Хаярлăх вăрлăхĕ
Хурăнлăха паян ир-ирех хурлăхлă хыпар илсе çитерчĕ пурнăç хумĕ. Нина вилсе кайнă иккен. Слакпуçран телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ правление. Колхоз председателĕ Ивана чĕнтерсе илчĕ.
— Иван Михайлович, тархасшăн, каçарăр, эпĕ Сире çав тери хурлăхлă хыпар пĕлтеретĕп: Нина вилнĕ... — терĕ.
Иван хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, лаша çине ларса килне кайрĕ.
Çемье апатра иккен: тин çеç кăмакаран кăларнă аш кукăлĕ çисе лараççĕ. Иван пырса кĕрсенех аллине çурĕ, васкамасăр, пуçне чиксе сĕтел хушшине ларчĕ.
— Анне, — терĕ вăл. — Нина вилсе кайнă. Пытарнă çĕре каймалла.
Марье аппа пĕр сăмах чĕнмесĕр ура çине тăчĕ те турăш çине пăхса хĕрес хучĕ.
— Эй, çӳлти Турă, илтрĕн иккен эс манăн сăмахсене, хăтартăн пире çав хĕрарăмран, — терĕ.
— Анне, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, ачасенчен те аван мар, — хушса хучĕ Иван.
— Мĕн аван марри пултăр, ачасенчен мĕн пытармалли пур. Вĕсем пурпĕрех чăн-чăн амăшĕн ăшшине туйса курман, — мăкăртатрĕ Марье аппа.
— Мĕнле пулсан та Нина вĕсен амăшĕ, пытарнă çĕре пирĕн каймаллах, — татса хучĕ Иван.
— Ниçта та ямастăп ачасене, эсĕ те кайнă ан пултăр! Пытарĕç-ха. Пирĕнсĕр пуçне те...
Калаçу çакăнпа вĕçленчĕ. Иван тарăхса çитнипе пӳртрен тухса кайрĕ.
Пĕтĕм Слакпуç халăхĕ пухăннă масар çине. Виçĕ сехет хушши Хурăнлăхран пытарма килекенсене кĕтрĕç çынсем. Кĕтсе илеймерĕç...
3.
Çын хуйхи — çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те — манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă — çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
— Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç — санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та...
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варукçилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тейĕн: юратма та пĕлет, пичĕ-куçĕпе ытла ĕлккен пулмасан та, тахăш арçынна та пĕрре пăхса анăратма пултарать. Кăмăлĕпе — кĕрхи çанталăк: çавăнтах ыталаса илсе антăхиччен чуптăвать, çавăнтах, кăмăлне юраймасан, сăтăрса яма та именмест... Варука ăнланма питĕ йывăр, çавăнпа Иван сĕре асăрхануллă пулса пурăнчĕ унпа.
Хуçалăхсенчи çурхи-кĕрхи ушкăнпа тумалли ĕçсене пĕрле турĕç: малтан Варуксенне, пĕтерсен — Ивансенне.
Иван кăмăлĕ улшăнса пыни сисĕнчĕ: амăшне хирĕç те калаçкаларĕ, кăштах мухмăрласан — намăссăр сăмахсемпе те хăртма пултарчĕ. Хĕрĕпе ывăлне кăна вăл пуринчен те ытларах юратрĕ, вĕсемшĕн пурăнчĕ. Варук пекех, çын çине кăларасшăн, ура çине тăратасшăн.
Марье аппа Варука темиçе хутчен те курнă ĕнтĕ, çĕр улми акма- кăларма килсен е тепĕр чухне. Унăн кăмăлне те ăиланса илчĕ. Халиччен хире-хирĕç калаçу пулман-ха, питĕ асăрхануллă тытать хăйне Марье аппа Варукпа курнăçнă вăхăтра. Хуçалăхра карчăка йывăр пулсан та Иван пĕр- пĕр кун Варука хăйсем патне пурăнма илсе пырасран чĕтресе пурăнчĕ Марье аппа.
Пĕлместпĕр çав ыранхи пурнăçа — темĕн пулать? Телей кĕтетпĕр пулас малашлăхран. Варук икĕ ачине те салтака ăсатрĕ, ватă амăшĕ чирлесе çĕре кĕчĕ. Килти хуçалăха та, колхоз фермине те тытса пыма питĕ йывăр ăна. Унăн кăмăлĕ хуçăлчех, Хурăнлăха куçса кайма килĕшрĕ.
Çук, нимĕнле туй та тумарĕç вĕсем, хăнасем те пуçтармарĕç. Килти япаласене, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкне пурне те Ивансем патне куçарчĕç. Вырăнĕ нумай Хурăнлăхра, пĕтĕм кас выльăх-чĕрлĕхне вырнаçтарма пулать вĕсен картишĕнче. Иванпа Варук малти пӳртре, Наталипе Мишша вăтамминче, Марье аппа кайри пӳртре пурăнма тытăнчĕç. Апат-çимĕçе картиш варринчи пӳртре пĕçереççĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ те çавăнта пиçет. Варук валли ĕç тупăнчĕ Хурăнлăхра, сысна ферми заведуюшийĕ пулса ĕçлеме тытăнчĕ.
Наталипе Мишша лайăхах йышăнчĕç Варука хăйсен кил-йышне — аппа тесе чĕнеççĕ. Çĕнĕ çемье хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçларĕ.
Çуркунне, çĕр улми анисене сухаланă вăхăтра, пулса иртрĕ ку ĕç. Ял халăхĕ акана хатĕрленет: вăрлăх касать, удобрени сапать, кӳршĕ-аршăсем тин сухаланă анасен чиккисене палăртса тухнă. Варукпа кӳршĕ арăмĕ тăрăшсах йĕр туртаççĕ: пĕри ана леш пуçĕнче тăрать, тепри ун çинелле пăхса вĕтĕ-вĕтĕ утăмсемпе йĕр тăвать. Паллах, çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ йĕр тăваймастăн ĕнтĕ, кукăрăлчăкĕсем те пулаççĕ-тĕр.
Кăнтăрлахи апата кĕрсен Варук чӳречерен пăхать те — курах каять. Пăянамăшĕ те çĕр улми ани çинче темĕн аппаланать: чĕркуçленсе ларнă та саппун арки çине тăпра тултарать, тепĕр çĕре кайса тăкать, татах чĕркуçленсе ларать... Нимĕн те ăнланмарĕ-ха Варук, пăянамăшĕ пӳрте кĕрессе кĕтрĕ.
— Пăянам, мĕн чăхă пек чакаланатăн эсĕ ана çинче, ылтăн тупмарăн-тăр? — тесе ыйтрĕ лешĕ апата кĕрсен.
Марье аппа куçĕсене тавăрса пăрахрĕ.
— Сана нимĕн те кирлĕ мар, янтă çĕре пырса кĕтĕн те... Анасем хушшинчи чикĕ тӳрĕ мар пулнă вĕт, кукăрĕсем ытларах кӳршĕсен еннелле тухнă. Çавсене тӳрлетсе çӳрерĕм, тăприне хамăр ана çинелле куçартăм.
Варук чăтаймарĕ, ахăлтатса кулса ячĕ. Çак куна çитсе вĕсем кӳршĕсемпе çĕр уйăрса курман.
— Пăянам, çынна култарар мар-ха тăпрана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса. Пурне те çитет çĕр, кайран, çĕр улми лартса пĕтернĕ хыççăн, икĕ ана хушшинче хăйпе хăй пулса юлать вăл чикĕ, — терĕ кинĕ Марье аппана.
— Санăн ĕç çук унта. Пирĕн хуçалăхра хуçа пулма иртерех-ха. Эсĕ пирĕншĕн никам та мар, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ карчăк.
— Тархасшăн, эпĕ хуçа пулма шутламан та, шутламастăп та. Хăвна шеллесе çеç каларăм, çавă кăна. Кӳрентертĕм пулсан каçар тархасшăн, — терĕ кинĕ.
Калама каларĕ те Варук ку сăмахсене, çапах та, Марье аппа калани унăн чĕрине вырнаçмаллипех вырнаçрĕ, йĕппе чикнĕн туйăнчĕ.
Тепĕр кун, кăнтăрлахи апата таврăнсан, Варукпа Марье аппа хушшинче пĕрремĕш пысăк тавлашу пулса иртрĕ. Кинĕ хапха алăкне уçнă- уçманах:
— Эсĕ выльăх-чĕрлĕхсене шывсăр типĕтсе вĕлересшĕн-и? Килте пĕр тумлам шыв çук. Ĕçе кайиччен пушă савăт-сапана тултарса хăвар малашне, — терĕ вăл тулхăрса.
Ĕçри пăтăрмахсемпе кăмăлне пăсма ĕлкĕрнĕ Варук çапла каланине илтсен хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, аллине икĕ витре тытрĕ те пӳрт умĕнчи пусăран шыв йăтма тытăнчĕ: картишĕнчи, пӳртри савăт-сапана шыв тултарчĕ. Апатçимелли чашăк-тирĕксем, стакансем, черккесем таранччен шывпа тулса ларчĕç. Юлашкинчен, Варук, икĕ витре сивĕ шыва Марье аппа тăрăх ячĕ. Витрисене ывăтса ячĕ те фермăна тухса кайрĕ. Марье аппа çăварне карса пăрахрĕ те чул палăк пекех хытса кайрĕ. Кăштах тăнă хыççăн:
— Кăравул! Пулăшăр!.. — теме çеç пĕлчĕ.
Çак мыскара хыççăн Марье аппапа Варук уйăх пĕр-пĕрне чĕнмесĕр пурăнчĕç. Иван вĕсен хушшине кĕмерĕ. Нимĕн пулман пекех, пурнăç малалла шурĕ.
Раштавра Иванпа Варука леш касра пурăнакан кумĕсем хăнана чĕнчĕç. Каяс терĕ мăшăр, мĕн тунсăхласа ларас килте. Хĕллехи каçсем ахаль те вăрăм, çывăра-çывăра ывăнма пулать. Пӳрт алăкĕсене тул енчен питĕрчĕç, Марье аппана, ачисене çĕр варринче вăратас мар терĕç. Самаях пулчĕç вĕсем хăнара, хĕрĕнкĕленчĕç те.
Кушак пек, пĕр сасăсăр кĕчĕç пӳрте, салтăнса вырăн çине выртрĕç. Эрех ĕçсе шĕвелнĕ юн выртнă-выртман çывăрттарса ямарĕ пулмалла мăшăра. Иванпа Варук вăрттăн лăх-лăх кула-кула пĕр-пĕрин çумне çыпçăнма тытăнчĕç, юрату вăййине пуçласа ячĕç...
— Намăссăрсем! Сире тăватă ача çитмест, тепĕр ача çуратасшăн! — илтĕнсе кайрĕ пӳртри шăплăха çурса кравать айĕнчен Марье аппа сасси.
Иванпа Варук хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнсах ларчĕç, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Мĕн пулса иртнине ăнкарса илчĕ те Иван, тумланмасăрах сиксе тăчĕ. Çутă çутмасăрах амăшне хăйсем çывăракан кравать айĕнчен сĕтĕрсе кăларчĕ, алă вĕççĕн йăтса кайса кайри пӳртри кравать çине çӳлтенех пăрахрĕ.
Наталипе Мишша та сасăпа ыйхăран вăранма ĕлкĕрнĕ:
— Атте, мĕн пулнă аннене, мĕншĕн кăшкăрать вăл çĕр варринче? — ыйтрĕ Натали ашшĕнчен.
— Нимĕнех те пулман, çывăрăр, усал тĕлĕк тĕлленнĕ курăнать, — терĕ те ачисене витсе, алăксене хупса мăшăрĕ çумне кĕрсе выртрĕ.
Варук, шăннă выçă йытă пек, чĕтресе выртать, пĕр сăмахта чĕнеймест. Иван ăна лăплантарма тăрăшрĕ, ачасем вăраннине систерчĕ. Çук, канлĕн çывăрасси пулмарĕ кĕçĕр Иванпа Варукăн.
Çутăлсан та калаçмасăрах кам ĕçе, кам шкула тухса утрĕ, ирхи апат çиесси те пулмарĕ. Марье аппа вырăн çинчен тăмарĕ, пурте тухса кайсан çеç тăрса тумланчĕ те картишне тухрĕ. «Кăтартăп эпĕ ăна манăн килте хуçаланма, кăтартăп! Çак мыскара хыççăн писетех вăл пирĕн çемьерен, тухса каятех каялла», — мăкăртатса çӳрерĕ вăл выльăх-чĕрлĕхсене пăхнă май.
Варук ĕçре те хăйне хăй лăплантараймарĕ. Мĕн çинчен кăна шухăшламарĕ-ши вăл: килне пăрахса Хурăнлăха куçса килнĕшĕн те ӳкĕнчĕ, ыранах каялла кайма та шухăш тытрĕ... Çук, уйрăлаймасть вăл Иванран, уйрăлаймасть. «Тен, Ивана уйрăлса тухма ӳкетлес?» — пырса кĕчĕ унăн пуçне пĕр шухăш.
Киле таврăнса каçхи апат пĕçерчĕ, ачасене апатлантарчĕ. Иван ĕçрен таврăнман-ха. Марье аппа çав кунран çемьепе пĕрле апата лармарĕ. Юри ывăлĕ таврăннă çĕре типĕ çăкăр çисе ларса та пăхрĕ, чирлем пекки те турĕ. Çук, калаçмарĕ унпа Иван.
— Иван, — терĕ Варук апат хыççăн. — Атя пирĕн пата таврăнатпăр. Эпĕ чăтса пурăнаймастăп урăх, мĕнле те пулин хăрушă ĕç туса хума пултаратăп, — йăлăнчĕ вăл йĕре-йĕре.
— Чăтмах тӳр килет, Варук. Çынсем мĕн калĕç? Натали кăçал вăтам шкул пĕтерет. Мишша та ӳссе çитнĕ ĕнтĕ, каччă пулнă темелле. Санăн ачусем те салтакра, тепĕр çултан асли таврăнмалла, — терĕ Иван Варука пуçĕнчен шăлса.
...Хĕл кăçал ытла сивĕ, типĕ килчĕ. Çавăнпа та çуркуннене аран- аран кĕтсе илчĕç ял çыннисем. Çут çанталăк вăранса симĕс тумне тăхăнчĕ, улма-çырла йывăççисем шурă пĕркенчĕк айне пулчĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...