«Хĕвел ăшши пулмашкăн май килмерĕ...»


Хĕвел ăшши пулмашкăн май килмерĕ,

Хĕвеле пулчĕ çӳллĕ тӳпере.

Хуçасене эп юрама пĕлмерĕм,

Эп ирĕклĕх упрарăм чĕрере.

 

Ăш çумăр та çулла эп пулаймарăм,

Сип кӳреймерĕм типшĕрнĕ çĕре.

Çын хӳтлĕхпе пачах та утаймарăм,

Йăпăлтатма пĕлмерăм çав сĕре.

 

Ăш çил пулса сивве хăвалаймарăм,

Хӳтлев килмерĕ пирĕн ваттана.

Эп чăнлăх шыраса пĕр канăç тупаймарăм,

Çак ыраттарчĕ питĕ ман чуна.

 

Çут çăлтăрсен çути те пулаймарăм,

Мана курмарĕç пуль çав çăлтăрсем.

Юрлас юрра янтравлăн юрлаймарăм,

Сасса хупларĕç путсĕр хуçасем.

 

Эп кăйкăр пек çӳлте те вĕçеймерĕм,

Памарĕç кăйкăрсем мана çунат.

Ĕмĕтĕме кĕтсе йăлт илеймерĕм,

Асаплансах ман пĕтрĕ вăй-хăват.

 

Эп Атăл пек мăнаçлăн юхаймарăм,

Çынсен асапĕ касрĕ чунăма.

Тĕнче усаллăхне путараймарăм,

Усал çынсем амантрĕç йăлт хама.

 

Эп Улăп евĕр вăйлă пулаймарăм, —

Мĕн ачаран таптарĕ самана.

Этемлĕхе тертрен хăтараймарăм,

Ак çакă пит кулянтарать мана.

 

Эп пурпĕрех ĕмĕтленме пăрахмăп

Çăлас тесе мĕнпур этемлĕхе.

Йыхрав туса паттăрсене тăратăп, —

Тупатпăрах эпир тĕрĕслĕхе.

 

17.09.2007.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2012-11-18 08:10:05):

Ку сăвва Юхма Мишши ман ятран çырнă пулас. Çут тĕнчепе сыв пуллашиччен тем пекех Çĕр çинче хам ята хăварасшăн чунтанах тăрăшатăп.Ĕмĕтленме пăрахмастăп-ха,шанчăка çухатмастăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: