Асӑрханӑр: пахчара — мина!
Çулĕ самаях пулин те пилĕк авмасăр пĕр кун та иртмест Акреппин аппан. Вăй çук тесе нихăçан та «чĕриклетмест» вăл. Пĕрех май кăштăртатать кил хушшинче. Ахальтен мар ĕнтĕ кил-çурчĕ те, пахчи те тирпейлĕ унăн. Ĕçченĕн ĕçĕ куç умĕнче, ял-йыш хисеплет ăна. Çуркунне тĕлне тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтерет, тухăçĕ те çулсерен савăнтарать. Хăярĕсем! Пĕчĕк сысна çурисем пек выртаççĕ шултраскерсем йăран çинче. Татса пĕтерессĕн туйăнмасть йышлăскерсене. Анчах мĕн тăвăн, пур çав «пулăшакансем» — пахча вăррисем. Çимĕçĕ йĕкел пек пулсанах куç илми сăнать йăрана вĕтĕр-шакăр, пахча çывăх-ĕнчех явкаланса çӳреççĕ чеереххисем. Мĕн чухлĕ тарăхтарман-ши вĕсем кинемее! Çĕпĕр çар округĕнчи ывăлĕ отпуска килсен çеç лăпланаççĕ йĕксĕксем. Кинемей ывăлĕ ахаль-махаль çын мар вĕт. Офицер! Патвар Пантелей хăшне те пулин ярса тытинччĕ...
Çимĕçне вăрланинчен ытла çеçкине хуçни-ватни, таптаса-çĕмĕрсе çӳрени пăшăрхантарать Акреппина. Кашнин пахчинчех çитĕнет ĕнтĕ хăяр, унăн тутлăрах-ши вара? Е шултрашăн ытараймаççĕ-ши? Сăтăрçăсен алли кĕçĕтет пулас пĕччен кинемейĕнне çаратмасан.
Макçăм пек ăста та чее пахча вăрри ялĕпе те çук-тăр. Унăн хăйĕн меслечĕ. Йăран тăрăх йăваланса шултрисене кĕлеткипе тĕрĕслет вăл. Унтан хăярсене хăпăл-хапăл татса хĕве тултарать те — шăвăнать пахчаран. Никам та сисмест пăшатана. «Макçăмăн ĕнси те куçлă», — мухтаççĕ юлташĕсем. Ача-пăча хушшинче пушшех сисĕнет ку: хăшĕ-пĕри, асли вырăнне хунăн, лăпкăн, асăрхануллăн сăмах хушать ăна. Ахальтен мар пуçтахсенчен ытларахăшĕ «ухутана» унпа çеç каясшăн. Ăнăçăва та пĕрле паллă тăваççĕ вĕсем. Пĕр-пĕр улах вырăна пуçтарăнаççĕ те хăяр çине тăвар сапса хура çăкăрпа «авăртаççĕ» кăна. Унашкал тутлă апат урăх çук тейĕн шăпăрлансемшĕн. Шыв ĕçмелли савăтне те хăяртан ăсталаççĕ: хăвăллатаççĕ те — стакан хатĕр. Эх, вăй хушăннăнах туйăнать хăяр сĕткенĕллĕ шыв тутансан!
Уйра, уçă сывлăшра чупса-выляса, хырăм хăвăрт выçать. Пĕррехинче, каçа хирĕç, ачасемпе ĕне çитернĕ чухне çывăх тусне Валюша Макçăм хăлхаран темĕн пăшăлтатрĕ. Лешĕ унпа килĕшсе пуçне сĕлтрĕ. «Эпир çиччас килетпĕр. Пирĕн ĕнесене ас тăвăр», — ыттисене асăрхаттарса иккĕшĕ ял енне таплаттарчĕç. Тӳрех Акреппин аппан анкартине тĕллерĕç. Пăхаççĕ: карта çинче шултра сас паллисем курăнаççĕ. Мĕн çырнине вуласан хăйсен куçĕсене хăйсем ĕненмерĕç «паттăрсем»: «Пахчана кĕме юрамасть. Мина лартнă», — тенĕ унта.
— Темскере систерет ку. Куна карчăк хăй çырман. Майор таврăннă пулас. Унта кĕместпĕр паян, — пĕр шухăшлă пулчĕç пăшăлтисем.
— Каялла каяр-и?
— Ыттисен картисем çинче çырман вĕт. Атя, малалла! — юлташне çурăмран шаплаттарчĕ асли. Хăй тепĕр пахчана сăнарĕ. Маркки маткин тĕрлĕ йывăçлă анкартине вăшт! турĕç никам куриччен.
Ку хутĕнче ĕç ăнчĕ. Вĕтĕ хăярсем çеç çакланчĕç пулин те Валюш кăмăллă. Макçăм шарламарĕ. «Акреппин аппан пĕр хăярĕпех хырăм панк пулать те...» — шухăшларĕ вăл.
Килнĕ çулпах каялла вĕçтерчĕç вăрăсем. Шиклĕскерсем васканипе сисмен те Акреппин анкартийĕ тĕлне çитнине. Хура пĕлĕтсем капланса килнине те...
— Атя тĕрĕслесе пăхатпăр минăна, — кăлт тĕкрĕ тусне Макçăм. Хайхи пахчана муклашкасем вăркăнтарчĕç те — тара пачĕç айккинелле. Çул енне пăрăнчĕç çеç... йăлтăрт! вылярĕ çиçĕм, шатăрт! турĕ аслати. Тавралăх кисренсе янăрарĕ. Шартах сикнĕ Макçăмпа Валюш çĕр çумне лап! выртрĕç, пĕр-пĕрин çине чăрлаттар-са пăхрĕç.
— Эпĕ м-мина сирпĕнчĕ тесе, — чĕтре-чĕтре пăшăлтатрĕ Валюш. — Вăт сана уяр кун!
Йăлтăр-ялтăр, çатăр-çатăр! турĕ таврара татах. Пăт-пăт! ӳкрĕç шултра тумламсем.
— Асламас куçĕ хĕм сапать. Тарар часрах! — куçне хĕмлентерчĕ Макçăм. Сехри хăпнăскерсем сиксе тăчĕç те малалла ĕрĕхтерчĕç. Çул çине вĕтĕ хăярсем выртса юлчĕç...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...