Амăшĕн ĕмĕчĕ


Салампипе амăшĕ иккĕн кăна пурăнаççĕ. Салампи шкулта вĕренет, амăшĕ ял çывăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Вĕсен бригади çуркуннепе кĕркунне вăрманта çамрăк йывăçсем лартса хăварать, çулла вăрманти çарансенче утă çулса капана хывать. Кĕркунне мăйăр-йĕкел пухса патшалăха ăсатать. Кăмпа та пухать, эмел курăкĕ пухса типĕтет. Салампи те пушă вăхăт тупса амăшне пулăшма тăрăшать: тĕрлĕ курăк пуçтарать, тусĕсемпе кайăксем валли вĕллесем ăсталаççĕ, хĕлле кормушка çине хурса пама хăяр, арбуз, кавăн вăрри типĕтеççĕ.

Епле хитре çуллахи вăрманта! Кайăксем пĕр-пĕринпе тупăшса юрă шăрантараççĕ, лĕпĕшсем куç умĕнчех пĕрне-пĕри тытмалла выляççĕ. Шăна-пăван тапăнни ытлашшиех аптратмасть, аптекăра темĕн тĕрлĕ эмел те пур, вĕсем эмел шăршине тӳсме пултараймаççĕ, пит умĕпех вĕçсе иртеççĕ, çапах та сăхса чăрмантармаççĕ.

Салампи амăшĕ Сухви шкулта тăватă класс çеç вĕреннĕ, унăн ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ачалăхне аса илсен унăн яланах куççуль тухать, иртен пуçласа каçчен аслисемпе танах пĕр татăк çăкăршăн пахчара, хирте ĕçлеме тивнине, выçă хырăма улталама çĕрулми крахмалĕнчен яшка пĕçерсе çини, вĕлтĕренпе пултăран вилĕмрен хăтарнине ăçтан манăн!

Сухви хăй шкулта вĕренейменшĕн питех те куляннă, çавăнпа та вăл хăйĕн хĕрне вĕрентесшĕн пулнă. Пурăнасса чухăнрах пурăннă амăшĕпе хĕрĕ.

Пĕррехинче ĕçрен ывăнса таврăннă хыççăн хĕрпе амăшĕ кил таврашĕнчи ĕçсене пуçтараççĕ, апатлансан тула уçăлма тухаççĕ. Çуллахи каç çăлтăрлă пулин те уяр. Тӳпере çăлтăрсем выляççĕ. Амăшĕ шухăша каять, çакна Салампи асăрхать: «Мĕн пулчĕ?» — тесе ыйтать.

Сухви ним калама аптрарĕ:

— Куçа курăнать-ши, чăннипех-ши?

Мĕншĕн ун умĕнче пĕр пĕчĕк çăлтăр явăнать:

— Ĕмĕтне кала, ĕмĕтне кала, эп сан ĕмĕте пурнăçлама пултаратăп. Мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн? Мана хăлхаран пĕлтер!

— Манăн пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм: хамăн хĕрĕм Салампи вĕреннĕ çын пултăрччĕ!

Çак сăмахсене илтсен çăлтăр вĕçсе çухалать.

— Мĕншĕн шăплантăн? Анне, сана мĕн пулчĕ? — тĕпчет хĕрĕ.

— Ывăнтăм пулас паян, хытах ывăнтăм, — суять амăшĕ. Вăл хăй çăлтăр курнине хăй те ĕненмен, куç улмашăннă пуль тесе шутланă.

Сехет хыççăн сехет иртет, кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх, çул хыççăн çул. Салампи ӳссе çитсе хĕр пулать. Шкулта тăрăшса вĕренет. Аслă шкула вĕренме кĕрет, унта та ăна асăрхаççĕ,унтан вăл татах малалла вĕренсе çăлтăрсене тĕпчекен ученăй пулса тăрать. Салампи историпе те интересленет, кĕнеке вулама юратать, çулленех çулçӳреве çӳреме, вăл Атăлçи-Пăлхарăн тĕп хули пулнă Пӳлер хулинче те пулса курнă, малашне ытти хуласенче те пулса курасшăн.

Пĕррехинче ун патне пӳлĕме кăнтăр кунĕнчех пĕр çăлтăр вĕçсе килет:

— Эпир санпа пĕр тăван, эсĕ пĕчĕк чухне санăн аннӳ мана хăйĕн ĕмĕчĕ пирки пĕлтерчĕ, вăл санран тăнлă çын тăвасшăнччĕ, эсĕ хăйĕн пекех вĕренеймесĕр юласран хыт хăранăччĕ. Эпĕ ăна сана пулăшма шантартăм. Хăвах куратăн, эсĕ учĕнăй пулса тăтăн!

Тепĕр çын пулсан кăнтăр кунĕнче калаçакан çăлтăр куçа курăнать пуль тесе шутлĕччĕ, анчах та Салампи мар, вăл çăлтăрсене тĕпчет-çке. Салампи çăлтăра пулăшнăшăн тав туса: «Малашне те туслă пурăнăпăр», — тесе сыв пуллашрĕ.

Отпуска тăван килне таврăнсан вăл амăшне хăй çăлтăрпа тĕл пулнине каласа кăтартать, амăшĕ пĕртте тĕлĕнмест: «Ку вăл манăн ĕмĕте пурнăçлама шантарнă çăлтăрах пулнă. Тавах ăна, чунтанах тав!» — тесе куççульне шăлать.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Вячеславовна (2012-11-24 23:50:32):

Виктория чуна тивекен калав çырма пултарнă. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: