«Пĕрре çуралакан пĕрре вилет...»
Пĕрре çуралакан пĕрре вилет —
Çапла тĕнчен ылмашăнми саккунĕ.
Паян-и вилĕм е ыран килет —
Ун хăйĕн пур йĕрки, пур хăйĕн кунĕ.
Пӳкле-и çын вилет е чап-чыспа,
Çӳле е аяла ăна хураççĕ —
Этем хакне тумасть таçти хысна,
Çынна туссем хисеплесе хаклаççĕ.
Туссем маннишĕн шикленессĕм çук,
Тăшман ура хуни те хурлантармĕ.
Тăван Çĕршыв малашлăхĕ пур чух
Манран тăван та, хурăнташ та тармĕ.
Кашни çуралакан пĕрех вилет.
Ĕмĕр иртет, анчах та иртмĕ вăхăт.
Асран кайми атте-анне килне
Тăван Çĕршывăм виçипе эп пăхăп.
хораска (2012-06-30 10:36:55):
Савасене вуласа чуна лаплантаратап.Лайах тата камалла савасьсем пур пирки саванатап.Матур.