Икĕ шлепкеллĕ пăтасем
— Кунта мĕн чухлĕ?
— Çирĕм пĕр пин... — Пуçларĕ шутлама. Тарласан-тарласан:
— Эсĕ ниçта та такамăнне пĕçертсе килмен-и хальхинче? — ыйтрĕ вăл.
— Килмен.
— Эппин, мĕн-ма çирĕм тăххăр тухать?
— Пĕлместĕп, чĕкеçĕм, эсĕ çав териех хăвăрт чаштăртаттарса ларнăран, ахăртнех, хăш-пĕр вуннăлăххисем икшер пая уйрăлаççĕ курăнать...
Каллех шутлама пикенет. Сăн-пичĕ хитре ун, кăмăлĕ çеç аплах мар. Унтан:
— Эс, — тет, — таçта акса-тăкса çӳремен-и?
— Çӳремен.
— Апла мĕн-ма вун сакăр пин çеç тухать.
— Ара, вуннăлăххисем каялла çыпçăнса ларчĕç пуль, — тетĕп.
Ирхине улмуççи айĕнче ларнă хыççăн пуç тӳсме çук ыратнипе, кӳршĕ пӳлĕмре тем чаштăртатнипе вăранса кайрăм. Арăм укçа шутлать-мĕн.
— Ну, мĕнле çывăртăн? — сас пачĕ мăшăрăм.
— Чиперех, — терĕм ытахальтен.
— Ара, чипер пулмасăр, арăмсăр ыйхă вăл тутлăрах ĕнтĕ.
— Эсĕ мĕншĕн тарса кайнă тата?
— Санпа выртса пăх-ха унта. Уртемĕн «Беларуç» тракторĕнчен пĕртте кая мар харлаттаратăн. — Сана Мускаври хуçу ытлашши паман-и?
— Паман.
— Мĕншĕн тата кунта 80 пине яхăнах тухать?
— Эсĕ çине-çинех, çĕрĕ-çĕрĕпех ан шутла — унсăрăн çĕр пине те çитме пултарать, — терĕм çеç.
— Сан хуçу юмăç мар-и?
— Çук.
— Халь — каллех çитмест, — ассăн сывлать мăшăрăм. — Кил-ха, хăв шутла ман куç умĕнчех.
Тухрăм. Шутларăм, пиншер-пиншер тенкĕлĕх купа туса. Укçа шутласа ывăннă мăшăрăм çывăрса кайрĕ.
Манăн телее — алăк уçăлчĕ те Мускавра пĕрле ĕçленĕ Михуть тусăм кушак аçинни евĕр чăл-чал мăйăхне, уссине шăлкаласа кĕрсе тăчĕ. Куçне чеен хĕскелесе картишнелле тухма ыйтрĕ.
Арăм ыйха путнипе усă курса ĕç тумтирне кĕпе çумалли машинăна чăмтартăм. Вăраха пыман ку ĕçе йăпăр-япăр вĕçлесе Михуть хыççăн картише тухрăм.
Ĕнерхи вырăна, улмуççи айне, вырнаçсанах Михуть ĕçе пикенчĕ, казаксенни евĕр шалпар шăлаварĕн кĕсйисенчен, питĕ ассăн сывласа, «лешне» туртса кăларчĕ. Шарласах каймасть хăй темшĕн. Кăмăлсăр. Эппин, тем пулнă. Çур литршар ĕçнипех аптăрамалли темскер сиксе тухман-ши?
— Эсĕ ĕнер пӳрте мĕнле кĕнĕ? — ыйтрĕ вăл вăрахран.
— Чип-чиперех. Эсĕ ху тата мĕнле çитнĕ?
— Ĕнер киле кайнă чухне, — пĕлтерчĕ вăл, — чикансен тĕлне лекнĕ эпĕ. Пĕлместĕп, алă тупанне сăнаса тăнă хушăрах кĕсье тĕпне мĕнле курма пултарнă-ха вĕсем? Ман çумра ултă кĕсье, пурте — пуш-пушă. Ултă пус тăрса юлинччĕ хăть. Арăм халь уйрăлса каяссипе хăратать. Кашни сăмахĕ — çивĕч пуртă.
— Ан пăшăрхан, — терĕм Михуть тусăма, — ман сыхланса юлни пур... Чим, пӳрте кĕрсе илсе тухатăп.
Кĕтĕм. Кĕпе çумалли машина пит хăватлăн кĕрлет. Епле майпа ĕçлеме тытăннă вăл?
— Эсĕ хăвăн тумтирӳсене пăрса çак, ман хамăнне çуса тасатмалла, — терĕ мăшăрăм, тахăш вăхăтра вăраннăскер, кĕпе çумалли машинăна хускатса янăскер.
Çав хушăра ваннăйра машина чарăнчĕ. Кĕпе-йĕме çакас тесе машинăн хупăлчине уçрăм — чĕре як чиксе илчĕ: кĕпе çумалли машинăра, чи çиелте, тумтир курăнми хут. Пурте пит шупка хăйсем, порошокпах , çăвăннăскерсем, арăмран пытарнăскерсем, шыва чикиччен шăлавар кĕсйинчен кăларма маннăскерсем. Пĕрне тытса пăхатăп — миçе тенкĕлĕхĕ курăнмасть, тепри те, пурте çавах.
Сасартăк çурăм хыçĕнче арăм сасси илтĕнчĕ:
— Ку мĕн мыскари? — хаяррăн ыйтрĕ вăл.
— Мускавра пĕри мана суя укçа панăччĕ, — куç кĕрет суйма тиврĕ манăн. — Вăт... çăвиччен кĕсьерен кăларма маннă...
— Мĕншĕн? — тĕпчет мăшăрăм. — Камран кулмалла? Эсĕ мĕн, суя укçа çапакан-им? Кĕпе çумалли машина тĕпне укçа машинки вырнаçтартăн-им?
Чĕнместĕп.
— Малашне эсĕ лавккана шӳтлемелле хăвах çӳре, — тапранса кайрĕ чиперккем. — Çăкăр, сĕт-çу, аш-пăш туян шӳтлемелле... Хăвăртрах Мускава кай шӳтлемелле, каялла тӳлемесĕрех таврăн!
Манăн калава дача сулхăнĕнчи çынсем малтан чиперех итлесе ларатчĕç, кайран кулса вăй пĕтнипе çил çинчи пуш пучах евĕр сулланакан пулчĕç.
— Капла май çук, тусăмсем, — терĕ хĕрлĕ кăшман çумĕнчи «перекет кассин» хуçи Павел Петрович, — куçăм çиппе çĕленĕнех хупăнма тытăнчĕ.
— Хупăнма тытăнсан, — ыйтрăмăр эпир пĕр çын пек, — мĕн тумалла?
— Кĕсьери кассăна уçмалла, — куçне сăтăркаларĕ Павел Петрович. — Михуте эрех туянма ятăмăр.
Калаçса ларнă хушăра арăм персе çитрĕ.
— Кĕтесри пăтара çакăнса тăракан халат кĕсйинчи енчĕке илсе тухса лар-ха. Виçĕм кун манса хăварнă. Часрах. Манăн васкамалла! — терĕ.
Илсе тухрăм енчĕке. Каялла кайиччен вăл мана дачăн иккĕмĕш хутĕнче хăш-хăш вырăна пăта çапма хушса хăварчĕ:
— Хурăн милĕкĕсем çакма вăрăм пăтасем çапăр, — терĕ. — Кайран эпĕ кантра карăп. Пысăк шĕлепкеллисене çапсан аванах.
Арăм кайрĕ.
— Чăрмантараканни çук, — терĕмĕр Павел Петровича. — Кала калас тенине.
— Пирĕн, — терĕ, — вăрçă сăнавĕ ирттермелле. Вăл хаяр пулмалла, — чышкипе юнаса илчĕ такама. — Эпир арçынсем мар-им?
— Арçынсем!
— Апла тăк, калăр, мĕншĕн çĕнтерейместпĕр тăшмансене. Вĕсем пукане çӳллĕш çеç-çке.
Шăпăрт пултăмăр.
— Хăй пĕчĕк пулсан та пире кашнинчех парăнтарать. Эпĕ çур литр пирки калатăп. Эпир ĕçме пĕлместпĕр. Сĕтел хушшине кĕрсе ларатпăр та тӳрех кӳпме тытăнатпăр. Çур литрсем çине пăхса: «Ну, тӳсĕр, хальхинче ним тусан та парăнмастпăр», — теместпĕр. Вăл, чĕмсĕр тăшман, çавăнпа çĕнтерет те пире. Паянхи сăнав «Ну, тӳсĕр!» чĕнӳпе иртмелле.
Кĕçех Михуть тармакланса çитрĕ. Икĕ аллинче — пысăк икĕ хутаç. Вĕсенче иккĕшĕнче те — «тăшмансем». Шăкăрин. Пурте çут калпаклă пуçĕсене мăн кăмăллăн кăтартаççĕ. Пӳрте кĕтĕмĕр. Сĕтел хатĕрлерĕмĕр.
— Тăшмансен карттусĕсене хывăр! — хушу пачĕ банк хуçи.
Пĕрер ятăмăр. Чăмлама тытăнтăмăр. Эпĕ çенĕке тухса пăтасемпе мăлатук тупса сых ятне çӳле улăхса хутăм. Пурте шăпăрт ĕçеççĕ, чĕнмесĕрех лараççĕ. Кашнин сăмси умĕнчех — пĕрер тăшман. Мĕншĕн чĕнмеççĕ-ха? Сăнав. Эрех кĕленчисене ылханса лармалла. Тарăхăвĕ хаяр пулмалла: «Ну, тӳс, парăнмастăп эп сана! Сана пур пĕр ӳкеретĕп, хам пур пĕрех тӳнместĕп!»
Вăрçă вăхăтĕнче те лăпкă самантсем пулаççĕ. Çавнашкал самант çĕрлехи сехете килчĕ. Эпир иккĕмĕш хута улăхрăмăр. «Арăму хушса хăварнине тăвар-ха, — текелеççĕ тусăмсем. — Пулăшар сана». Пуçларăмăр пăта çапма. Хăшĕ мăлатукпа ĕçлет, хăшĕ пĕчĕкçĕ кувалдăпа. Иккĕмĕш хутри пĕренесем тăр-тăр чĕтреççĕ. Пĕрисем «Апа-ап!» — теççĕ. Теприсем: «Ух-х, алла лектертĕм», — теççĕ. Чылайран тин антăмăр аяла. Тăшманăмăрсем, тĕлĕнмелле, çаплипех тӳп-тӳрĕ тăраççĕ.
— Манăн шухăшăмпа, — терĕ Павел Петрович, — сăнав палăртнă пекех пырать. Кам та кам хăйĕн умĕнчи тăшманне çĕнтерет — çавна медаль.
Ирхине янкăс сасса пула куçа уçрăмăр. Арăм иккен.
— Кунта эсир, — тет, — хулари ӳсĕр-пӳсĕрсен клубне уçасшăн-им? Калăр, çӳлте мĕскер тунă эсир?
— Экс... — терĕ Павел Петрович иклеткелесе... — перимент.
— Унашкал эксперимент тума халех килĕрсене вĕçтерĕр! — хăвалать мăшăрăм. — Эх, эсир те çав — Раççей паттăрĕсем.
Тусăмсем ыйту паллисем пек хутланса пĕрин хыççăн тĕпри сулланкаласа тухса кайрĕç.
Арăм мана шăтарасла пăхать, эпĕ — ăна.
— Атя-ха çӳле, — терĕ вăл татăклăн. Улăхрăмăр.
— Ку мĕскер? — çĕрле çапнă патăсенчен пĕрне шĕвĕр пӳрнипе тĕллесе ыйтрĕ мăшăрăм.
Пăхатăп та — куç хупăнмасть: тахăшĕсем пăтана шлепкипе пĕрене çумне тытса çуррине яхăнах çапса кĕртнĕ. Хытă тӳнккенĕрен пăтан шĕвĕр вĕçĕ шлепкеленсех ларнă. Пĕр сăмахпа — икĕ шлепкеллĕ пăта пулса тăнă.
— Ку тата мĕскер? — тепĕр пăта умне илсе пычĕ чун варли.
Тахăшĕсем пăтана этем ретлех, шĕвĕр вĕçĕпех çапса кĕртнĕ, апла пулин те ăна темшĕн-çке ыйту палли евĕр кукăртса хăварнă.
Ытти пăтана арăмсăрах, хам тĕллĕнех, пырса пăхрăм. Виççĕмĕш пăта ункă пек çаврака. Тăваттăшĕн çаврашкасем тата та ытларах: пружина татăкĕ çакăнса тăрать тейĕн.
Антăмăр аяла.
— Эх, Раççей арĕсем, ик шлепкеллĕ пăтасем, — пуçне сулла-сулла ятлаçать арăм. — Мĕн тумалла халĕ сирĕнпе? Ку пăтасене хăвах йĕркеллĕн çапса кĕртетĕн-и е кама та пулин чĕнмелле-и?
Шарламастăп.
— Хулари «Çурçĕр» лавкка умĕнче Китай çыннисем киоск тунине пăхса тăтăм, — терĕ мăшăрăм. — Ну пултараççĕ те иккен. Ним каламалли те çук: пит тăрăшуллă халăх. Çавсенчен пĕрне чĕнсе илес мар-и пăта çапма?
Капла калани чĕлхеме çăвар маччи çумне çыпçăнтарсах лартрĕ. Мăшăрăм — татăклă этем. Чĕнсе килме те пултарать. Вăт пăхса тăр такамсем манăн дачăра мĕнле ĕçленине.
Ĕçе тӳрлетме çӳле улăхрăм. «Мăшăрăм пире ик шлепкеллĕ пăтасемпе тĕрĕсех танлаштарать иккен. Тĕнчере пăтана икĕ шлепкеллĕ çапса лартма пултаракан ăстасем тăрса юлнă-ши?.. Тен, Раççейре çеç?.. Хам хуçалăха хамах панкрута кăларса пурăнатăп-и?! Шиш!»
Любовь Шашкина (2012-03-04 19:51:37):
Виталий Енĕш хайлавĕсене яланах чун килениччен вулатăп.