Ыйăх вĕçсен çырни
Çĕр çинче халь те пур-ха ун пек вырăнсем;
халь те йĕплĕ пралук речĕсем,
тутăхса кăнтараççĕ таçти вăрманта,
(Ай рифми те çапла, тупата:
тĕрлĕ çĕрĕш, тискер тунката.)
Хресченсем пек ĕçленĕ çынсем вăрçăра;
йĕррисем — халь те пур-мĕн вара:
дзочĕсен хӳмисем — платниксем тунă пек!
(Хĕрĕх çул — çĕрĕпе, кунĕпе
сас та çук, чун та çук... Йĕп-йĕпе...)
Арăмне, ачине ыталанă алсем
халь ăçта-ши?.. Ăçта — тумĕсем?
Сухара тарпа пиçнĕ хул-çурăм ăçта?
(Хам ятран эп ыйтам-ха тата:
ман атте хăш çĕрти вăрманта?)
Пĕр мел пур упрама: ассенче халь сире,
Трахвиме, Миккуле, Петĕре
ватă аннĕр лăпкать, — халь те эсĕр — яшсем...
(Ачаллах асăнаç — ачăрсем,
хăшĕсем халь — сиртен аслисем...)
Пур тата — ассене кĕреймесĕр юлни! —
Аттăн пĕтнĕ йĕрри, хĕрĕн туйсăр
юрри пăтрашать тӳпери турă мар турăра!
(Ай юррийĕн пуçламăш вара —
тахçанхи Çĕньялта, Нăрвашра...)
Амăшне, йăмăкне ыталанă алсем
халь ăçта-ши? Ăçта — тутрисем?
Вырмара тарпа пиçнĕ хул-çурăм ăçта?
(Хам ятран эп ыйтам-и тата:
ман пиччем хăш çĕрти вăрманта?)
Çав лăпланнă сассемшĕн-и пултăр ман çас...
Пурнăçа — вĕсем суннăн тăвас:
илемне хӳтĕлес — чĕрери çутăпа!
(Хам каланăччĕ—яш кăмăлпа:
пĕтĕм пурнăç вăл — çакă тупа...)
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...