Ялти клубра


Ял урамне каçпа тухсан,

Унта-кунта пăхкаласан,

Васкавлăн утрăм клубалла —

Унта кино кăтартмалла.

Клубра лараççĕ каччăсем —

Хаваслă, çамрăк ĕçченсем.

Вĕсем пуçтарăннă канма —

Пуш вăхăтра кино курма.

«Çуралнă çĕр, уйсем-хирсем, —

Тесе лараççĕ, — пит хитре.

Шавлаççĕ симĕс вăрмансем,

Асран каймаççĕ инçетре».

Уй-шухăшне уçа-уçа,

Сӳтсе яваççĕ пурнăçа.

Хĕрсем çинчен те сăмахне

Калаççĕ, тарăхнă енне:

«Хĕрсем тăван ялта сайра:

Телей шыраççĕ хулара,

Качча каяççĕ инçете.

Туссем, çакна тӳссе çитет!

Вунтăххăра е вăтăра

Çите пуçланă вăхăтра

Улахсене çӳрер, туссем,

Кĕрлеттерер вара туйсем!»

Билет сута пуçланă чух

Клуба, ак, килчĕ ӳсĕр чун.

Ура çинче тăрать аран —

Яла вăл килнĕ... хуларан.

«Мана, тесен, ял-йыш хуйхи

Пит кирлĕ мар, — тет, ак, хайхи. —

Айван ĕçлетĕр фермăра,

Ухмах юраттăр трактора!

Ман çак ялтан тухса кайни

Пĕр уйăхран виç çул çитет.

Эп тахçанах — хула çынни!

Ман пурнăç халь рай пек çĕрте».

Çакна илтсен, шурса кайса,

Пĕр ял ачи, сиксе тăрса,

Ăна каларĕ: «Дезертир!

Паттăрланма сана халь ир!

Эс мĕншĕн тартăн хулана?

Аннӳ пĕччен-çке. Ватлăхра

Ăна хăвартăн! Наяна

Халь эс вĕреннĕ хулара!»

Куратăп: каччăн аллисем

Чăмăртанаççĕ. Куçĕсем

Хĕлхем сапаççĕ çилĕпе.

Халех ярса, ак, илĕ те

Мухтанчăка вăл çухаран,

Йăлт! çутăлтарĕ çамкаран.

Часрах ăна ман чармалла!

«Ан хĕрӳлен-ха, эс, капла, —

Тесе каларăм эп ăна, —

Хуçа пул хăвăн аллуна».

Пухса мĕнпур каччăсене,

Пуçларăм: «Итлĕр аслине!

Çапла: ансат ĕç шыракан,

Тăван яла пăрахакан —

Кирек ăçта хисеплĕ мар.

Ун пек айванăн çук тымар.

Тымар çукран ун пек çынсем

Тĕнче касса, çапкаланса,

Çӳреççĕ, ав. Яла килсен,

Вара тăраççĕ мухтанса.

Эс, шăллăм, ан мухтан кун пек:

Е хĕнĕç кĕçĕр çилĕпе

Ял ачисем кунта сана —

Ыран каяймăн хулана!

Сана мухтанчăк чирĕнчен,

Эмелленсе, ĕçме тару

Пуçлас пулать халех. Унччен

Тусусенчен ыйт каçару!..»

Ял ачисен аран-аран

Лăпланчĕç, чакрĕç çиллисем.

Мĕн ĕç тăвас пирки ыран

Каллех калаçрĕç, киленсе.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: