Кăвакалсемпе шапасем


Кун каç еннелле сулăннă. Кĕтӳ кĕртмен. Эпĕ кăвакалсене Выла шывĕ хĕрне илсе кайрăм. Васкасах утрĕç вĕсем. Шыв хĕрне çитсен савăнсах кайрĕç. Тӳрех шыва чăмрĕç. Çунаттисемпе çатăлтатаççĕ кăна, шывпа сирпĕтмелле выляççĕ тейĕн. Кăвакалсене пысăк савăнăç çитрĕ. Пĕр хушă выляса чунĕсене кантарнă хыççăн манăн кăвакалсене шыв тăрăх тăвалла хăваласа каяс килчĕ. Урари пушмаксене хыврăм та çарран юхан шыва кĕрсе кайрăм. Сасартăк ман урасене темĕнле чĕр чун сĕртĕнсе кайрĕ. Эпĕ хăраса кайрăм, çĕлен пулĕ тесе шари! çухăрса ятăм. Шывран вăшт! кăна сирпĕнсе тухрăм. Кăвакалсем те эп кăшкăрнинчен хăраса пĕр çĕрелле пухăнса тăчĕç. Хам çавах кăвакалсене шыв тăрăх çӳлелле хăвалатăп. Нумаях та каяймарăмăр шывра тем ларнине асăрхарăм. Мĕнле чĕр чун пулнине пĕлес тесе ун патне çывхартăм. Шапа иккен. Пуçри карттуса хывса илтĕм те шапана кап! ярса тытрăм. Карттус айккинчен кăшт сывлăш кĕтĕр тесе уçса патăм. Çав вăхăтрах ман шапа шыва чăмпăлт! турĕ. Шыв пăтранчĕ. Шапана ăçталла кайнине курса та юлаймарăм. Çав хушăра мана кăвакалсем аса килчĕç. Ăçтарахра ишĕлтетеççĕ-ши тесе шыв тăрăх тăвалла тинкерсе пăхрăм. Вĕсем инçех каяйман, анчах темшĕн киле май çаврăннă, хăйсем темĕн тăрăшсах ĕçлеççĕ. Вĕсем патне васкарăм. Шапана ярса тытнă та кашни хайпăр хăй еннелле туртаççĕ: икĕ кăвакалĕ шапан пĕрер пĕççинчен, тепри — пуçĕнчен, ыттисем ăçтан кирлĕ унтан туллаççĕ кăна. «Эй! эсреметсем, мĕн хăтланатăр эсир унта? Шапа та сирĕн пек чер чунах вĕт? Унăн та пурăнас килет», — терĕм эпĕ. Ман сасса илтсе пĕр кăвакалĕ шапана кап! турĕ те — çăтса та ячĕ. Çапла шапа çухалчĕ. Хыççăн кăвакалсем çăвăнса тасалчĕç те вĕсене киле каясси пирки систертĕм. Пĕр кăвакал амийĕ ман пата пычĕ те: «Эпир киле веçсе каятпăр. Лар ман çине, вара часах çитĕпĕр? , терĕ». Эпĕ ним тăхтаса тăмасăрах хăпарса лартăм та Выла шывĕпе сыв пуллашса килелле вĕçтертĕмĕр. Пирĕн хыççăн ыттисем те вĕçсе пычĕç. Çапла вара киле туххăмрах çитрĕмĕр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Саша (2011-11-03 09:38:28):

Маттур, Настя! Санăн калаву мана питĕ килĕшрĕ. Хитре çыратăн. Малашне те çырас пултарулăхна аталантарса пыма сĕнетĕп. Ăнăçу сана. Пултаратăн

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люда (2011-11-03 20:49:42):

Санăн калаву мана питĕ килĕшрĕ.Хитре çыратăн. Маттур, Настя! Творчество ĕçĕн малтанхи утăмĕ ăнăçлă пултăр саншăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2011-11-03 21:21:01):

Кĕске пулсан та калав питĕ интереслĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: