«Суха лаши те, туй лаши те пур...»
Ф.И.Мадуров шепсута
Суха лаши те, туй лаши те пур,
Хăшне хăçан кӳлессине чухлаттăмăр —
Нихçан эпир юлман пăрахăçа!
Хамăр маттур чухне утсем маттур,
Анчах суха мĕнне пĕлмен те пур —
Çавна туй лашине тыттартăмăр...
Ĕçпех виçетпĕр хамăр пурнăçа,
Сухамăр тарăн, анисем те аслăччĕ,
Татах, татах ĕçлессисем нумай!
Çапах çĕклер-ха усăннă пуçа,
Кăшт кантарар-ха ывăннă куçа,
Ахалĕн, темĕн, çутă пĕлĕт касăлчĕ.
Тăвăл хирет пирĕн хире самай,
Тулли пучахлă анасемĕр авăнчĕç,
Курсамччĕ! Хамăр туй ачи таптать!
Каçăр пуçне тăратнă, ахтур, кай!
Пуласшăн пĕкĕрен çӳлте пĕрмай...
...Мухтанакан туйра пăс ямĕччĕ...
1999, чӳк, 15.
Çеçпĕл Мишши 100 çулĕн кĕреки,
Канаш çулĕ, «Пучах» апаткил.
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...