Хурăç шанчăк


Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла:

«Çук, çук» теекен улталанĕ,

Кам «çук» тет, ун чунĕ — чăлах.

 

Унччен-ха — айван пек çĕршывăм,

Унччен-ха — чăваш ыйăхлать.

Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн —

Паян чĕрĕлсе тăрасла...

 

Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ

Çĕре чечекленĕ чухне

Кам курнă çанталăк илемĕ

Пăрпа пăрланса шăннине?

 

Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр

Ăш еншĕн сикен чĕрене,

Хăюллă куçпа палăртатпăр

Çĕн кун вутланса килнине.

 

Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн,

Хăюлăх юрри кĕвĕле —

Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,

Ăна тĕл пулса илмелле...

 

Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,

Таçта аслатиллĕ саспа

Юратнă çĕршывăн хăвачĕ

Часрах вăранасшăн тапать...

 

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем,

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен.

 

Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,

Ыран-и, паян-и вăл? — Час...

Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;

Кам «мар» тет, çав — суккăр, чапрас.

 

Ыран-и, паян-и... тĕреклĕн

Вутланĕ çĕршывăм чĕри,

Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ

Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.

 

Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла.

Кам хирĕç калаçĕ — улталĕ,

Кам «мар» тет, ун чунĕ — чăлах.

 

1921 ç. авăнăн 20-мĕшĕ

Кейӳ

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


такам (2016-11-23 07:04:15):

Кам та пулин çакна вулать ши? Мĕншĕн шанчăк "ХурĂç", тен "Хурçă"?

 

Agabazar (2016-11-25 03:54:12):

Такам Хоспочын, сăвва авторĕ мĕнле çырса пичетлесе кăларнă, халĕ те çапла халăх хушшинче сараççĕ. Ку — текстологи азбукки. Енчен те тем сăлтавапа автора "тӳрлетме" тивет пулсан, кун пирки ятарласа палăртаççĕ. Çеçпĕл Мишши хăй "хурçă" мар, "хурăç" тенĕ. Литературăлларах мар та, анчах мĕн тăвăн? Автора, уйрамах вăл Çĕçпĕл хăй пулсан, хисеп тăвас пулать.

 

Agabazar (2016-11-25 16:57:28):

"Хурăç*" тĕлĕнче çăлтăр палли лармалла та, пруфлинкпа ăнлантармалла: Çеçпĕл Мишши ХĂЙ çапла çырнă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: