Атăл ывăлĕн юрри
Ачаран эп Атăлта
Пулă евĕр ярăннă.
Ун хумне пур кăмăлтан
Юратса эп парăннă.
Атăл сывлăшĕ мана
Çитĕнтерчĕ çирĕппĕн.
Чăпăл турĕ — ӳс кăна
Çутă хум пек ирĕккĕн.
Çитмĕл çич çĕрте çӳрем,
Атăлтах — ман кăмăлăм.
Ун ытамĕнче чĕрем,
Эх, тапать-çке çăмăллăн!
Ĕмĕр Атăл хĕрриче
Савăк юрă юрлăп эп.
Йывăр килнĕ кунсенче
Атăл пулчĕ улăп пек.
Хирĕç çапрĕ тăшмана
Унăн харсăр тăвăлĕ.
Пырса кĕчĕ Берлина
Паттăр Атăл ывăлĕ.
Аслă Атăл хумханать
Ирĕккĕн те тарăннăн.
Тăван çĕршĕн яланах —
Пурнăç юн тымарĕ вăл.
Кун пек ырлăх тĕнчере
Тек ăçта тупайăн-ши?
Эп телейлĕ ĕмĕрех
Çакăнта çуралнăшăн.
Атăл панă вăйпала
Эс ăçтан-ха ватăлăн!
Кăкăрта ман вăй вылять
Çутă хумлă Атăлăм.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...