Асамлă тĕлĕк
Таврара 21-мĕш ĕмĕр. 2099 çул Çĕр çинчи пурăнăç юххи, пĕр енчен илсен, ним чухлĕ те улшăнман. Паянхи кун та çынсем сарă Хĕвел ăшшипе киленсе пурăнаççĕ, тăван кĕтесĕн ытарайми вырăнĕсене тухса çӳреççĕ, чун каниччен савăнаççĕ. Кунĕпе савăнса ĕшеннĕ хыççăн тарăн ыйха путаççĕ. Петĕр те минтер çине пуçне хунă-хуманах тĕлĕрсе кайрĕ, анчах кăшт вăхăт иртсенех куçа йăмăхтаракан çутăпа ниепле те çывăраймарĕ. Акă куç умĕнчех сăрă кăвак тусан пĕрчи вĕçсе иртрĕ, вăл тĕрлĕ тĕслĕн йăлтăртатрĕ. Петĕр хăй те сисмерĕ-темле асамлă вăй ăна çӳлтен-çӳле илсе улăхрĕ, йĕри-тавра витĕр курăнакан кăвак пĕлĕт таткисем вĕлтлетсе юлчĕç. Каччă пĕр çаврака мечĕкпе пырса çапăнчĕ, тимлĕрех пăхрĕ те: «Мĕн амакĕ ку? Ăçта эпĕ. Çĕр чăмăрĕ евĕр пĕчĕк планета иккĕн- Сатурн». Вăл патĕнчен пăхсан тата хитререх туйăнчĕ: тинĕссемпе океансем хумханса кăваккăн çуталаççĕ. Куçа шартаракан тĕс хушшинче сăрăрах вырăнсем тĕл пулаççĕ. Вут-хĕм пĕрĕхтерсе сирпĕнекен вулкансем сӳнсе типĕ вырăнсем пулса юлнă. Пĕчĕк çутă çăлтăрсем лампочкăсем евĕр таврана çутатаççĕ. Сатурн çинче те Çĕр çинчи пекех пурнăç вĕресе тăрать. Петĕр тавралăхпа киленнĕ вăхăтра темле кĕлеткепе пырса çапăнчĕ. Вăл çак планета çинче пурăнакан пулчĕ: Петĕре кĕлетке çын пек те, робот пек те курăнчĕ. Çийĕнче йăлтăртатса тăракан кĕмĕл скафандр, сăнĕ-пичĕ илемлĕ те асра юлмалласкер. Хăйсен çĕрĕ çинче ютта курсан та ютшăнмарĕç, пуçне пĕксе саламларĕç. Мĕнех калайăн: планетăра пурăнакансем пурте анлă тавра курăмлă вĕт. Пĕчĕклех сатурнцсене космос шкулне пĕлӳ илме ăсатаççĕ, ăна вĕренсе пĕтернĕ çĕре кашниех мĕн те пулин çĕнĕ япала шутласа кăлармалла иккен. Сатурн çинче пурăнакансем темле ăсчах пирки çĕкленӳллĕн калаçни питĕ тĕлĕнтерчĕ Петĕре. Акă мĕн илтнĕ вăл…
Çак планета çинче пĕр пултаруллă ăсчах пурăннă иккен. Ăна Китнамор тесе чĕннĕ. Вăл шутласа кăларнă япаласенчен чи кăсăкли- тĕнче уçлăхĕн ăпăр-тапăрне пуçтаракан машина. Китнамор машини уçлăхра тĕрлĕ çӳп-çапа тата палламан япаласене тытса çуренĕ. Енчен те унăн машинине Çĕр планета çинчи тĕрлĕ ăпăр-тапăр лексен вăл ăна çийĕнчех хыпса çăтнă. Вĕсенчен часах Сатурна кирлĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç туса кăларнă. Ăсчах шутласа кăларнă машинăна ытти планетăсенчен мĕн тĕрлĕ паха япала лекмен-ши? Вĕсене пурне те музейра упранă, вĕсем истришĕн паха экспонатсем пулĕс тенĕ. Анчах вăхăт иртсе пынă, Сатурн тап-таса планета пулса тăнă. Китнамор шутласа кăларнă машина пирки те часх сатурнцсем манса кайнă.
Пĕррехинче, ăшă та илемлĕ утă уйăхче, Китнамор пĕр сӳннĕ вулкан тăрринче тарăн шухăша путса ларнă. Ăна нимĕн те кăсăклантарман, шухăша каăнăскер, вăл хăйĕн машинин кнопкисене пускаланă. Акă тĕлĕнтермĕш: кнопка симĕс тĕспе çунма пуçланă, унăн ăшĕнче тем пуррине пĕлтернĕ. Йĕкĕтĕн чĕри хăвăрттăн тапнă, чунĕ темшĕн пит вăрканă. Вăл машинăра тĕлĕнмелле сăн ӳкерчĕк курнă. Сăн ӳкерчĕкре çав тери хитре хĕр сăнĕ. Палламан хĕр çутă вăрăм çӳçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, шурă ӳтлĕ, чап- чакăр пысăк куçлă пулнă. Сăн ӳкерчĕк ялкăшса кăна тăнă, унăн çути инçете кайнă. Китнамор куçлăх тăхăнсах палламан хĕр сăнĕпе киленсе ларнă. Çывăрма выртсан та çамрăк хĕр сăнарĕ куç умĕнчен кайман. Каччă куçне илеймесĕр чылайччен сăн ӳкерчĕк çине пăхса ларнă. Çывăрма выртсан та илемлĕ сăн умран кайман, чĕри теме кĕтсе пăчăртана-пăчăртана илнĕ. Хурлă шухăш пуçа пырса кĕнĕ: «Асамлă хĕре ăçта тупма пулать-ши? Уçлăхри хăш кĕтесре çамрăк хĕре тупма пулать-ши? Пур-ши вăл е ку тĕлĕк кăна?»
Сатурн тарăн ыйхăран вăранса пынă. Анчах та планета çинчи ир ытти кунсенчи пек лăпкă килмерĕ. Таврара темле йӳçек тĕтĕм явăнчĕ, вăл куçа çирĕ. Тахçан завод пулнă вырăнта ишĕлчĕк кăна курăннă, вăл та пулин çурри таран çĕр ăшне путнă. Ишĕлчĕк айĕнче Сатурнăн чи паллă тĕпчевçисем юлнă, вĕсене хăтарма ушкăн пухнă. Китнамор пĕр иккĕленмесĕрех завод ишĕлчĕкне тасатма кайнă. Сатурнцсем плитасене айккинелле сире- сире пынă, Китнамор пĕр тĕпчевçине тупнă. Вăйран кайнă ăсчах аран-аран сывланă, унăн юн тымарĕ кăшт çеç тапнă.
Авари хыççăн Сатурн темиçе кун тĕлĕкри пек пурăннă. Инкек планета çинчи пурин чунне те пырса тивнĕ пулмалла: ăна çутă паракан пĕчĕк çăлтăрсем те тĕксĕмленнĕ, ялкăшса тăракан кăвак тĕс шупкалнă. Китнамор хăй çăлнă ученăй пирки пĕлме кайнă. Цердум сывалса çитнĕпе пĕрех иккен, вăл хăйĕн патне килнĕ Китнаморпа ăшшăн калаçса ларнă, ун пирки ыйтса пĕлнĕ. Çамрăк каччă ăнсăртран тенĕ пек хăйĕн машини пĕр сăн ӳкерчĕке тупни пирки пĕлтернĕ. Цердум каччă илсе килнĕ сăн ӳкерчĕке курсан шалтах тĕлĕннĕ. Тĕпчевçĕ Çĕр планета пурнăçĕпе тахçанах кăсăкланнă пулнă, çавăнпа та унта пурăнакансем çинчен нумай илтнĕ. Çак хĕр те унтанах пулнине пĕлтернĕ, Китнамор лăпкăн сывласа янă: «Тинех сана шыраса тупма пултарăп манăн асăмри пирĕштийĕм».
Анчах темиçе кун иртнĕ, Китнамор илемлĕ хĕрпе мĕнле тĕл пулассине ниепле те шыраса тупайман. Пулăшу ыйтма каллех Цердум патне çул тытнă. Цердум качча Çĕр планета мĕнлерех пулнине кĕнекере кăтартма шутланă, анчах библиотекинче пĕр кĕнеке те тупайман. Тĕпчевçĕ аслашшĕ каласа панине аса илнĕ, Çĕр планета çинче пурăнакансем питĕ тĕлĕнмелле çынсем пулмалла. Таврана хура чаршав карса илсессĕнех пурте пĕлĕт çине пăхма юратаççĕ, унта темле тĕлĕнтермĕш тупасшăн пулинех. Кăнтăрла, çутă Хĕвел çĕр çинче хуçаланнă вăхăтра, темрен шикленнĕ евĕр пуçне пĕксе çӳреççĕ. Ку чăн е суя тĕпчевçĕ калама пултараймасть.
Çак сăмахсене илтсенех Китнамор тепĕр хут хăйĕн машинине алла илнĕ, унти хăш-пĕр пайĕсене улăштарнă. Аппаратăн хăватлă вăйĕпе таврари тĕрлĕ çăлтăрсене туртса пăхнă. Илемлĕ хĕрпе тĕл пуласси çинчен шутланăран-ши, хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса шаннă.
Çав çулах. Çĕр планета çинче пурăнакан хĕр ашшĕ-амăшĕпе пахчара тутлă шăршăллă чечексем хушшинче ларнă. Йывăçсем çинче кайăксем концерт лартнă тейĕн: темиçе саслăн юрланă, шăхăрнă. Часах тĕттĕм чаршав çинче пин-пин çăлтăр мĕлтлетме, куç хĕсме пуçланă. Хĕр мĕн пĕчĕкренех каçхи пĕлĕте сăнама юратаканскер, унта уйрăм çăлтăрсене мар, темле асамлăха асăрханă. Кун евĕр пулăм каçхи тӳпере нихăçан та пулман: акă тинех çăлтăрсенчен сас паллисем пулса ларнă. Çамрăк хĕр вĕсене темле те вуласа пăхнă, анчах ниепле те ăнланман. Ак телей! Тĕрлĕ майлă вуласа пăхсанах такам ун патне салам янине пĕлнĕ. Таçти аякри каччă ăна хăйĕн юратăвĕ пирки çырнă, хĕрĕн сăнĕ ăна тыткăнлани çинчен пĕлтернĕ. Хĕр çăлтăр ӳкнĕ вăхăтра шутланă ĕмĕчĕ пирки аса илнĕ: «Çĕрсĕр пуçне урăх чĕрĕ планета пур-ши? Çав планета çине çитсе курасчĕ, вĕсен çыннисемпе паллашасчĕ. Тен, манăн ăраскалăм лăп çавăнта пурăнать?» Шăпа çырни-ши ку е çук, анчах хĕр чĕри юратупа тулнă, вăл хăйĕнчен инçетре пурăнакан каччă патне пин-пин çурта çутса чĕре ӳкернĕ. Китнамор тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, Çĕр планетăпа малашне тачă çыхăну пулĕ. Çак асамлă юрату пурне те çутă вăй-хал парса тăрĕ, вăл инкеке лекнĕ çынсене шанчăк парнелĕ.
Петĕр куçа шартаракан çутăпа куçне уçрĕ. Унпа хĕвел пытанмалла вылять, вырăн çинче киленсе выртакан çамрăка питрен ачашшăн сĕртĕнет. Ырлăх иккен çапла телейлĕн вăранма!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...