«Акатуй шăнкăравĕ тин-тин...»
Акатуй шăнкăравĕ тин-тин
Туй пĕкки çинчи пек шăнкăрав,
Иртнине мĕн шыратăн халь тин;
Туй иртсен туй кĕвви ан шыра!
Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,
Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...
Савнисен каччисем эпĕр мар,
Каччисен савнисем эпĕр мар,
Тин-тин-тин, тин-тин-тин, халĕ тин
Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...
Çулçӳрев — паянхи катаччи,
Чун çути пек умри йăлтăрав.
Чимлетет чарăнмасăр: чим-чим —
Пуç çинчи янкăс сас шăнкăрав.
Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,
Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...
Савнисен хĕрĕсем эсĕр мар,
Хĕрĕсен савнисем эпĕр мар,
Тин-тин-тин, тин-тин-тин, ĕнтĕ чим
Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...
1996, çу, 29.
Пӳлер, Валĕм хуçа çăлĕ
Евник (2011-11-10 20:08:44):
Сăвви Сирĕн, Виталий Петрович, илемлĕн янăрать. Вулама кăмăллă.
Талписен (2016-12-04 02:32:44):
Вуларă та юрласа ятăм. Пит аван!
Галина Зотова (2016-12-05 18:38:58):
Хитре сăвă! Тин-тин-тин,çапла еппин...