Çамрăк юлташăма


Тăван комсомола халаллатăп

 

Чăваш комсомолĕ,

Эс утмăл çулта,

Анчах маншăн ĕмĕр

Эс — çамрăк юлташ.

 

Нихçан нимле ватлăх

Сана авас çук,

Ан тив, иртсе кайтăр

Çĕр çул е пин çул.

 

Санпа эпĕ ӳснĕ,

Вăй илнĕ санпа,

Ялан çирĕп утнă

Пĕр тĕрĕс çулпа.

 

Çуралнă çĕн пурнăç —

Чăн ирĕк тĕнче

Хăватлă Октябрĕн

Вут-çулăмĕнче.

 

Мăнукăм ыйтать халь:

— Кам пынă малта?

Ăна эп калатăп:

— Шинеллĕ салтак!

 

Салтакĕ те пулнă

Ку çĕнĕ йышши:

Вăл — пирĕн поэтăмăр

Çеçпĕл Мишши.

 

Арканнă хуçалăх,

Хăруш выçлăх çул...

Эпир çула тухнă

Шăпах çавăн чух.

 

Пухса кирпĕчшерĕн

Унтан та кунтан,

Хăпартнă, çĕкленĕ

Тăван кил-çурта.

 

Пулман чăваш çĕрĕн

Индустри тени.

Кĕç илтĕнчĕ вăл та

Ӳссе кĕрлени.

 

Ума тухса выртрĕ

Тем пысăкăш план,

Кун пек тĕлĕнтермĕш

Нихçан та пулман.

 

Тавай, пилĕкçуллăх,

Уттар малалла,

Кăтарт эс хăюлăх

Чăн комсомолла!

 

Çĕршыв тĕрекленчĕ

Чăн-чăн улăп пек.

Малтан мала утрĕ

Хастар уттипе.

 

Анчах та сасартăк

Каçхи шăплăхран

Çĕршыв çине сикрĕ

Ултавлă тăшман.

 

Тискеррĕн алхасрĕ

Фашизм вутпа.

Вăрçа тухрĕ халăх

Мĕнпур хăватпа.

 

Эпир вăя хутăмăр

Фронтшăн йăлтах.

Пур çамрăк йыш пулчĕ

Пĕр паттăр салтак.

 

«Чăваш комсомолĕ», —

Тытса çав ята,

Хаяр бронепоезд

Ăсанчĕ фронта.

 

Самант асилетĕн

Çав вăрçă кунне —

Вĕçевçĕ Орлов ак

Тухать куç умне.

 

Ытти паттăрсем те

Унта сахал мар.

Чĕнсессĕн, тăраççĕ

Карах юнашар.

 

Мĕн чул килеймерĕç

Тата вăрçăран...

Чĕремĕршĕн юлчĕ

Яланлăх суран.

 

Анчах пирĕн халăх

Усмарĕ пуçа,

Юсарĕ, çĕнетрĕ

Тĕпрен пурнăçа.

 

Тăван комсомолăм

Ялта, хулара

Ĕçлет, тăрăшать вăл,

Вут-хĕм кăларать.

 

Ав кур, Николаев,

Хастар Андриян,

Ик хут вĕçсе çитрĕ

Çут çăлтăр таран.

 

Çапла, космосра-и

Е пултăр ялта

Чăн-чăн комсомолец —

Ялан вăл малта.

 

Ак Павлова Надя, —

Епле хĕмленсе,

Ташлать вăл чи аслă

Сцена çинче.

 

Эпир нихăçан та

Пĕлмен ватăла.

Картса пĕвелерĕмĕр

Мăн Атăла.

 

Хавассăн юрлатпăр

Вăй-хал паттăртан.

Тухать улăп трактор

Гигант-заводран.

 

Çитет пур çĕре те

Яш çыннăн алли.

Сăн-питĕнче унăн

Хаваслăх палли.

 

Чăваш комсомолĕ,

Эс утмăл çулта,

Анчах маншăн ĕмĕр

Эс — çамрăк юлташ!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: