Лантăш шыраса çăлтăр патне çитрĕм


Кĕçех пирĕн аннен çуралнă кунĕ çитет. Мĕнпе савăнтарас-ши кăçал юратнă, хаклăран та хаклă аннене? Пĕлтĕр эпир ăна хитре уявпа саламларăмăр: аппа ӳкерме ăста, вăл анне валли тĕлĕнмелле эрешлĕ ӳкерчĕк сăнарласа пачĕ. Пичче каскалама юратать, вăл анне валли асамлă шкатулка ăсталарĕ. Атте вара çав кун аннене пачах та ĕçлеттермерĕ, кунĕпех хăй кăмака умĕнче тăрмашрĕ, уяв кĕреки валли кукăль-çăмах пĕçерчĕ, унсăр пуçне аннене çав тери илемлĕ тутăр парнелерĕ. Пирĕн анне ахаль те хитре, атте парнине çыхсан татах та хитреленсе кайрĕ. Эпĕ те кунĕпех аттене пулăшрăм, уяв ячĕпе аннене хам тĕрленĕ ал шăлли парнелерĕм. Уяв кĕрекинче аннене юрă-ташăпа савăнтартăмăр.

Манăн аннене хамăн парнепе çав тери тĕлĕнтерес килет. Мĕнпе тĕлĕнтерме пулать-ши ăна? Чылайччен шутларăм, нимĕн те шутласа тупаймарăм. Ним тума аптранипе пасара кайма пăхма шутларăм. Çывăхри пасарта хама килĕшекен тавар тупаймарăм та ахаль пасара мар, Хĕвел пасарнех кайса килме шутларăм. Мана Уйăхпи: «Хĕвел пасарĕнче тĕлĕнтермĕш парне тупса илме пулать», — терĕ. Вăл пасар кашни кунах уçă иккен.

Нумай шутласа тăмарăм, Хĕвел пасарне вĕçтерсе çитрĕм. Пасарта çăлтăрсем, астероидсем тата метеоритсем сутă тăваççĕ. Пасарĕ ялкăшса кăна тăрать, кирек мĕнле япала та туянма пулать, укçуна кăна ан шелле.

Хăлха çаккисем сутакан пĕр пĕчĕк çăлтăр патне пытăм та куçа килĕшнĕ хăлха çакки туянасшăн пултăм.

— Мĕн хак тăрать?

— Ытлашши хаклах мар, çирĕм пилĕк лантăш чечекки.

Тĕлĕннипе ним калама аптрарăм:

— Çирĕм пилĕк лантăш чечекки? Лантăш чечеккине татма юрамасть, сайра тĕл пулакан чечек вăл, ăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ!

— Çирĕм пилĕк лантăш чечекки, унсăрăн памастăп!

Чечек шел пулин те, лантăш шыраса пăхас терĕм. Утсан-утсан пĕр вăрмана çитсе кĕтĕм. Мана хирĕç упа сиксе тухрĕ:

— Ан кĕр ман пахчана! — тесе мĕкĕрет.

Хăра-хăрах упа пахчине пăхрăм та савăнсах кайрăм. Унта пĕр пахча лантăш чечекки çитĕнет, ятарласа йăрансем тусах акнă пулас.

— Эпĕ сана тутлă пыл çитеретĕп, эсĕ мана 25 лантăш чечекки татса параймастăн-ши?

Упа пыл çинчен илтсен савăнсах кайрĕ:

— Хаваспах парнелетĕп, анчах та ман пахчари чечексем чул çинче çитĕнеççĕ. Вĕсене кăларма ятарлă хĕç кирлĕ пулать. Хĕçĕ пирĕн пасарта çук, ăна урăх пасарта шырамалла.

Упа мана Хĕç планети çине çул кăтартса ячĕ. Çитессе чиперех çитрĕм-ха, анчах та кунта нимĕнле хĕç те курмастăп. Пĕр пĕчĕк çăлтăр чĕппи сиксе тухрĕ:

— Мĕн çухатрăн? — тет.

— Хĕç шыратăп.

— Мĕн тума?

— Лантăш кăклама.

— Шел мар-и?

— Шел, паллах, анчах та манăн хăлха çакки туянмалла, ăна вара çирĕм пилĕк лантăш чечеккипе çеç туянма пулать. Эпĕ аннене çуралнă кун ячĕпе хăлха çакки парнелесшĕн. Ман васкамалла, ыран аннен çуралнă кунĕ. Эсĕ хĕç ăçтине пĕлетĕн-и?

— Пĕлетĕп, анчах та хĕçе алла илме пысăк ăс-тăн кирлĕ.

— Килĕшетĕп, хăвăртрах васкар!

Çур сехетрен эпир хĕç пурăнакан йывăç патне çитрĕмĕр. Хĕç калать: «Мĕн тума эпĕ сире кирлĕ пултăм?»

— Сывлăх сунатăп! Эсĕ мана лантăш кăклама кирлĕ.

— Салам! Лантăш сана мĕн тума кирлĕ?

— Аннене хăлха çакки парнелеме. Манăн хăлха çакки туянмалла, ăна вара çирĕм пилĕк лантăш чечеккипе çеç туянма пулать. Эпĕ аннене çуралнă кун ячĕпе хăлха çакки парнелесшĕн.

— Юрать, енчен те эсĕ ман ыйтăва тĕрĕс хуравлама пултарсан, эпĕ санпа пыма килĕшетĕп.

— Тăрăшса пăхăп.

— Эпĕ миçе килограмм туртатăп?

— Тӳрех калаймастăп, анчах та йăтса пăхсан калăп.

— Тĕрĕс! Маттур! Ку таранччен никам та ман ыйтăва тĕрĕс ответлеменччĕ. Эпĕ сана хаваспах пулăшатăп.

Эпир çăлтăр чĕппипе сыв пуллашрăмăр та упа пахчине сикрĕмĕр. Хĕç хăвăрт лантăш чечеккисене чавса кăларчĕ те килнелле вĕçрĕ.

Вăл куçран çухалсанах çирĕм пилĕк лантăш чечекки вырăнне çитмĕл пилĕк çĕнĕ лантăш чечекки шăтса тухрĕ. Çав тери савăнса Хĕвел пасарне вĕçтертĕм. Хăлха çакки сутакана çирĕм пилĕк лантăш чечекки тыттартăм. Вăл чечексене илемлĕ йăлтăркка куршаксене лартрĕ, хыççăн шăварчĕ, мана вара хам суйланă ылтăн хăлха çаккине чĕркесе пачĕ. Тӳрех килелле сикрĕм. Тепĕр кунне хамăн парнене аннене патăм: «Тавах сана, аннеçĕм! Яланах чечек пек илемлĕ пул! Сана хĕвел савса пăхтăр! Телейлĕ пул!»

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


библиофил (2012-11-20 14:51:57):

питĕ илемлĕ калав! Наташа, маттур хĕр ача!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

библиофил (2012-11-20 14:52:21):

питĕ илемлĕ калав! Наташа, маттур хĕр ача!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2012-11-20 22:15:31):

Наталия фантази конкурсне 5-мĕш класран пуçласах хутшăнать.Пĕр хутчен çĕнтерӳçĕ ятне те тивĕçрĕ, унăн калавĕ "Асамлăх çулĕ" кĕнекере кун çути курчĕ.Мана ун хайлавĕсенчи ырă тĕлĕнтермĕшсем кăмăла каяççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: