Ытларах шанатăп ыррине


Яккăва курсан, пĕррехинче,

Çуртăма кĕрсе тухмашкăн чĕнтĕм.

«Пур пулсан эрехлĕ кĕленче,

Кĕт мана каçпа. Эп çитĕп ĕнтĕ», —

Тет Якку. Ыйтатăп тĕлĕнсе,

Сăмахне тӳрех ăнланаймасăр:

«Эрех çук пулсан? Вара мĕнле?»

«Пыраймастăп. Çук! Чей ĕçĕр мансăр».

 

Виç кунтан тĕл пултăм Наçтука.

Урампа васкавлăн вăл пыратчĕ.

«Ма пĕччен? Ăçта сан упăшку?» —

Ыйтрăм çеç — вут сапрĕ сăн-сăпачĕ:

«Уйрăлни кĕçех виç çул çитет.

Пиçменпе килмерĕ пурăнассăм,

Çын çинче вăл пĕçерет пите —

Мул пухмасть!» — тесе сывларĕ ассăн.

 

Çул çине эп тухнăччĕ ĕнер,

Пурччĕ шут яла кайса килмешкĕн.

Ак, куратăп: тăван ял енне

Вĕçтерет «Нисан». Хама илмешкĕн

Çĕклесен алла, шофер мана:

«Лариччен, укçу, пăх, пур-и?» — терĕ.

Палласа хам кӳршĕ Ивана:

«Лартса кай, тархасшăн?» — ӳкĕтлерĕм.

 

Пурнăçра кун евĕр тĕслĕхсем

Хамăрах куратпăр е илтетпĕр.

Юрату, мула пула пĕтсе

Ларнинчен питех те тĕлĕнетпĕр.

Пĕрисем, ĕçе-ĕçе эрех,

Туслăхпа ăна улăштараççĕ.

Теприсем укçа пухма ирех

Машинпа мăн çул çине тухаççĕ.

 

Эп çапах пурнатăп ĕненсе:

Лайăххи усаллине çĕнтерĕ.

Ăнсăртран, юлташăм чирлесен,

Тухтăрсем: «Юн кирлĕ питĕ», — терĕç.

Самантрах пĕрле ĕçлекенсем

Ун валли юнне пама васкарĕç.

«Ытларах-ха ыр çынсем», — тесе,

Чунтанах ун арăмне каларăм.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: