Ăсату сăмахĕсем


Пиччене — Муркаш райĕçтăвкомĕн председательне Сергей Никитина (1927-1976) тискерĕн вĕлерсен каланисем

 

* * *

Вăрçа кĕрсе яш ĕмĕре ирттертĕн,

Вутра çунса вĕçлерĕн кунçулна.

Пуçланă ĕçшĕн пурнăç шеллемерĕн,

Пуçна таймарăн сĕмсĕр тăшмана.

 

Чыса пĕрре те алăран ямасăр

Ĕçлерĕн эсĕ халăх ĕçĕнче.

Яту сан пурăнĕ асран каймасăр,

Сана юратĕ ирĕклĕ тĕнче.

 

Çулра ӳкме пулать кĕтми сасартăк,

Анчах утсассăн тĕрĕслĕх патне,

Элеклĕ наркăмăш та, вут-кăвар та

Аркатаймасть этемĕн ыр ятне.

 

Антив, сана çунтарчĕç, çакрĕç, çапрĕç —

Этем вилсен те — ырă ят вилмест.

Эсĕ юнпа шăварнă ĕçен чапĕ

Çĕршыв кĕрекинче çĕре ӳкмест.

 

* * *

Вĕсемшĕн эçĕ — каснă касăк,

Юлташ пулма пăрахнăскер.

Эсĕ куçран каланă сасă

Вĕсемшĕн çыртăк пек кĕске.

 

Вĕсем чĕнмеççĕ те илтмеççĕ,

Чулланнă чĕрисем йăлтах.

Суя туссем пĕрле вилмеççĕ,

Кĕмеççĕ халăхшăн вута.

 

Вĕсем выç кашкăр евĕр каскăн,

Чее те аскăн, тилĕ пек.

Эс тăхăнмарăн сивĕ маска,

Кĕрлерĕн халăх пилĕпе.

 

Вĕсем йывăрлăхра сутаççĕ,

Тискеррĕн, ирсĕррĕн, кăран.

Сăхланнăçемĕн чап хутаçĕ

Вĕсемшĕн хаклă çынлăхран.

 

Хăрушă пултăн эс вĕсемшĕн

Тасалăху çупсан питрен!

Çав йĕксĕк-йĕксĕк этемсемшĕн

Суя та аскăн çеç хитре.

 

Мал ĕмĕте эс шанчăк патăн,

Хăвартăн ĕмĕрлĕх тĕрек.

...Çил-тăвăл айĕнче тăратăн

Юман пек çирĕп те кĕрнек.

 

* * *

Тăвăл кăклать тымартан,

Çулăм тĕппи çулать.

Йывăç пĕтмест вăрманта,

Вăрлăх пĕрех юлать.

 

Атăл урать тăвăлта,

Кимĕ шывра путать.

Пулă пĕтмест Атăлта,

Пулăç татах пулать.

 

Çăлтăр сӳнет уçлăхра,

Çăлтăр татах хунать.

Санăн яту халăхра

Çăлтăр пекех çунать.

 

* * *

Ватă йывăç ӳкет,

Çамрăкки ватăлать,

Çырма шывĕ типет,

Чăнкă çыр катăлать —

 

Мĕн-ши пур çĕр çинче

Ĕмĕрте улшăнми,

Татăлми, катăлми,

Пăрланми, шăршăнми?..

 

Çутă ĕмĕт сӳнет,

Хура кун улшăнать,

Юрату та йĕртет,

Тарăху пулăшать. —

 

Кам-ши пур çĕр çинче

Пурăнса улшăнми,

Такăнми, ватăлми,

Сивĕнми, ăшăнми?

 

Çӳлте çăлтăр сикет,

Атăлта хум чупать.

Тĕнчен хăйĕн сипет —

Çул иртсен кун юлать.

 

Ырă ят пин сумран

Ашăрах та шăнми:

Сан сăну ман чунра

Упранать улшăнми.

 

* * *

Атте вырăнне пултăн эсĕ, пиччем,

Анне пек мана ачашларăн.

Çакна эп нихçан та манмарăм,

Манмастăп тĕнче пĕтиччен!

 

1976, юпа, 9-12

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: