Хура тинĕс вăрттăнлăхĕ
Шăмпăрт! илтĕнчĕ ват çын хăлхине. Вăл куçне уçса вăранса кайрĕ. Хĕвелĕн юлашки пайăркисем пытанчĕç. Вăлта, кĕсменсем çук. Кимĕ шыв юххипе татах малалла шăвать. Çыран курăнмасть. Лăпкă хумсем çинче кимĕ сăпка пекех туйăнчĕ Ваççа мучие, пулă тытма çыранран аякках та кайманскере. Ара, ку сăпка вилĕм сăпки пулса тăма пултарать вĕт часах типĕ çĕр тĕлне пулмасан. Ваççа мучи хăй ларакан сак айне аллине чиксе пăхрĕ: апат чикнĕ хутаç вырăнтах, шыв кĕленчинче ик тумлам та юлман. Ваççа мучи ăна тарăхса шыва пăрахрĕ. Шывсăр нумай пурăнаймăн вĕт.
Çапла шутласа ларсах мучи каллех тĕлĕрсе кайрĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс хумĕсене уйăх çути çутатрĕ. Кимĕ хумсем çийĕн хăвăртрах та хăвăртрах шума тытăнчĕ. Нумай вăхăт та иртмерĕ, Ваççа мучи вăранчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Умра, инçех те мар, çыран курăнать. Палланă вырăнсемех. Акă, ватă йăмра, шăпах çав йывăç айĕнче пытарса хураканччĕ вăл пулă тытмалли хатĕрсене; унран сылтăмалла курăк пуснă сукмак, ялан çак сукмакпа киле таврăнаканччĕ. Ваççа мучи савăннипе часрах çитес тесе аллисемпе авăсма пуçларĕ. Анчах ытла та хăвăрт ишет ку кимĕ, шыв айĕнчен такам тĕкет пек туйăнать. Хĕрринерех пырса пăхасшăнччĕ, шыва ӳкесрен хăрарĕ. Çыран çывхарсах пырать. Акă Ваççа мучи çыран çине тухрĕ, киммине шалча çумне çыхас тесе çаврăнчĕ. Тинех туйса илчĕ вăл — шывран ун çине такам тинкерсе пăхать. Пĕччен те мар, тăваттăн тан. Çак чунсем пуçĕсене шывран кăшт кăларнă, çын майлах хăйсем, пĕр вырăнтан хускалмаççĕ. Ватă та, хурăн вулли пек шуралса кайнăскер, сывлама та хăраса тăрать. Кăштахран шыв хумханса илчĕ, шыврисем хуллен çухалчĕç. Ваççа мучи те кăшт лăпланса, хăйне пулăшакансене тав туса килнелле васкаса утрĕ.
* * *
Шельп хули енелле тăватă тĕксĕм мĕлке шăвăнчĕ. Хура çурт тăррисем, çĕлен пек авкаланакан шыв курăкĕ, ачасене питĕ хăрушла курăнаççĕ, вĕсем пĕр-пĕрин патне лăпчăнса, йĕри-тавра шиклĕн пăхкаласа ишеççĕ. Шульфиясем çывăраççĕ. Пушă урамсене хунарсен вăйсăр çути çутатать. Еченăпа Кальман, Тимуна тата Валия кашни хăй килне саланчĕç. Килтисем пурте çывăраççĕ. Валия хăй пӳлĕмне шăппăн, пĕр сассăр ишсе кĕчĕ. Кунĕпе выляса ĕшеннĕскер, кравать çине выртнă-выртман çывăрса та кайрĕ вăл. Тĕлĕкре ватă çыннăн йывăр киммине тĕкнине, хуларан аякрах мар путса вилнĕ ачана тупнине курса выртрĕ.
* * *
Валия куçне уçрĕ. Ир пулнă. Чӳречерен çутă кĕрет. Урамран шăв-шав илтĕнет. Валия часрах пӳртрен тухрĕ. Урам вĕçне халăх пухăннă, вĕт-шакăрри те кунтах. Пысăк чул çумĕнче ĕнер курнă ача выртать. Ытла та хăрушла-çке хăй, ӳчĕ кăн-кăвак, тумтирĕ пĕтĕмпех çĕтĕлсе, таткаланса пĕтнĕ, хуп-хура куçĕсем витĕр пăхнă пек туйăнаççĕ. Пĕчĕк шульфиясем патнерех ишсе пырса пăхма хăтланаççĕ, хăйсем тӳрех хăраса ӳксе ашшĕ-амăшĕн çурăмĕ хыçне пытанаççĕ. Аслисем çаплах тем тавлашса сӳтсе яваççĕ.
— Çынсем вилнисене çĕр ăшне чавса хураççĕ тенине илтнĕччĕ эпĕ, çаплах тăвас мар-и?
— Кирлĕ мар ун пек япаласемпе аппаланма, кайса пăрахар та Шельп хыçне, пĕтнĕ те пĕтĕм ĕç.
— Юрать-им вара ун пек хăтланма, шульфиясем вимлĕмсĕр пулсан та, çынсене ялан хисеплесе пурăннă, мĕншĕн пăсас тетĕр-ха çак йăлана, пытарар пуль ку ачана çынсем пекех!
Татах кăшкăрашаççĕ, çуйхашаççĕ, çаплипех калаçса татăлаймаççĕ. Тăрук шульфиясем шăпланчĕç, пурте пĕр çĕре пухăнса итлерĕç. Акă мĕн калать иккен Çтенлен — Шельс хулинчен килнĕ çамрăк шульфия:
— Çакна мана асатте каласа пачĕ, ăна вăл хăйĕн аслашшĕнчен пĕлнĕ, леш ăна хăй куçĕпе хăй курнă тет. Хуларан инçех те мар пысăк ту пур тет, унта ту шăтăкĕ пур тет. Çавăнта ĕлĕкех таçтан аякран килнĕ шульфиясем асамлă чула питĕ тĕплĕн пытарса хунă тет.
— Асамлă вăйĕ мĕнле вара вăл чулăн? — чăтăмсăррăн ыйтать халăх.
— Вăйĕ-и? Çак чула çӳлти тĕнчере хăвел аннĕ чух кирек епле вилĕ чĕрчуна е çынна перĕнтерсен вăл чĕрĕлсе тăрать, шыв айĕнче пулă пек ишекен, сывлăшра кайăк пек вĕçекен пулать!
Халăх хушшинче каллех тавлашу тапранчĕ:
— Çыншăнах капла нушаланса çӳреме-и? Ахаль ĕç çук-и шульфиясен? — кăшкăрать пĕри. Тепри килĕшмест:
— Шульфиясем чунсăр кӳлепесем мар вĕт-ха, епле шеллемелле мар вара çак ачана, инкеке лекнĕ-çке вăл, пулăшасах пулать. Килтисем пепкишĕн хуйхăраççĕ пулĕ, ачипе мĕн пулнине пĕлмеççĕ те. Каятпăрах чула шырама, эсир мĕн каланине итлеместпĕр!
Нумайччен шавларĕç çапла. Майĕпен саланса пĕтрĕç. Пĕр кун иртрĕ, икĕ кун, мĕскĕннĕн чул çумĕнче выртакан ачана ни кайса пăрахакан, ни пытаракан пулмарĕ, асамлă чул çинчен çинчен калаçакансем те пулмарĕç. Валияпа юлташĕсем чул патĕнче выляççĕ.
— Питĕ шел-çке ку ачана, ман ăна питĕ пулăшас килет те, мĕн тăвас ĕнтĕ, — хуйхăрать Тимуна.
— Манăн вара питĕ çав асамлă чула тупса çынна пурнăçа кĕртес килет, унăн ятне ыйтса пĕлес, унпа выляса курас килет. Эп аннерен чул шырама каясси çинчен ыйтрăм, ямастăп терĕ. Çухалан, тет мана, — Валияна та кичем.
— Атьăр килтен тухса таратпăр, — персе ячĕ Кальман. Тĕлĕнсе пăхрĕç ун çине пурте.
— Мĕн эс, Кальман, анне пире ун пек çĕре нихăçан та ямĕ, кайсан лекет-çке пире, — сăмах хушрĕ йăмăкĕ Ечена.
— Эпĕр аннене каламасăрах каятпăр вĕт, — лăплантарчĕ ăна Кальман, — вăл пĕлсе те юлмĕ, эпир питĕ хăвăрт чула тупса ачана чĕртсе тăрататпăр та тӳрех киле кайăпăр.
— Апла пулсан атьăр каятпăр халех, — килĕшрĕç пурте. Вара тапранчĕç тăватă пĕчĕк шульфия хуларан аяккалла. Пысăк ту аякранах хаяррăн курăнать. Туссем хăра-хăрах ту шăтăкне кĕрсе кайрĕç. Малта Валия пырать, ыттисем ун хыççăн пĕр сас-чӳ кăлармасăр йăпшăнаççĕ. Хăвăл пĕр хĕсĕнсе те тĕксĕмленсе илет, тепре сарлака та çутă пулса пырать. Туссем çаплах малалла каяççĕ. Каллех ансăр вырăна лекрĕç вĕсем. Валия ыттисенчен ытла мала кайнă пулас, аякран ун сасси илтĕнчĕ:
— Пулăшăр!
Юлташсем малалла васкарĕç. Валиян хӳри икĕ пысăк чул катăкĕ хушшинчен тухнă чух çакланса ларнă иккен. Тем тусан та ăна пулăшаймарĕç.
— Çук, кунта ниепле те аслисемсĕр май килмест. Ытла та йывăр ку чулсем, темле тăрăшсан та пĕри те вырăнтан тапранмарĕ. Чĕнесех пулать ĕнтĕ кама та пулин, — хурлăхлăн пĕлтерчĕ Кальман.
— Тĕрĕсех калатăн пуль-ха эс, Кальман, анчах пĕтрĕ ĕнтĕ вара пирĕн асамлă чула тупасси, — килĕшмерĕ Тимуна.
— Халĕ пире чи кирли — Валияна пулăшасси, — тет Кальман, — камăн пурнăçĕ кирлĕрех пек туйăнать сана, Тимуна? Енчен те вăл кунтан тухаймарĕ пулсан?
— Кун пирки шутлас та килмест, — пуçне усса тăрать Валия.
— Тĕрĕс, халĕ чи малтан Валияна пулăшасси, — тет Ечена, — тепĕр енчен, тен, урăх меслет те тупăпăр ачана чĕртме?
Унпа пурте килĕшрĕç. Халĕ тепĕр ыйту тапранчĕ. Кам аслисене чĕнсе килет? Хĕрачасем юлма та, пĕрле аслисене чĕнме кайма та шикленеççĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле кайма калаçса татăлчĕç. Валия хăюллăн:
— Хăрамастăп,-терĕ кăна. Виçĕ тусĕ хăйсем килнĕ çулпах каялла кайрĕç те çухалчĕç. Валия пĕр вăхăт тусĕсем часах таврăнасса шанса хăйне хавхалантарчĕ. Вăхăт çаплах шăвать. Никам та килмерĕ. Хĕрача асламăшĕ каласа кăтартнă юмахсене аса илчĕ. Часах кунта тухатмăш карчăк е шыври усалсем килсе тухас пек туйăнать. Темшĕн тата хурлăх пусса килчĕ. Ун патне никам та килес çук, пурте ăна пăрахса кайнă пек туйăнчĕ. Шульфиясем вилĕмсĕр. Вара çак ту йăтăнса анса, ăна хăй айне туса ĕмĕрĕпех нушалантарĕ-и-ха? Çакăнпек шухăшсемпе асапланса тăчĕ Валия.
Сасартăк юнашарах мачча çинчен темĕнле чул персе анчĕ. Валия хăраса кайрĕ те хытă туртăнчĕ. Хăй сисмесĕрех капкăнран та хăтăлчĕ халĕ вăл. Çапах та пулăшу килессе кĕтме шутларĕ, анчах хăйсем çак вырăна мĕн чухлĕ вăхăт килнине аса илсен пулăшу халех çитес çукне ăнланчĕ вăл. Вара хĕрача йĕри-тавра пăхкаларĕ те малалла хуллен шурĕ. Тĕлĕнмелле те, чылай вăхăт та иртмерĕ, часах кун çути курăнса кайрĕ. Умра — вĕçĕ-хĕррисĕр шурă хăйăр, унта-кунта çеç темиçе тĕмĕ курăнкалать. Валия хăлхине ача макăрнă пек сас пырса кĕчĕ. Вăл тĕлĕнсе ун-кун пăхса çаврăнчĕ. Ак тамаша! Пĕчĕкçĕ шульфия лара парать иккен кунтах. Хăй макăрать. Валия ун патнелле пырса ыйтрĕ:
— Мĕншĕн йĕрен эс, пĕчĕк тусăм?
— Эпĕ çухалса кайрăм, халĕ киле мĕнле каймаллине пĕлместĕп.
— Мĕн ятлă-ха эсĕ?
— Шемле ятлă эпĕ. Аннепе пĕрле Весла хулинче пурăнатпăр. Атте, аппасемпе пиччесем çук ман. Хитре пулăсене хăваласа выляса çӳрерĕм те пачах палламан çĕре пырса тухрăм.
— Ан йĕр, пĕчĕкскер, тупатпăрах сан киле. Атя, каяр.
Шемле лăпланнă пек пулчĕ, куçĕсене пĕчĕк аллисемпе сăтăркаласа илчĕ те Валия хыççăн ишрĕ. Амăшне шырамалла та пулмарĕ, вăл вĕсене хăех тупрĕ. Пепкине шыраса ывăннă вăл, хăй куççульне шăла-шăла илет. Савăннипе вăл Валияна хăйсем патне хăнана илсе кайрĕ. Чăнах та, питĕ аякка кайнă хăй килĕнчен Шемле, пĕччен çул тупаяс та çук. Марруш аппа ачасене сĕтел хушшине лартрĕ, Валияран ку хулана мĕн тĕллевпе килсе çитнине тĕпчеме пуçларĕ. Хĕрача ăна тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ: мĕскĕн ача, асамлă чул, хӳрине чулпа хĕстерни çинчен. Марруш аппа итлесе пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă ним чĕнмесĕр ларчĕ, ассăн сывласа илчĕ те çапла каларĕ:
— Пытарса тăрас мар терĕм санран, Валия. Çакă калани вăл — тĕрĕс мар, ту шăтăкĕнче нимĕн те çук. Асамлă чул пур, анчах пачах урăх çĕртре. Вăл хăш вырăнта пулнине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп, анчах те каламалла ĕнтĕ сана…
— Калăр, тархасшăн, ман питĕ çав ачана çĕнĕрен пурнăç парнелес килет, — васкатать Валия.
— Ну, итле вара. Чӳречерен пăх-авă, çав пысăк чула куратăн-и?
— Ăхă…
— Чула илесех тетĕн пулсан акă мĕн тумалла. Çĕрле, никам сисмелле мар, çав чул çумĕнчи курăка тăпăлтармалла. Унсăрăн унти çĕре нимле çивĕч кĕреçе те илмест. Кайран çĕре чавса чула кăлармалла та часрах ачан аллине тыттармалла. Вăл çак самантрах чĕрĕлсе тăрать, хĕвел аннă чух кăна май килет тени — пĕтĕмпех суя! Анчах та питĕ асăрхаттармалла ман сана: чул патĕнчи курăка перĕннĕ хыççăн пĕтĕм ĕçе вĕçличчен сан никама та куçран пăхма юрамасть, ачана пурнăç панă хыççăн чула каялла килсе хумалла, каялла çаврăнса пăхмасăр унтан пăрăнса ишмелле. Тата пĕр япала. Çак пĕтĕм ĕçе пĕр сехет хушшинче пĕтермелле. Çак йĕркесене пăхăнмасан. эсĕ тӳрех чул кӳлепе пулса хытса тăратăн.
Валия çакна илтсен ним шутламасăрах килăшрĕ. Çак каç ĕçе пуçăнма шутларĕ вăл.
* * *
Тĕттĕм. Йĕри-тавра пĕр чĕрĕ чун та çук. Çакă кирлĕ те ĕнтĕ. Валия пӳртрен йăпшăнса тухрĕ. Аякра та мар ăна кирлĕ чул. Ун патне шăвăнчĕ хĕрача. Марруш аппа сăмахĕсем пуçран тухмаççĕ. Камăн чул пулса тăрас килтĕр-ха. Анчах ачана питĕ çăлас килет. Акă, умра — пысăк чул, çумĕнче — пĕр лаптăк сип-симĕс курăк. Кун пек курăка шыв айĕнче пĕрре те курманччĕ. Валия йĕри-тавра çаврăнкаласа пăхрĕ те курăка тăпăлтарма пуçларĕ. Çак самантран ун никама та куçран пăхма юрамасть. Татрĕ-татрĕ курăка хĕрача, пĕр пĕрчĕ те сахалланнă пек туйăнмасть. Хăвăртрах тăпăлтарса пăхать, пуçне çĕклесе пăхмасăр ĕçлерĕ Валия. Тинех ку ĕç пĕтрĕ. Хăйпе пĕрле илнĕ кĕреçене алла тытса питĕ хăвăрт чавса кăларчĕ асамлă чула. Питĕ илемлĕ хăй, йĕри-тавра шевле сапалать, йăлтăртатса кăна тăрать. Анчах Валиян унпа киленсе тăма вăхăт вăхăт çук, ун васкамалла, вăхăт малалла шăвать вĕт! Хĕрача ту патнелле ишсе кайрĕ. Умра тĕттĕм те хăрушă шăтăк. Валия унта кĕрсе кайрĕ те васкаса тăван хули еннелле шурĕ. Илтет:хыçалта сассем, иккĕн калаçаççĕ пулмалла, кăшкăрашаççĕ хăйсем, пĕри теприне ятлать. Валия чарăнсах итлерĕ.
— Мĕншĕн-ха эсĕ сана шанса панă япалана алăран ятăн? Куншăн пире хуçа пуçран шăлса тăмĕ, шутласа тăмасăрах — тĕрмене. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ халь?
— Çаплах ан кулян ĕнтĕ, тен, чула илекенни ăна хăй вырăннех килсе хурĕ-ха, кăшт кĕтес анчах пулать.
— Енчен те ун пек тумасть пулсан? Тен, вăл асамлă чулăн йĕркисене пĕлмест.
— Вара пĕр сехет иртсен вăл чул пулса тăрать те чула ун аллинчен кăларса илĕпĕр кăна, каялла питĕ хăвăрт килсе хурăпăр. Аякка кайма пултарайман вăл.
— Шутласан, ку та тĕрĕс. Кĕтесех пулать ĕнтĕ, тавăрмалла-çке чула.
Çапла калаçкаласа икĕ мĕлке аяккалла шурĕ. Валия малтанхинчен те хăвăртрах ишсе кайрĕ. Вăхăт ăна кĕтмест-çке.
Акă палланă урамсем, ку — Валиян пӳрчĕ. Акă чул, ун çумĕнче ача. Çак вăхăтра унăн пичĕ татах та хуралнă. Валия ачан пĕчĕк аллине асамлă чул хучĕ. Пĕр самант нимĕн те пулмарĕ. Валия иккĕленме пуçларĕ. Чăн та асамлă-ши ку чул, нимĕн те пулса иртмест-çке! Унтан ачан пичĕ çуталма пуçларĕ. Валия хăйĕн куçран пăхма юраманнине аса илчĕ те пуçне пĕкрĕ. Сас илтĕнчĕ:
— Ăçта эпĕ? Кам эсĕ? — ача калаçса ячĕ иккен. Кун пек тĕлĕнтермĕше курманччĕ.
— Эпĕ Валия ятлă. Эпир халĕ шыв айĕнче, Шельп ятлă ку хула, — терĕ Валия.
— Мĕнле лекнĕ эпĕ кунта?
— Шыва кайса вилнĕ эс. Ак çак чул пулăшнипе чĕрĕлтĕн халь.
— Чăнах та, асамлă япаласем пулса иртеççĕ. Шыв айĕнче сывлама, калаçма пултаратăп.
— Пирĕн васкамалла, çак чула никам курмалла-илтмелле мар хăй вырăнне çитерсе хумалла, ун пек тумасан эпĕ чул пулса тăратăп.
— Атя апла часрах.
Каллех çак ту, каллех тĕттĕм çул. Юрать-ха Ванюш, çавăн пек ятлă иккен ача, пулă пекех ишет. Асамлă чула вырăнне хучĕç. Халĕ ĕнтĕ ĕç вĕçленнĕ. Хăрамалли те çук. Тул çутăлма пуçланă. Валия Марруш аппа патне кĕрсе ăна тав турĕ. Киле кайрĕç. Тусĕсем вĕсене савăнса кĕтсе илчĕç.
— Эпир аслисене чĕнсе килнĕ вăхăтра эсĕ çухалнă та, эпир ним тума пĕлмесĕр каялла кайрăмăр. Сана хулипех шырарĕç килтисем, — савăнса пуплерĕ Ечена. Каярахпа Ванюш патне пĕтĕм хула пуçтарăнчĕ. Нумайăшĕ чăн-чăн çынна куçпа та курман. Ванюш вĕсене çĕр çинчи пурнăç пирки каласа пачĕ. Юлашкинчен вăл киле хыпаланма пуçларĕ:
— Аттепе анне мана шыраса мĕн чуль куççуль тăкрĕç пуль? Киле каяс пулать ман.
Валия, Ечена, Тимуна тата Кальман ăна хăйĕн çыранĕ патне ăсатрĕç. Сывпуллашрĕç.
* * *
Ваççа мучи çыран хĕрринчен пулă тытать. Ванюш ун патне чупрĕ.
— Салам, Ваççа мучи!
— Ванюш! Ăçта çӳрерĕн эсĕ, килтисем сана шыраса ураран ӳкнĕ.
Ванюш ăна хăйĕнпе мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ. Ваççа мучи тĕлĕнчĕ, хăй те шульфиясене курнине каласа пачĕ.
— Кун пирки эсĕ, Ванюш, никама та ан шарла, юрать-и?
— Мĕншĕн?
— Усал çынсем вĕсене тупса сиен тума пултараççĕ. Пурăнччăр ирĕкре, хăйсен пурнăçĕпе.
— Юрать.
Ванюш çиçĕм пек килелле чупрĕ, кайăк пек вĕçрĕ тесен тĕрĕсрех те пулĕ…
…Хĕвел тин кăна тӳпене хăпарса çитрĕ. Сывлăм пĕрчисем хĕвел шевлипе выляççĕ. Хура тинĕс лăпкă та тăрă. Çак хумсем хăйсен вăртăнлăхне упраççĕ…
Шухăшсем
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...