Кĕр çитрĕ


Çу вĕçленчĕ. Çитрĕ кĕркунне.

Сивĕсем пуçланчĕç майĕпен.

Сулхăн çапрĕ хир-вăрмансене,

Çил ачи чупать халь çĕрĕпе.

 

Тумтирне хываççĕ йывăçсем:

Чăштăр-чăштăр сарă çулçине

Пăрахаççĕ аяла вĕсем,

Вылятса тăкаççĕ çĕр çине.

 

Янкăр тăрă халлĕхе тӳпе.

Шывĕ сивĕ кӳлĕ-пĕвере.

Айлăмра тăрать час-час ирпе,

Курăка çуса, кăвак тĕтре.

 

Эрешмен карти, каркаланса,

Силленет çилпе ăвăслăхра.

Тăрнасем çӳлте, карталанса,

Ушкăнпа вĕçеççĕ кăнтăра.

 

Çамрăк каччă çеç тракторĕпе

Ывăнмасăр сухалать çĕре.

Туй тумашкăн кĕр мăнтăрĕпе

Ӳкĕтлет каçпа вăл сар хĕре.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Володя (2011-12-14 11:15:13):

Çак сăвва хаклама пулăшăр ха, тархасшăн.

 

Ирĕке мана ярсамчĕ.

Ирĕке мана ярсамчĕ

Йытă евĕр хытрăм сăнчăрта

Пĕр виç кунлăха тарасчĕ

Пусмăрланнă чунăмран

 

Ирĕкре паллах тасалĕ

Ӳхĕ чунăм çулелле

Мĕн тăвас ха манăн халĕ

Эп çуралнă çавăн пек

 

Ирĕкпе туслашрăм çамрăкран

Чиперккен астарлă йăлкулли

Илĕртет, туртать пире ялан,

Уртарать хупах сути

 

Ирĕкре эрех сыпсассăн

Çухалать çăвар тутти

Вăтанмастăн, суйламастăн:

Кам кăкри, е кам тути..

 

Вăй тата, паллах, укçа пĕтсессĕн

Чарăнатăн яланхи пекех

Сакăн евĕр пăлхавсем иртсессĕн

Çенĕрен çуралнă евĕрлех!

 

 

 

Çакăн пек эп, чунăмçăм, çуралнă

Каçарсам ачасене пула

Хама хам кăна эп улталанă

Уталамăп нихăçан сана.

 

Володя (2011-12-14 12:23:26):

Адам тата Ева.

Пер сехетлĕх уçалма

Тухнă пулнă тит Адам

Ав, пусланă çутăлма

Киле çитнĕ хальхи тин

 

Пусма ĕлкĕрнĕ кăна

Алăкран вăл урине

"Кампа пултăн- ха, кала"-

Илтнĕ арăм сассине

 

"Ева, чунăмçăм, тăхта ха

Ӳсĕр им эп, е çара?

Тĕнчипе чупса тухсан та

Çук херарăм таврара!"

 

Ним шăрши те тупаймасăр,

Нимĕнпе айăплимасăр

Тĕрĕсленĕ турчкипе

Мĕнпур айăк пĕрчине.

 

Çакă пулнă та пусламĕш

Шăкăл-шакăл çемьере…

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: