Кĕтмен венчет


Ольăпа Галя пĕр ялта çуралса ӳсрĕç, пĕр класра вĕренчĕç. Мĕн пĕчĕкренпех вĕсем çывăх юлташсемччĕ. Анчах çитĕнсе çитсен тантăшсен пурнăç çулĕ уйрăлса кайрĕ. Мĕн тăвас тетĕн, кашнийĕн хăйĕн шăпи. Тĕрлĕ хулара, тĕрлĕ аслă шкулта пĕлӳ илчĕç. Вăтăр çул тĕл пулаймарĕç вĕсем. Тĕлĕнмелле вĕт, вăтăр çул вăтăр кун пек тĕпĕртетсе иртсе кайрĕ.

Пĕррехинче ял урамĕнче ăнсăртран Галя Ольăна курчĕ. Пĕрне-пĕри асăрхамасăрах иртсе каятчĕ-и тен, анчах та хĕрарăм темрен такăнчĕ те хытах мар вăрçăнса илчĕ. Питĕ палланă пек туйăнчĕ Гальăна çак сасă.

— Чим-ха, чим, Оля вĕт ку! — кăшкăрнă пекех хыттăн каларĕ вăл, каялла çаврăнса хайхи хĕрарăм патне ыткăнчĕ. — Оля! Эсех-и ку?

Пĕр ĕмĕр курман сана! — ыталаса илчĕ Галя тантăшне.

— «Галя, Галя, одна средь нас ты краля». Астăватăн-и, мĕнле юрлаттăмăр çамрăк чухне. Пăх-ха, улшăнманпа пĕрех эсĕ.

— Эсĕ те пĕрре те улшăнман.

— Ну суятпăр та вара пĕр-пĕрне. Питĕ кăмăллă суятпăр, — ахăлтатаççĕ тантăшсем.

— Оля, атя пирĕн пата, — çийĕнчех хăнана чĕнчĕ Галя.

— Çук, луччĕ пирĕн пата каяр — анне килте пĕчченех. Чун каниччен калаçăпăр, иртнине аса илĕпĕр, — çине тăчĕ Оля.

...Тем çинчен те калаçрĕç юлташсем. Юлашкинчен Галя Ольăна хăйĕн вăрттăнлăхне уçса пама шутларĕ:

— Чылай çул упратăп ăна хам чĕрере. Тен, эсĕ мана кирлĕ сĕнӳ парăн...

 

* * *

Кольăпа Галя хула урамĕпе шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. Ăнсăртран тĕл пулчĕç вĕсем паян. Тен, ăнсăртран та мар пуль. Çак илемлĕ, йăрăс пӳллĕ, хăйне килĕшӳллĕ тумланакан каччă ял хуçалăх институтĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренет. Галя çав институтрах иккĕмĕш курса куçрĕ. Унăн аппăшĕ Зоя та çавăнтах Кольăпа пĕр группăра пĕлӳ пухать.

Кольăпа Зоя ачаранах туслă. Анчах та аппăшне çак каччă питĕ килĕшнине пĕлет Галя. Йĕкĕт ăна савать тесе шутлать Зоя, çавăнпа Коля вĕсен пӳлĕмĕнчен тухма пĕлмест тесе ĕненет. Урăхла калама та май çук — ташă каçĕсене, кинона, театра пĕрле çӳреççĕ вĕсем.

Анчах та сисет Галя: Коля аппăшĕ çине мар, ун çине ăшшăн, темле асамлă кулăпа пăхать. Пăхтăрах. Куншăн укçа ыйтмасть вĕт хĕр.

Юлашки вăхăтра тата Кольăна Галя час-часах урамра тĕл пулкаларĕ. Кашнинчех ăнсăртран пулнă пек тыткаларĕ хăйне каччă. Паян та ак:

— Вăт кама курасса сиссе куç сикет паян манăн. Сана тĕл пуласса иккен, — тесе пырса çупăрларĕ вăл хĕре. — Кунĕ тата мĕнле ырă! Атя кăштах уçăлса çӳрер хулара. Тĕп парка çитсе килĕпĕр.

Кунĕ, чăнах та, çырла пиçмеллиех. Лăпкă. Çил çук. Ытла шăрăх та мар.

— Атя, — хаваспах килĕшрĕ Галя. Хăйĕн çавăнтах чунĕ çуйханса илчĕ: «Зоя çилленмĕ-ши мана? Вăл Кольăна савать-çке. Тепĕр тесен, уçăлса çеç çӳретпĕр-çке».

— Уттартăмăр, — савăк кулăпа ялкăшса хĕре хулран тытрĕ каччă.

Чылай вăхăт çӳрерĕç вĕсем. Паркра та, кинора та пулчĕç. Галя — ял хĕр ачи, кунпек вырăнсенче пулса курман тесен те юрать. Зоя аппăшĕ ăна «ирĕке» пит ямасть.

Хĕре Коля патне темле асамлă, халиччен туйман вăй туртать. Çамрăклăх мар-и. Урамра — çуркунне. Акă вĕсем пысăк чиркӳ вырнаçнă тĕле çаврăнса çитрĕç. Урисем хăйсен тенĕ пек илсе килчĕç вĕсене чиркӳ патне.

— Атя шала кĕрер. Эпĕ халиччен пĕрре чиркӳре пулса курман, — тилмĕрсе пăхрĕ каччă хĕре куçран.

— Атя кĕретпĕр. Эпĕ те пĕрре те пулман кунта.

— Сана шыва кĕртнĕ-и?

Кĕртнĕ. Анчах эпĕ ун чухне пĕр çулта çеç пулнă. Сана?

— Мана та кĕртнĕ. Эпĕ те хама шыва кĕртнине астумастăп.

Иккĕшĕ те хăйсем çине виçшер хут хĕрес хучĕç те хумханса чиркӳ алăкне уçрĕç.

— Иртĕр, иртĕр, çамрăксем. Питĕ хавас çамрăк Турă чурисене çак хăватлă çуртра курма. Мĕн сăлтавпа Турă çавăрса килчĕ сире? Мĕн каламалли пур сирĕн Аслă Аттене? — ытарлăн кĕтсе илчĕ вĕсене пачăшкă.

— Эпир... эпир венчете тăрасшăн, — персе ячĕ Коля Гальăна аллинчен çатăрласа тытса.

Хĕре чиркӳ урайĕ çумне пăталаса хунă тейĕн. Чĕлхи те çĕтрĕ, вăл нимĕн те калаймасть. Пуçне пĕкнĕ.

— Эсир аванах шухăшланă-и кун пирки? Турă умĕнче пысăк яваплăх ку.

— Шутланă, — çирĕппĕн каласа хучĕ каччă.

— Эсĕ вара, ачам? — Галя çине шăтарасла пăхрĕ пачăшкă. — Хĕр нимĕн те чĕнмерĕ. — Хирĕçлемест пулсан — килĕшет. Патшалăх саккунĕпе килĕшӳллĕн манăн сиртен паспорт ыйтмалла — пуçлăхсем пĕлсен сирĕн пурнăçăрта пысăк йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Анчах Турă умĕнче паспорт кирлĕ мар...

— ...Паянтан эсир Турă умĕнче упăшкипе арăмĕ. Венчет çĕррисем пур-и сирĕн?

— Эпир — студентсем. Пирĕн укçа çук-ха хальлĕхе. Каярахпа пулаççĕ çĕрĕсем, — хуравларĕ Коля.

Тĕлĕкри пек туять Галя хăйне. Мĕн туса хучĕç вĕсем?!

— Атя Зойăна каламастпăр венчете тăнă пирки. Никама та шарламастпăр, — тилмĕрсе пăхрĕ Галя. — Нимĕнле арăмĕпе упăшки те мар эпир. Çырăнман. Туй та пулман пирĕн.

— Каламăпăр вара. Практика вĕçленсен çырăнма та, туй тума та пулать.

— Эсĕ те практикăна каятăн-и? Зойăна та таçта яраççĕ. Эппин, пĕрле каятăр пуль? — хĕрĕн чĕри çак вăхăтра чиксе ыратса илчĕ.

— Галя, мĕн калаçатăн эсĕ? Зойăпа пирĕн хушăра туслăхсăр пуçне нимĕн те çук. Эпир — юлташсем. Юлташсе-е-ем, ăнлан çакна. Халĕ ак тăванлантăмăр та пулас. Эсĕ ман арăм-çке Турă умĕнче.

Куна илтсен Галя тарăхса кайрĕ.

— Ан сӳпĕлтет! Вĕçерт алла! Мĕнле арăм?! Мана арăм пулма иртерех-ха! Çанă тавăрса вĕренмелле малтан! — хĕр карт туртăнса вĕçерĕнчĕ те хула урамĕпе чупса кайрĕ.

— Галя! Галя! — кăшкăрса чупрĕ хыçалтан Коля. — Эх! Мĕн туса хутăм эпĕ!..

Çакăн хыççăн чылай вăхăт пĕр-пĕринпе тĕл пулмарĕç вĕсем. Коля практикăран Галя патне тăтăшах çырусем çырчĕ. Анчах та хĕр хурав ямарĕ.

Алла диплом илсенех каччă Гальăсен ялне вĕçтерчĕ. Шăпах студентсен çуллахи каникул пуçланнăччĕ ун чух.

— Венчет çĕрри илсе килтĕм эпĕ, Галя, чăнчăнах арăм пулма ыйтатăп сана. Атя аçу-аннӳне пĕлтерер те туя хатĕрленме пуçлар. Мана Инçет Хĕвел тухăçне лаборатори ертӳçи пулса ĕçлеме яраççĕ. Ял хуçалăх институчĕ те пур унта. Эсĕ виççĕмĕш курса унта куçса вĕренме пуçлатăн.

— Çук, эпĕ Зоя сана юратнине пĕлетĕп. Тата эпир венчете тăнине пирĕнсĕр пуçне урăх никам та пĕлмест.

— Турă пĕлет-çке. Эпир Турă умĕнче мăшăрланнă.

— Турă каçартăр пире. Эпĕ урăх качча саватăп.

— Ан суй, Галя, санăн нимĕнле каччă та çук.

— Çук тăк — пулать, — куççуль витĕр каларĕ хĕр.

— Эсĕ мана кăмăлланине туятăп-çке эпĕ.

— Кăмăллани — юратни мар. Эпĕ сана халĕ те кăмăллатăп. Анчах тăван аппа çулĕ урлă каçмастăп. Каçма-астăпа-а-ах.

— Акă венчет çĕрри сана пулать, — ылтăн çĕрре каччă Галя кĕсйине хучĕ те аслă çулпа чупнă пекех васкарĕ...

Галя пичĕ тăрăх юхакан тăварлă куççульне сăмса тутрипе типĕтрĕ...

 

* * *

— Çĕрри ăçта вара халь? Сан аллунта çĕрĕ куратăп эпĕ, — тĕлĕнсе ыйтрĕ Оля.

— Ку çĕрĕ — упăшкапа çырăннă чухнехи. Венчет çĕрри килте, турăш хыçĕнче, упранать. Ун пирки паян кунччен те никам та пĕлмест. Унтанпа Кольăна курман эп. Ун çинчен пĕр хыпар та илтмен. Виçĕ ача ӳстертĕмĕр мăшăрпа. Çапла, мăшăрпа темелле пуль. Турă умĕнче Петĕр ман упăшка мар. Эпĕ унăн арăмĕ мар. Эппин, камсем-ши эпир? Турă умĕнче Коля ман мăшăр-çке. Тен, çавăнпах пуль ачамсем чирлешкерех. Пурнăçĕсем те пит ăнсах пымаççĕ. Аслă хĕрĕм ачаранах нерв чирĕпе асапланать. Турă каçармасть пуль мана çамрăклăхра шухăшламасăр тунă утăмшăн. Чиркĕве кайса пачăшкăпа калаçмалла пуль, — вĕçлерĕ Галя хăйĕн сăмахне.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Екатерина (2013-05-22 15:12:28):

Интересная повесть, но чего-то не хватает...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

сергей (2014-12-08 23:16:27):

красиво начинается,но середина и конец на троечку

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: