Улăп çĕрĕ
Вăрçă пуçланнăранпа виççĕмĕш çул ĕнтĕ авăн хĕле юлать. Тырпула çуллахи уяр кунсенче çапса пуçтарма вăй çитеймест. Кĕлтене ирĕксĕрех капана хывма лекет. Анчах капан тума пĕлекенни ялта пĕр Хрисан мучи кăна юлнă. Нăкă хывать вăл капансене, вунă çул ларсан та шыв каяс çук. Çĕрĕн-кунĕн тĕрмешет мучи йĕтем çинче, тепĕр чух çавăнтах выртса тăрать.
Акă ĕнтĕ ултă ураллă капан чылай çӳле кайнă, Хрисан мучи, çаврăм хыççăн çаврăм хывса, капана майĕпен тăрласа пырать. Ун патнелле машинăпа вырнă шултра кĕлтесем сулмаклăн вăркăнаççĕ. Кĕлте ывăтаканни курăнмасть. Аялтан кĕскен те çăмăллăн эхлетнĕ сасă кăна илтĕнет. Çав сасăран ĕнтĕ, аялти çыннине хăйне курмасан та, унта кам тăрмашнине пĕлме пулать.
— Кĕх!.. Кĕх!.. Кĕх!..
Çине-çинех вăркăнаççĕ кĕлтесем. Çӳлте вĕсене Хрисан мучи тӳрех хăй мар, ăна капан тунă çĕрте пулăшаканĕ — ыраш кĕлтинчен кăшт кăна пысăкрах Алюш йышăнать. Хрисан мучипе Алюш çакăнпа ĕнтĕ тăваттăмĕш капан хываççĕ. Мучи Алюша «кĕçĕн маçтăрăн аслă помощникĕ» тесе ят панă.
— Тавай, тавай, аслă помощникĕм, конвейер чарăнса ларать пирĕн, — хавхалантарать вăл Алюша час-часах. — Конвейер тенине илтнĕ-и эсĕ, ачам?
Алюш çийĕнчех хирĕç чĕнмест. Мучи унран тăрăхланă пек туйăнать. «Куласшăн мар-и ку ватсупнă?!» — тесе те шухăшласа пăхать вăл хăй ăшĕнче.
— Ну, мĕскер эс, аслă помощник? — Хрисан мучи, кĕлтесене вырнаçтарса хума чарăнсах, Алюш еннелле çаврăнса пăхать. — Ма чĕнместĕн тата?..
«Аслă помощник», мучин шурă куç харшисем айĕнчен тăрăхласа мар, кăмăллăн кулкаласа пăхакан тĕссĕртерех кăвак куçĕсене асăрхасан, лăпланать.
— Шкулта эпир Горький хулинчи автозавод çинчен кĕнеке вуласа тухнă, картинсем те курнă... — васкасах янăратма тытăнать Алюш хăйĕн çинçе сассине.
— Каларăм вĕт пĕлетĕн тесе, — ырлать ăна мучи. — Ахальтен мар сана «кĕçĕн маçтăрăн аслă помощникĕ» теççĕ. Пирĕн конвейер чарăнса ан лартăр тесен, тавай, тавай, хăвăртрах, ачамккă.
«Ачамккă!»
Алюшăн тин çеç кăмăлĕ çаврăннăччĕ, халь акă, «ачамккă» тенĕ хыççăн, мучие вăл тарăхмаллипех тарăхать. «Аслă помощник... Ачамккă... Мĕнле ачамккă эпĕ саншăн, пĕрĕнсе ларнă ват кăмпашăн, капан тума пулăшатăп пулсан?!» — мăкăртатса илет вăл. Алюш хăй аялтан йышăнакан кĕлтесене васкасах мучи патнелле вăркăнтарма тытăнать. Кĕлтесем мучи умне кутăн та пуçăн пыра-пыра ӳкеççĕ.
— Пастай, пастай, — тет лешĕ, чĕрпĕнсе тухакан сасăпа кулса ярса. — Конвейер, каплах ывăтма тытăнсан, пĕтрĕ вара... Пĕр тикĕс, пĕр тикĕс, шыв пек юхса пымалла япаласем...
— Ачамккă мар эп саншăн, — татса хурать Алюш сасартăк.
Мучи кунта кулма пăрахать те, чăн-чăн пысăк çынпа калаçнă пек, çирĕп сасăпа:
— Каçар, Алексей Петровчă, ăнсăртран тухнă сăмахăмшăн, эп сана кӳрентерме шутламанччĕ, — тесе хурать.
Вĕсем татах пĕр чĕнмесĕр, лăпкăн та тикĕс ĕçлеме тытăнаççĕ.
— Кĕх!.. Кĕх!.. Кĕх!.. — çине-çинех илтĕнет аялтан. Ку вăл ĕçпе хĕрнĕ сывлăш çап-çамрăк кăкăртан, икĕ рет шап-шурă шăл хушшипе, пĕчĕкçĕ те ачаш тута витĕр пăл та пăл тапа-тапа тухать. Кĕхлетекенни ăна, паллах, хăй те сисмест. Вăл пĕтĕмпех çав хăй тĕллĕн пуçланнă ĕç çеммине парăннă та вăркăнтарать кăна кĕлтесене. Çӳлте вĕсене Хрисан мучин «аслă помощникĕ» йышăнса, малалла куçарса тăрать.
— Хăшĕ ара унта çав териех сывлăш çавăрма памасть пире? — тĕлĕнет Хрисан мучи. Аялтан пĕр сасă та илтĕнмест. Ун вырăнне халĕ ĕнтĕ татах кăмăлĕ çаврăннă Алюш сăмах хушать.
— Ванька Тарасов. Кăртти Тарас ывăлĕ, — тет Алюш, сассине хулăнлатса.
— Ма нимĕн те чĕнмест-ха вăл паян? — малалла тĕпчет Хрисан мучи.
— Ывăнчĕ пуль, саккăрмĕш лав хутлать, — татах аялти паттăршăн тавăрать Алюш.
— Ывăнни туйăнмасть-ха, ав мĕнле ăшталантарчĕ пире. Кĕлтесене вырнаçтарса ĕлкĕрейместпĕр. Ванюк, мĕн шарламастăн эсĕ? — кăшкăрчĕ Хрисан мучи, капан çинчен пуçне çĕрелле чалăштарса пăхса.
Çав вăхăтра аялти Ванюк юлашки кĕлтене çӳлелле ывăтрĕ те, лашине çавăрса, тилхепепе хăмсаркаласа капан çумĕнчен пĕр чĕнмесĕр уйрăлса кайрĕ. Унăн пушă урапи çеç, хăй тĕллĕн тем калаçнă пек, шăлтăртаткаласа хир çулĕпе малалла васкарĕ.
— Ах, йывăр килет-çке ачасене! — ассăн сывласа илчĕ Хрисан мучи. — Халĕ вĕсен çерем çинче тихалла выляса çӳремелле кăна вĕт. Эх, мăнтарăн ачи-пăчи!.. Пысăккисем хур курни çитмест ку вăрçăпа, пĕчĕккисен те ути-утайманнипех асапланмалла. Мур илесшĕ çичĕ ютне!..
Хрисан мучи Ванюк ывăтса хăварнă юлашки кĕлтене вырнаçтарса хучĕ те, сасартăк хал пĕтсе килнĕ çын пек, çавăнтах ларчĕ. Вăл татах тем мăкăртаткаларĕ, анчах унăн сăмахĕсем шурă сухал ăшĕнчен тухаймасăрах юлчĕç. Шăл хушшинче улăм пĕрчи хĕстерсе тăракан Алюшăн та кăмăлĕ улшăнчĕ, пĕлĕт мĕлки ӳкнĕ пек, сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Вăл, хăй сисмесĕрех, Хрисан мучи патнелле пычĕ те унпа юнашар ларчĕ.
Çанталăк кăçал тĕлĕнмелле ырă тăрать. Кĕр еннелле сулăннă пулин те, хĕвел ăшши кимĕлме пĕлмест. Хĕвел çутинче таврари ыраш хăмăлĕ ылтăн пек йăлтăртатса выртать. Лăпкă çилпе вĕçĕ-хĕррисĕр пĕр еннелле туртăнса вĕçекен эрешмен картисем кĕмĕл пек курăнаççĕ. Анчах хĕвел темĕнле хĕртсен те, ун çутинче таврана кăшт салхулăх кӳрекен йăмăх тĕс кунран-кун ытларах палăрса пырать.
Хрисан мучи тĕссĕртерех кăвак куçĕпе таçта инçете-инçете тинкернĕ. Авă, Ванюк, тилхепипе хăлаçланса, аякри çĕмелсем патнелле çывхарать. Унăн кĕлте урапи салхуллăн шăлтăртатни халĕ те илтĕннĕ пек туйăнать. Кассăн-кассăн килекен лăпкă çил Хрисан мучин шурă сухалне ерипен варкăштарса илет. Çилпе капан тăрринелле туртăнса хăпарнă кĕмĕл эрешмен карти, мучин шурă сухалне çакланса, курăнми пулать. Кĕлте лавĕсем килсе çитеймерĕç-ха, çавăн пек самантра мучи хăйĕн авалтан чĕркенсе пынă шухăш çăмхине сӳткелесе пăхать. Часах вăл сасăпа калаçма пуçлать.
— Вăт, Алексей Петровчă, — тет вăл, çумĕнче ларакан Алюш еннелле çаврăнмасăрах, анчах ăна ĕнтĕ çитĕннĕ çын вырăнне хурса. — Пăх-ха йĕри-тавра. Мĕн тери сăпай çутçанталăк. Мĕн çитмест этеме? Аслă çĕр çынна мĕн кирлине пурне те парать. Çăкри те, илемĕ те пур аслă çĕрĕн. Çу кунĕ, кĕр кунĕ, хĕлĕ, çурĕ — кашнин хăйĕн илемĕ пур. Пĕтĕм чĕрчунĕ, этемĕ шăкăлтатса кăна пурăн! Анчах çук! Апла мар... Çичĕ ют юратмарĕ ав эпир чипер шăкăлтатса пурăннине. Ыттисем лайăх пурăннине юратмасть вăл, хăй анчах пурăнасшăн, çĕр çăтасшĕ... Ĕмĕр вăрçă вăрçать. Сысна тес — сысна мар, кашкăр тес — кашкăр мар. Мĕн чухлĕ юн тăкăнать, мĕн тери çын пĕтет!.. Çав çынсем пурте харăслатса ĕçлес пулсан, пурнăç мĕн тери илемлĕ те хаваслă пулĕччĕ, — Хрисан мучи аллине Алюшăн ырханкка хулпуççийĕ çине хурать. — Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, Алексей Петровчă?
Алюш çийĕнчех пĕр-пĕр сăмах тупса калаймасть. Шкулта вăл ĕнтĕ виçĕ çул вĕреннĕ. Виçĕ çул хушшинче вăл вăрçă çинчен, тискер фашистсем çинчен нумай илткеленĕ. Кăçалтан вăл, пысăккисемпе пĕрле ĕçлеме пуçланă май, хăйне пысăк çын пек туять-ха, анчах Хрисан мучи сасартăк çакăн пек ыйту пани ун шухăшне йăлтах пăтраштарса ячĕ. Вăл хăйне татах пĕчĕк ача пек туйрĕ.
— Шыв ĕçес килет ман, Хрисан мучи, — терĕ вăл, ĕнсине кăтăртаттаркаласа.
— Анса ĕç, ачам, витрере шыв пулма кирлĕ. Чипер ан, пусми кĕске, — йăпатма пăхрĕ мучи хăйĕн «аслă помощникне».
Кунта хайхи умлă-хыçлах виçĕ лав килсе çитрĕ. Вĕсенчен иккĕшин «хуçисем» каллех Ваня Тарасовпа Алюш пек «йĕкĕтсем», фронта кайнă ашшĕсен вырăнне йышăннăскерсем. Павлуш текенни кĕлте лавне капан патне пырса тăратнă чухне юлташĕн — Кавришĕн урапине тĕнĕл пуçĕпе çаклатрĕ те, вĕсем вара пĕр-пĕринпе çитĕннисем пекех ятлаçса илчĕç.
— Куçу ĕнсе çине куçса ларнă-им сан? — терĕ пĕри.
— Сан аллуна пăру чăмланă пулас, урапуна та этем пек мар, урлă пырса тăратнă, — тавăрчĕ тепри.
Çав вăхăтра виççĕмĕш лавпа килнĕ Укçине инке те тем хăй тĕллĕнех тĕртлешме тытăнчĕ.
— Урапа ӳречи хуçăлса кайрĕ, — терĕ вăл. — Виçĕ çул ĕнтĕ арçын алли пырса тĕкĕнмен ку хăлтăр-халтăра.
— Çапла пулмасăр, — хушса хучĕ кунта Павлуш. Вара вĕсем Кавришпа иккĕшĕ те тем пирки ахăлтатсах кулса ячĕç.
— Сире кулă, акă чăпăрккапа пĕрер чашкăртса илсен! — тĕтĕрсе пăрахрĕ вĕсене Укçине инке.
Хрисан мучипе унăн «аслă помощникне» ку хутĕнче йывăр килчĕ. Капан çине пур енчен те кĕлтесем вăркăнаççĕ. Вĕсен «конвейерĕ» ниепле те ĕлкĕрсе пыраймасть. Алюш хыпăнса ӳкнине асăрхасан, Хрисан мучи аялтан кĕлте ывăтакансене пăсăрлантарса илчĕ.
— Мĕн вара сирĕн пурин те пĕр харăсах килсе капланмалла? Ĕç кал-кал пытăр тесен, пĕрин хыççăн тепри йĕркипе килсе тăмалла. Кун пек мĕн вăл — тамаша!
— Хĕвел çинче хĕртĕнсе выртма памаççĕ апла сире, — васкамасăр та мăнаçлăн тавăрса хучĕ Павлуш.
Çакăн пек тĕркĕшкелесе, лавсене сисĕнмесĕрех пушатса пĕтерчĕç. Хрисан мучи çамки çинчи тарне çанă вĕçĕпе шăлса илчĕ те, капан хĕрринерех пырса ларса, татах инçете сарăлса выртакан уй-хир талккишнелле куç хыврĕ. Вăл хăйĕн «çĕр илемĕ çинчен, çав илеме пăсакан сĕмсĕр фашистсем çинчен» калакан шухăшне малалла «сӳтсе явма» тытăнчĕ. Анчах хальхинче Алюша илтĕнмелле сăмах нимĕн те каламарĕ.
* * *
...Ваня Тарасова кĕлте урапине тиесе пама хăйсен бригадирĕ Варвари пулăшать. Яланах халаплама юратакан Ваня паян мĕн иртенпех чĕмсĕрленни бригадира кăшт тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕн пулнă сана, Ванюк? Эс ытти чух кунашкал чĕмсĕр марччĕ-çке? — ыйтрĕ Варвари.
— Нимех те пулман, шăл ыратать, — терĕ Ванюк хурлăхлă сасăпа. Вăл хăйĕн сасси çавăн пек мĕскĕн тухнăшăн хăйне ӳпкелесе те илчĕ. «Капла мана ачаш теме пултараççĕ», — шухăшларĕ Ванюк. Анчах Варвари çак «пĕчĕк паттăр» сăмаха урăх çĕрелле пăрса яма хăтланнине çийĕнчех сисрĕ, вара Ванюкăн кăмăлне текех пăсас мар тесе, урăх сăмах хушмарĕ. «Шăл ыратать, сан пек пĕчĕк ачан мĕн шăл ыраттăр-ха? Темле хуйхă пулнă-тăр?.. Халь ĕнтĕ кашнин хăйĕн хуйхи пур...» — шухăшларĕ Варвари.
Кĕлте урапин пуслăхне иккĕн туртса çыхсан, Ваня Тарасовăн лавĕ, майĕпен силленкелесе, мише тăрăх выртакан çул çинелле тухрĕ. Ĕнерхи каçранпа ăна çаплах пĕр шухăш асаплантарать. Вăл вăрçăри пĕчĕк паттăрсем çинчен нумай вуланă. Пĕчĕк партизан Александр Чекалин, нимĕçсен аллине лексен, çав ирсĕрсене чĕррĕн парăнман, хăй умне граната пăрахса, хăйпе пĕрле нимĕçсене те татăкăн-татăкăн вакланă. Таня... Олег Кошевой... Киев пионерĕ Костя Кравчук — сахал-и вĕсем, вилĕмрен хăраман паттăрсем! Вĕсем ман пек «шăл ыратать» тесе сӳпĕлтетмеççĕ. Акă манран паян пурте: «Ванюк, эс мĕншĕн капла чĕмсĕр?» — тесе ыйтаççĕ. Эпĕ хам чĕмсĕр пулнипе хамăн хуйха çынна кăтартатăп. Тепри тата мăн кăмăллă тесе шутлама та пултарать. Яланхи пек пулмалла, калаçмалла, кулмалла… Кулмалла?.. Калама çăмăл... Кулă тухмасан, мĕн тумалла-ха манăн?
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...