Ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă
«К.В. Ивановпа юнашар пĕр партăрах, малти партăран шутласан, виççĕмĕшĕнче, Тимофей Семенов ларатчĕ. Ман вырăн вĕсен умĕнчи партăраччĕ. Тимофей Семенов шурăрах питлĕ ача, пĕвĕпе Ивановран кăшт çӳллĕрехчĕ, çулĕ те унăн ытларах пулнă. Т. Семенов çийĕнче яланах тенĕ пекех симĕс çитса кĕпеччĕ, урисенче çăпата. Пирĕн класри ачасенчен атă тăхăнса çӳрекенни пĕр сакăр ачаран ытла пулман, ыттисем пурте çăпатапа çӳренĕ.
Тимофей Семенов та, Константин Иванов та кĕнекесем нумай вулатчĕç, халапсем калама та, итлеме те юрататчĕç».
Константин Иванов «Çырнисен пуххи» кĕнекере те Г. Ильинăн асаилĕвĕсене пичетленĕ: «Çавăн чухне Дон-çи Ростовра «Донская речь» хаçат издательствинче тухакан 3 пуслăх тата 5 пуслăх кĕнекесене Чĕмпĕрти магазинсенче сутатчĕç. Унта М.Горькин, Л.Н. Толстойăн, Л.Андреевăн, А.Серафимовичăн, В.Вересаевăн тата ытти вырăс писателĕсен пĕчĕк произведенийĕсем пичетленнĕ. Çав кĕнекесене Семенов, хăй чухăн пулин те , яланах сутăн илсе вулатчĕ. Иванов та вăл кĕнекесене нумай вуланă.
Хĕллехи каçсенче К.В. Иванов, Т.Семенов тата ыттисем те коридорта çунакан кăмака умĕнче Иван хуралçăн юмахĕсене, халапĕсене итлеме пухăнатчĕç. Хăш чух вĕсем хăйсем те мĕн те пулин каласа паратчĕç».
Г.Ильин икĕ поэтпа вĕренни çинчен яланах каласа кăтартнă. Тĕслĕхрен, «Константин Иванов» фотоальбом кĕнекери умсăмахра (Чувашское книжное издательство. Чебоксары, 1972), «Иван Яковлевич Яковлев» фотоальбомра (1971) ватă учитель пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшĕсем еплерех тумланса çӳрени çинчен пĕлтерет.
«В подготовительном классе мальчики одевались всяк по-своему. Почти все носили рубашки из белого или красного ситца, или же из домотканого полотна, мальчики обували новые или поношенные сапоги, а некоторые ходили в лаптях. Осенью или весной одевали кафтаны, халаты или пиджаки. Зимой одевали пальто (на вате), носили валенки. Ходовыми головными уборами были шапки и картузы.
Взрослые ученики вторых и третьих классов одевались еще лучше. У них была форма, в основном, одинаковая форма: черная блуза, подпоясанная широким ремнем, некоторые поверх блузы одевали жилеты или пиджаки. Зимой они надевали картузы, башлыки или шапки, начищенные до блеска, а некоторые из них в грязь и слякоть поверх сапог одевали даже галоши. Зимой же больше носили пальто или бобриковые чапаны».
(Из воспоминаний Г.И.Ильина. Славный сын чувашского народа. стр.171-172. Чебоксары. 1948 ).
Çĕршывра революции юхăмĕ палăрсан Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсем те революциллĕ тăвăлпа сывланă. Вĕренекенсем Кочуров хушаматлă реакционер-учителе шкултан кăларса яма ыйтса петиции çырса панă, анчах та вăхăт иртнĕ, Кочуров хăй вырăнĕнчех юлнă. Пăлхавлă класрисем Кочурова кăларса сирпĕтме ыйтса татах тепĕр петиции çырнă. Георгий Ильич ку списокра 13-мĕш, вăл Ильин Егор тесе алă пуснă, Константин Иванов — 10-мĕш.
Кун пулăм пирки Константин Иванов «Çырнисен пуххи» (Шупашкар-1957, 438 стр.) кĕнекере Георгий Ильичăн асаилĕвĕсене çапларах çырса кăтартнă:
«...пирĕн класри ачасем Д. Кочуров çинчен, вăл отметкăсене тĕрĕс мар лартать, чăваш ачисене чакарса парать, чăвашсене кураймасть тесе калама пуçларĕç. Каярахпа класри ачасем вĕренӳ предмечĕсене, вĕсен программисене улăштарма, Кочурова шкултан кăларса яма петици хатĕрле пуçларĕç. Забастовка тăвас умĕн пĕр уйăха яхăн пирĕн класс шавласа, кĕрлесе, революци хумĕпе çĕкленсе пурăнчĕ.Эпир пурте каçхи заняти вăхăтĕнче революциллĕ юрăсем — «Варшавянка», «Марсельеза», «Красное знамя», «Народовольческий гимн», «Первомайский гимн», «Дубинушка», «Солнце всходит и заходит» юрласа, митингсене итлесе вăхăта ирттеретпĕр. К.В. Иванов та ытти ачасенчен уйрăлмасăрах тăрса пĕрле юрлатчĕ, петиции çине те алă пусрĕ. «Вставай, поднимайся, рабочий народ» сăмахсене те К.В. Иванов вырăсларан куçарса хунă, вăл «Марсельезăн» припевĕ пулнă. Çапла эпир кашни кун каçхи занятисенчи вăхăта, революци шухăшĕсемпе пуçĕпех çĕкленсе, йĕри-тавра реакции вăйлана пуçланнине пĕлмесĕр, ăна шута илмесĕр, шавласа, хавхаланса ирттереттĕмĕр...
И.Я. Яковлев инспектора петиции парса забастовка пуçлансанах, класри ачасем вĕренме пăрахрĕç. И.Я.Яковлев пирĕн класа пырса кĕчĕ. Ачасем пурте харăс, забастовка пуçланнине палăртса, класран тухса кайрĕç. Çав каçхине шкул çурчĕ çине хĕрлĕ ялав çакнă та, вăл çĕрĕпех унта ялкăшса тăнă. Татаркасри ача Ферулев спальнăри кĕтесри Микул турра персе антарчĕ».
Унчченех асăнтăм ĕнтĕ, ăна та 1907-мĕш çулта революциллĕ пăлхава хутшăннăшăн ыттисемпе пĕрле, вăл шутра Константин Иванова та,Чĕмпĕр шкулĕнчен кăларса янă.
Константин Иванов поэт вилнине илтсен Георгий Ильич унăн тăван ялне кайса килнĕ, каччăн амăшне лăплантарнă, поэт çуралнă ялта пулнă пирки вăл яланах ăшшăн аса илнĕ.
Ваттисем ăна хăйне те ăшшăн аса илеççĕ. Георгий Ильин хăй вăхăтĕнче шкул лесничестви йĕркелесе хăварнă, шкулта пысăк сад ĕрчетнĕ. Сывлăх енчен те çирĕп пулнă, час-часах 25 çухрăмри Чутая çуран çӳренĕ. Хĕлле вакăра шыва кĕрсе ял халăхне тĕлĕнтернĕ, вĕри мунчаран тула тухса юр çинче йăванса кĕнĕ. Заочниксене час-часах математикăпа, нимĕç чĕлхипе контрольнăйсем туса пулăшнă, вĕренме каякансене укçапа пулăшнине те ас тăваççĕ ăна паллакансем. Иван Яковлев та хăй шучĕпе студентсене вĕрентнĕ-çке, унăн мĕншĕн аслă вĕрентекенĕмĕр пек пулас мар? Хăй вара укçаран нихçан та катăк тăман.
Эрех ĕçмен, чĕлĕмпе аташман вĕрентекен 91 çул хушши пурăннă, пĕр чирлемесĕр, пач больницăна каймасăр: «Тем шăнтса пăрахрĕ-ха», — тесе хăй çуралнă Егори кунĕнче каç енне куçне хупнă.
Документсемпе паллашнă май , ман ума И.Я. Яковлев халалĕсене кунсерен, сехетсерен пурнăçа кĕртсе пурăннă учитель тухса тăрать.Чăваш халăхне панă халала пурнăçлакан, ял-йыш хушшинче, ĕçре яланах кăмăлĕпе палăрса тăнă этем, Яковлев вĕрентекенĕ Георгий Ильич Ильин халăх асĕнче яланах палăрса тăрĕ. Унăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕхех историре ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.
Григорьева И. В. (2015-01-20 20:28:42):
Питĕ вăйлă очерк. Пĕр сывламасăр тенĕ пек вуласа тухрăм. Тавтапуç, Галина Зотова!Вулакансем патне çавăн пек çынсем çинчен çырса çитернишĕн! Татах та нумай хайлавсем çырса пире савăнтарăр Çирĕп сывлăх Сире!
Светлана Яруткина (2015-01-20 20:47:30):
Галина Вячеславовна пултарулăхĕнчен питĕ тĕлĕнетĕп. Хисеплĕ тавра пĕлӳĕçĕ истори докуменчĕсене тĕпчеме те вăхăт тупать. Хайлав килĕшрĕ. Вăл Георгий Ильич пекех талатлă Çын! Ăнăçу пултăр Сире, Галина Вячеславовна!
Иванова И.В. (2015-05-16 11:28:15):
Галина Вячеславовна хайлавĕсене вуласа тăратăп. Тĕлĕнмелле пултаруллă çын вăл. Хайлав килĕшрĕ. Тавтапуç, Галина Вячеславовна.
Ираида (2018-01-21 15:45:39):
Тав сăмахне тивĕç автор, пысăк ĕç туса ирттернĕ.