Хула чакакĕ


Хурама çийĕнче, хулара,

Тăхăр хутлă çуртсем хушшинче,

Чак! та чак! тутара-тутара,

Ик чакак çуйхашать вăрахчен.

Эп курман халиччен нихăçан

Чакаксем хулара вĕçнине.

Сăмахран, пурăнать вĕт ăсан

Вăрмантах тăрантса хырăмне.

Тĕлĕнетĕп: ма килнĕ кунта

Инçетрен чаклатса чакаксем?

Мĕн çитмест вĕсене вăрманта,

Хулара мĕн шыраççĕ вĕсем?

Çакăн пек ыйтупа чакака

Кансĕрлерĕм, çӳле эп пăхса,

Вăл каларĕ: «Итле, ан васка

Тĕрĕс мар шут тума, йăнăшса.

Ху пĕлетĕн: хĕлле вăрманта

Кайăка апат çук вĕт питех.

Кунта çеç: хулара е ялта

Апат-çимĕç пире те çитет.

Сăлтавсем малалла пур тата.

Ак пĕри: вĕçсĕр-хĕрсĕр тăкать

Çын тени, ухмах пек, тупата,

Уй-хире, вăрмана химикат.

Хĕлĕн-çăвăн сунарçă çӳрет

Пăшалпа вăрман тăрăх пĕрмай.

Кĕрс! те кĕрс! тутарать вăл, перет —

Хăраса ахлатать çеç вăрман.

Ху куратăн: ăçта ман каяс?

Вăрманта е кунта пурăнас?»

Шеллесе эп каларăм ăна:

«Ан кай урăх, чакак, вăрмана».

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: