Ырă ята варалаймăн
Паян темшĕн Клара Ивановна чĕри лăпкă мар. Вăл, упăшкипе хĕрне вăрăм çула ăсатнăскер, алăкăн-тĕпелĕн уткалать. Алли пĕр ĕç патне те пымасть. Хĕрарăм пĕрре чӳрече патне пырса вăраххăн тинкерех, тепре алăк çумне тăрса итлет. Нихăçан та кун пек пулакан марччĕ-çке. Паян кăна ăсатман-çке вăл çула упăшкипе хĕрне. Мăшăрĕ йĕркеллĕскер унăн. Хĕрĕ те пĕчĕк мар текех. Аслă шкул пĕтерчĕ кăçал.
Аптăранă енне «Канаш» хаçат илчĕ те диван çине вырнаçса ларчĕ. Питĕ вулама юратать Клара Ивановна, анчах паян хаçат та интереслентермест ăна.
Тăнлавĕ хĕссе ыратма пуçларĕ хĕрарăмăн. Юн пусăмĕ ӳссе кайрĕ пулас. Тĕрĕслес тесе çĕкленчĕ — юн пусăмне тĕрĕслемелли аппарат таçта кайса кĕнĕ, калăн, упăшкипе хĕрĕ хыççăн тухса чупнă. Пур туртмана та уçса тĕрĕслерĕ — усси пулмарĕ.
Лăпланас тесе эмелсем ĕçрĕ те кĕпе-йĕм çума пикенчĕ. «Бош» текен япала çумалли машина çине йĕрĕннĕ пек пăхса илчĕ. Юратмасть Клара Ивановна çак ют çĕршыв техникине. Ара, икĕ пысăках мар таза вырнаçакан шывра тулли машинăри япалана çуса, чӳхесе тасатма пулать-и? Вун пилĕк литр шыв та расхутламасть вăл кĕпе-йĕме çуса пĕтериччен. «Чĕмпĕр» текен машинăна шыв тултарнăччĕ кăна, телефон сас пачĕ.
— Яковлевсен хваттерĕ-и ку? — ыйтрĕ мăнаçлă хулăн саслă арçын.
— Тĕрĕсех, Яковлевсен хваттерĕ, — шăппăн каларĕ хĕрарăм темскер ырă мара сиссе.
— Каçарăр та, сире милици уирăмĕнчен чăрмантараççĕ.
— Мĕн уйрăмĕнчен? Мĕншĕн? — аран тухрĕ сас. Клара Ивановна аллинчи телефон кĕпçи тухса ӳкрĕ. Хĕрарăм сулăнса кайрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Тем чухлĕ вăхăт выртнă вăл çапла. Хваттер алăкне такам хытă шакканипе тăна кĕчĕ хĕрарăм. Вăл аран-аран çумри пуканран тытса çĕкленчĕ. Ӳкнĕ чухне тумбочка кĕтессине çапăннă пулас. Çамки çинче — мăйăртан пысăкрах мăкăль. Клара Ивановна куçĕ умне хăрушăран та хăрушăрах ӳкерчĕксем тухса тачĕç: çул çинче пысăк инкек сиксе тухнă пек, аварие çакланнă пек çывăхран та çывăх çынсем. «Ахальтен милицирен шăнкăравламан пулĕччĕç. Чĕрĕ юлнă пулсан тем пекехчĕ», — ĕсĕклерĕ хĕрарăм сасăпах.
Вăл алăк патне сĕнкĕлтетрĕ. Ăна сăнчăртан вĕçертмесĕр уçрĕ те патвар кĕлеткеллĕ милици ĕçченне курчĕ. Сăнчăра вĕçертме васкамарĕ-ха. Тур сыхлатăрах. Халь такам пулса алăк шаккакан та пур.
— Эсир çак хĕр ачана паллатăр-и? — кĕсье телефонĕ тăсса пачĕ арçын. Экран çинче — палланă хĕр сăн ӳкерчĕкĕ.
— Таçта курнă пек. Мĕн пирки ыйтатăр капла? Мĕн пулнă ман хĕрпе упăшкана? Аварие лекнĕ-и? Чĕрĕ-и, вилĕ-и вĕсем? — аран-аран пăшăлтатрĕ хĕрарăмăн вĕри сывлăш сапакан куштăрканă тути.
— Ку сăн ӳкерчĕкри хĕр сирĕн мар апла?
— Çук. Ку хĕр ачана таçта курнă пек туйăнать, анчах кам иккенне тавçăрса илейместĕп, — кăштах лăпланнă пек пулчĕ хĕрарăм. — Эппин, эсир ман хĕрпе упăшка пирки килмен кунта?
— Çук, паллах. Эпĕ вĕсене палламастăп та. Вĕсем çинчен нимĕн те пĕлместĕп.
Çакна илтсен Клара Ивановна кăшкăрса йĕрсе ячĕ те сивĕ тытнă пек чĕтреме пуçларĕ.
— Тав Турра! Мухтав Турра! — пăшăлтатрĕ тути.
— Эпĕ кунта машинăпах килтĕм. Сире милици уйрăмне илсе каясшăн. Çак хĕрпе куçа-куçăн тĕл пултарасшăн. Вăл сирĕн адресăра каларĕ. Яковлева Светлана тесе пĕлтерчĕ хăй пирки.
— Эсир утăр. Эпĕ халех тумланса тухатăп, — тинех лăпланса çитрĕ хĕрарăм. — Сăн ӳкерчĕкне тепре сăнарах пăхам-ха. Тен, палласа та илĕп. — Тинкерсе пăхрĕ Клара Ивановна ӳкерчĕке. — Ара, ку пирĕн Светланăпа пĕр класра вĕреннĕ Александрова Кристина-çке. Питĕ туслăччĕ вăл ман хĕрпе. Пирĕн патăмăртан тухма та пĕлместчĕ. Пĕрле кружоксене çӳретчĕç. Кахалрахчĕ çав хĕр пĕрчи. Шкулта япăх вĕренетчĕ. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме юратмасчĕ. Алли те кукăртарахчĕ пулас.
Клара Ивановна пĕр путама аса илчĕ.
Вуннăмĕш класра вĕренекен Светлана пĕррехинче шкулта иртекен дискотекăна пуçтарăнчĕ.
— Анне, эсĕ манăн кольене курман-и? Таçта кайса кĕнĕ. Ниепле те тупаймастăп.
— Эпĕ, хĕрĕм, сан япалусене тĕкĕнместĕп. Асту, çухалса ан кайтăр. Чăн-чăн хаклă чултан-çке. Тата аслаçу парни.
— Тупăнать пуль-ха.
Светлана, амăшĕ пекех тĕплĕскер, хальхинче хăй хунă япала вырăнĕнче пулманнинчен тĕлĕнчĕ паллах.
Вăл дискотекăна кăштах каярах юлса çитрĕ. Хăй вара Кристинăна пуçĕ ыратнипе паян уява пырайманни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ыратни иртсе кайсан тухса вĕçтерчĕ хĕр пĕрчи. Çамрăклăх мар-и. Светланăна курсан Кристина шурса кайрĕ, икĕ аллине хĕреслесе кăкăрне хупларĕ. Унтан айккинелле тапса сикрĕ те хаклă кольене мăйĕнчен вăшт кăна татса хывса илчĕ. Кăшт вăхăт иртсен тантăшĕсем çумне тăрса ташша ячĕ.
— Ара, сан мăю çинчи чаплă колье ăçта тата? Ма хыврăн çак эс ăна? — тĕлĕнсе пăхрĕ Аня.
— А-а! Тем кансĕрлет пек. Кун пек ташлама та лайăхрах.
Светлана чĕри теме сиснĕн канăçсăррăн çуйханса илчĕ.
— Мĕнле колье? Ара, сан колье нихăçан та пулман-çке, — кăсăкланчĕ Светлана.
— Эпĕ ăна сирĕн подъездри лифтра тупнăччĕ, — пулчĕ хурав.
— Апла иккен! — терĕ Светлана икĕ чăмăрне пилĕкĕ çине хурса. Çак самантра вăл хăйне пысăк кĕрешĕве хатĕрленнĕ пекех туйрĕ. — Кăтарт-ха мана çав кольене. Атту манăн асатте парнеленĕ хаклă парне «ураланнă». Хăй тĕллĕнех шкатулкăран тухса алăка уçса лифтпа ярăнма шутланă. Вăт чарусăрскер. Çупкă памалла ăна.
Кристина тек шарламарĕ, пĕр сăмахсăрах пĕчĕк сумкинчен Светланăн колйине кăларса пачĕ. Хăй пуçне усса алăк патнелле уттарчĕ. Çавăнтан вара Светлана унпа юлташланма пăрахрĕ.
...Машинăра милици ĕçченĕ Кристина вĕсен уйрăмне мĕнле лекнине пĕлтерчĕ. Ĕç-пуç çапла пулса тухнă иккен...
— Чарăнăр-ха, чарăнăр! Курткăра йӳле ярăр-ха. Йывăр çын пек туйăнмастăр, анчах та купарчăрсем, хырăмăр пӳске пекех тулса тăраççĕ, — тытса чарчĕ лавккара сутуçă пĕр çамрăк хĕрарăма. Лешĕ туртăнса вĕçерĕнчĕ те тухса кайма тăчĕ. Çав вăхăтра тепĕр сутуçă ăна çаннинчен çатăрласа тытрĕ. Курткине йӳле ячĕç те кофта ăшне тултарнă виçĕ банка пулă консерви кăларса илчĕç. Кунтах çатăрка хутлă шоколадлă канфет тата икĕ банка çăратнă пылак сĕт тупрĕç. Çийĕнчех милицие евитлерĕç.
— Манăн виçĕ ача! — кăшкăрса ӳлеме пуçларĕ хĕрарăм. — Упăшка çук. Эпир çемйипех выçă.
Милици килсе çитрĕ. Протокол çырма пуçларĕç.
Яковлева Светлана, Мир урамĕнчи пиллĕкмĕш çуртра, хĕрĕх тăваттăмĕш хваттерте пурăнатăп тесе пĕлтерчĕ вăл хăй пирки.
— Ярăр мана, тархасшăн, киле! Ачасем хăйсем çех! Тем курасси пур! Пушар тăвĕç тата. Кайран хамах пыратăп милицие! — çуйхашрĕ çамрăк вăрă.
— Ку — Яковлева Светлана мар. Эпĕ вăл хĕре те, унăн ашшĕ-амăшне те пĕлетĕп. Пирĕнпе куршĕллĕ çуртра çак адреспа пурăнаççĕ вĕсем. Ах, путсĕрскер! Çыннăн ырă ятне варласшăн-и эс?! — лачлаттарса сурчĕ çулланнă сутуçă. — Эпĕ сана та паллатăп. Мĕн калатъ-ши тесе пăхса тăтăм. Санăн пĕр ача çеç. Выçă та лармастăр эсир. Упăшку тухăçлă ĕçре ĕçлет. Аçу-аннӳ те çук çынсем мар.
— Милици уйрăмне пырас пулать сирĕн, — хулĕнчен ярса тытрĕ хĕрарăма милици ĕçченĕ. — Яковлевсемпе куçа-куçăн тĕл пултарас пулать сире...
Алăка уçсанах Клара Ивановна макăрнипе хĕрелсе шыçăнса кайнă пит-куçлă хĕрарăма курчĕ.
— Эх, Кристина. Пирĕн ырă ята варалаймăн эсĕ. Хăвăн пурнăçна пĕтеретĕн-çке, хĕрĕм. Çăкăра хирĕç чулпа петĕн апла, — терĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...