ. Кӳлĕ тавра тапса тăракан çăл куçсем кăна ăна типсе ларма памаççĕ-ха, — тесе вĕçлерĕ хăй шухăшне кăмăлсăррăн ватти.
Калаçса пынипе икĕ çын кӳлĕ хĕрне çитнине те сисмерĕç. Лайăх вырăн шыраса вырнаçса ларчĕç. Ваçук васкасах ăманне йĕп çине тирчĕ те вăлтине шыва ывăтрĕ. Унта та кунта пулăсем выляни курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе пытанмалла выляççĕ тейĕн. Вăлтана çакланасран та хăрамаççĕ.
Ирхи çанталăк уçă. Шăм-шака çӳçентерет. Таврара шăп. Тул майĕпен çуталсах пырать. Унта та кунта çын мĕлкисем палăрма пуçларĕç. Ĕне-сурăх сасси илтĕнет. Акă Ваçук пĕр пулă, унтан теприне туртса кăларчĕ. Палюк мучи вара пĕрне те тытаймарĕ-ха. Пулăсем вылянине сăнаса ача хăш чухне вĕсем хыпнине те сисмерĕ. Вăрăм тунасем сăхни те ăна ку хутĕнче чăрмантармарĕ. Ача хăй сисмесĕрех çур витре пулă та тытрĕ. Вăл тавралăх илемне сăнарĕ. Хĕвел ерипен хăйĕн пайăркисене сапаларĕ. Йывăç тăррисене ачашшăн çупăрларĕ. Курăк çинчи сывлăма тыта-тыта пăхрĕ. Асамат кеперĕн çичĕ тĕсне парнелерĕ. Сывлăм тумламĕсем хĕвеле саламланăн йăл та ял сиксе çухалчĕç. Çак асамлăх Ваçука тыткăнларĕ. Ача паçăр путнă шухăш çăмхине малалла сӳтрĕ. Хăйне вăл таçти асамлă вырăна лекнĕн туйрĕ. Унăн çак Тĕпсĕр кӳлĕре нумай-нумай пулă ĕрчетес килчĕ. Йĕри-тавралла вара çăкасемпе хурăнсем кашласа лараççĕ иккен. Вĕсем çийĕнче кайăксем хăйсен илемлĕ юррине янратаççĕ. Пĕчĕк ачасем вара çак кӳлĕре иртен пуçласа каçччен шыва кĕрсе савăнаççĕ.
— Ачам, санăн вăлтуна пулăсем сĕтĕрсе каймарĕç-и? — терĕ мучи. — Эсĕ паçăртанпах вĕсем çине пăхмастăн. Тен, çывăрса кайрăн пулĕ?
Ача шарт сикнĕ пек пулчĕ. Хăйĕн вăрттăн шухăшне мучи пĕлесрен хăрарĕ.
— Эпĕ пулă тытса ывăнтăм. Вĕсене тытма хĕрхенетĕп, — терĕ ача.
— Пулăсене вăлча сапнă чух çеç тытма юрамасть,— терĕ каллех мучи.
Ача ун шухăшĕпе килĕшесшĕн пулмарĕ. Хăй çаплипех кӳлĕ тавра илемлĕ тăвасси çинчен, тарăнлатасси çинчен шутларĕ. Ура çине сиксе тăчĕ те витрери пулла каялла шыва ячĕ. Лешсем çавна çеç кĕтнĕ тейĕн. Пурте ишсе тарчĕç. Çакна сăнаса ларакан ватти киле кайма вăхăт çитнине сисрĕ пулас. Вăлтисене пуçтарма пуçларĕ. Хăй тытнă вунă пуллине шыва ячĕ. Икĕ тус калаçса паçăр килнĕ сукмакпа килелле утрĕç. Тем çинчен те калаçрĕç вĕсем. Анчах Ваçук хăйĕн вăрттăн шухăшĕсене каласа пама хăяймарĕ.
Акă ял енчен витре чăнк-чанк туни ытларах та ытларах илтĕнме пуçларĕ. Кĕпер çине ял кĕтĕвĕ çитрĕ. Хĕвел çӳлерен те çӳле кармашрĕ. Вăл çынсене ĕçе васкатрĕ. Палюк мучипе Ваçук та киле çитрĕç. Анчах сакăр çулхи ача пуçри шухăша малаллах аталантарчĕ. Никама та каламарĕ.
Лнеа (2011-10-25 19:34:07):
Настя, мана сан ĕç питĕ кăмăла кайрĕ
Вера (2011-10-25 19:36:26):
Эсĕ хăш вăхăтра кун пек маттур ĕçе çырнă? Питĕ вăйлă
Света (2011-10-25 19:41:05):
Эсĕ пĕлтĕр те конкурса вăйлă материал ярсаччĕ пулас. Маттур!
Марина Витальевна (2011-10-25 20:19:08):
Калав тарăн шухăшлă. Малашлăху пысăк.
Оксана (2011-10-26 21:33:35):
Настя, маттур! Аван çырнă. Малалла та çырсах тăр.Ăнăçу сана.
Vera1964 (2011-10-30 16:10:58):
Ачи маттур. Тур пани пур. Малалла та тăрăш.
Галина (2011-11-02 18:41:10):
Настя, эпĕ астăвасса эсĕ пĕлтĕр те хутшăннăччĕ. Маттур.
Олеся (2011-11-07 20:58:11):
Петрова юлташ, çырас пултарулăхна татах тупта. Маттур