Юнкун тӗлӗкӗ
Тем çинчен те калаçрĕç, сăмахпа-шухăшпа таçта та çитсе çапăнчĕç, ĕлĕкхине, яш чухнехи вăхăтсене аса илчĕç. Çапла вăл туссем пухăнсан: шӳт çине шӳт. Сăмах-юмахăн вĕçĕ çук. Ӳкĕте кĕртрĕç-кĕртрĕçех пулас кинне. Çитес эрнере ытти тăвана пухас тесе калаçса татăлчĕç те ялалла уттарчĕç. Килне çитсе кĕреймерĕç, ял варринчех хăрушă хыпар пĕлтерчĕç: юнашар пурăнакан Коля ывăлне, хайхи Гриша салтака, Чечняра вĕлернĕ хыпар çитнĕ яла. Ыран мар тепĕр кунне тупăкри салтака хăйне те яла илсе килмелле-мĕн.
Виççĕшĕ те тӳрех кӳршисем патне кĕчĕç. Тĕрĕсех иккен усал хыпар. Тупăка кĕрсе выртнă тет тин вунтăххăр тултарнă каччă, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ыран çĕнĕ масар вырăнне пачăшкă Турă шывĕ сапса тасатма, кĕлĕ вулама килет теççĕ. Гришăсем патĕнче çын чылай, хуйхă та куççуль пӳрт тулли. Гриша масар пуçĕ пулать, çĕнĕ масара кĕрсе выртакан пĕрремĕш виле. Ваççа куçĕ умне юнкун ирпе курнă тĕлĕк тепре тухса тăчĕ. Шăп çав арçынсем ĕçленĕ вырăнта пулать масар варри, Гришăн вилтăприйĕ. Вăт ан ĕнен тĕлĕке кун хыççăн, епле ĕненмĕн?
Çитрĕ тупăк, çĕнĕ масар варрине пытарчĕç Гришăна, карта тытса çавăрасса кĕтмерĕç.
Виле хыççăн каймалла мар. Эрне ним мар иртсе кайрĕ, икĕ машинăпа кайса илчĕç Верăна Ваççасем. Чылай пулатчĕ килĕнче уявра-мĕнре эрех-сăра юхманни, тăванĕсене тавсси курки ĕçтерменни. Пурте пухăнчĕç ашшĕ-амăшĕн килне çĕнĕ мăшăр хушшинчи килĕшу хĕлĕхне сыпма, иккĕшĕ те пĕр çăвартан сывласа пурăнмалли, пурнăçа пĕрле çавăрмалли икĕ туса пĕрлештерме. Тен, Турă çапла çак таранччен иккĕшне ик енче аташтарса çӳретрĕ-çӳретрĕ те тĕл пултарчĕ вĕсене.
— Аппа-пиччесем, ан писĕр тăван килтен, килсех çурĕр. Ан тирке ĕнтĕ мана, Вера, пурăнсан хăвах куран, сана тивĕç пулма тăрăшап, — тет савăнăçпа тулнă ват хусах.
— Вася, ун пек ан кала-ха. Тиркеме терĕ... Анне мана çамрăк чух кашнинчех сирĕн аппу-пиччӳсем вĕреннĕ çынсем, кĕртес тейĕç-и вĕсем сана хăйсен килне тесе хăрататчĕ. Ак килĕ те салтакран хулана вĕренме тухса кайĕ, хула майри тупса таврăнĕ тетчĕ. Эсир вĕт питĕ туслă. Эп сан аппу-пиччӳсене куçран пахма вăтанаттăм. Вĕсем килмен тесрен тахçантан пĕрре килсе курăнса каймаççĕ, сана пулăшасчĕ, тăвасчĕ тесе тăтăшах çӳреççĕ. Сирĕнни пек çемье ялĕпе те урăх çук. Пĕтĕм ĕçе пĕрле тăватăр, пулăшсах тăратăр пĕрне-пĕри. Сире епле килĕштермĕн? Килсех çӳрĕр, тăвансем, ан пăрахăр пире.
— Хула мана нихăçан та туртман. Тăвăр унта мана. Эп мĕнле пурăннине ял пĕлет. Этем ретĕнчен тухнă тенине илтменччĕ-ха ку яхăна çитсе, пĕччен пулсан та. Кĕр кĕрлесе тăракан хула шавĕнче аташсах каяп эп. Мансăрах мĕн тери халăх хĕвĕшет те унта, мĕн хирĕç пулаканĕ перĕнсе-сĕртенсе иртсе каять. Маншăн ялтан пахи çук.
Тем пек каласа кăтартас килет Верăн хăй мĕнле Уйкас кинĕ пулса тăнине, веç, пĕтĕмпех калас килет, анчах ăнланĕ-и ăна çĕнĕ упăшки, кĕвĕçу хурчĕ кăшламĕ-и ун чĕрине? Ирĕксĕр качча кайрĕ, арăм пулчĕ, хĕрпе ывăл çуратса ӳстерчĕ, анчах пуç тӳпи таран тӳпелесе памарĕ шăпа тени ырлăхне. Ултă çул каялла чирлесе вилнĕ упăшкине пытарчĕ, икĕ çул каялла Мускава ĕçлеме кайнă ывăлне тупăкра илсе килчĕç. Çамрăклах пăрахса хăварчĕ упăшки Верăна, çав уйăхрах мăнукĕ çуралчĕ. Хăшĕ телейлĕрех ĕнтĕ вĕсенчен, пĕрин çĕр çинчи асапĕпе хуйхи-суйхи пĕтрĕ, теприн пуçланман-ха. Хальччен те пĕлмест Вера ывăлĕ мĕнле вилнине. Ăна хăйсем ĕçлекен вырăнтан инçе мар тупса палланă юлташĕсем. Хуçăлман шăмă юлман тет. Хуçрĕ хуйхă, аврĕ хĕрарăма. Кинне вара: «Йĕркеллĕ арçын тупăнсан эп хирĕç мар, пĕрлешĕр. Хăвăн телейна тупăн тен. Ĕçре пулăшса пырăпăр, пĕччене пăрахмăпăр, ӳпкелесе ан юл, кинĕм. Телей сунатăп сана», — тесе тухрĕ килĕнчен Ваççасем илме пырсан. Куççулĕсĕр пулмарĕ, паллах, уйрăлу.
Çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ Ваççапа Верăн. Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Этем чунĕсене çĕнĕлĕхпе савăнтарма шап-шурă юр выртрĕ. Кăлтăр-кăлтăр хăй еккипе чупать пурнăç урапи. «Халь ĕнтĕ кăшт çил вĕрнипех тӳнместпĕр», — тет Ваççа.
Ĕçре те, килте те пурте йĕркеллĕ. Вера шкул столовăйĕнче ĕçлет. Ваççа — машинăпа. Кил-çурт тулли чун-чĕре ăшши, хавас кăмăл. Çухалса пĕтмен чун-чĕре пуянлăхĕпе ăшшине пĕр-пĕрне ывăçĕ-ывăçĕпе ывăçласа пама хатĕрскерсен куçĕсем ырă çутăпа ялкăшаççĕ, çывăрма выртсан та телейлĕ кулăпа çывăрса каяççĕ. Нумая пырĕ-ши ку телей?
Малалла та çаплах пулинччĕ ĕнтĕ. Сан тарават кăмăлу тӳпемиех пултăрччĕ. Паянхи çинчен çеç мар, ыранхи çинчен шухăшлăпăр-ха иксĕмĕр, — ĕмĕтпе вĕçет Ваççа.
Пĕр кунхине Василий Петрович машинăпа район центрне цемент тиеме кайрĕ.
Пулаймарĕ, склад пуçлăхĕ сасартăк чирлесе ӳкнĕ тесе пĕлтерчĕç. Пушăлла таврăниччен ял лавкки валли çăнăх тиесе таврăнчĕ. Пушатрĕç. Пĕр миххине киле кĕртсе хăварас тесе пыратчĕ ял урамĕпе. Йĕпе юр ӳккелетчĕ те, çул шăнса-пăрланса ларнă. Хапхи тĕлне çитме нумай та юлманччĕ Ваççан, çул хĕрринче Виктор пичче курăнса кайрĕ. Мĕн шырама тухнă пуль старик çак йĕпе-сапара? Медпункта çитсе килес тенĕ-ши сакăрвун иккĕ тултарнăскер? Урампа кĕрлесе пыракан машинăна курчĕ, пуçне пăрсах пăхрĕ, хăлхипе те илтрĕ пуль машин сассине. Тем ас пырса кĕчĕ пуçне, чип-чипер çул урлă каçма тăчĕ. Тормоза хытă пусса лартрĕ Ваççа, машинине чарчĕ. Хайхи вĕсен хушши пĕр вунă утăм пек юлсан çул çине тĕшĕрĕлчĕ те анчĕ Виктор пичче. Васкаса тухрĕ, мучи умне чупса çитрĕ, ури шуса кайнă йĕр çук, ури шунипе ӳкмен вал. Аллине тытса юн тымарне тĕрĕслерĕ, чĕри тапни илтĕнмест. Хăвăртрах кĕсье телефонне туртса кăларчĕ, васкавлă пулăшу машинине чĕнчĕ. Темиçен чупса çитрĕç: тыткалаççĕ, хыпалаççĕ ват çынна — пурнăç палли çук. Тем вăхăтран тухтăрсем, унтан милици те çитрĕ. Виçрĕç, çырчĕç — Ваççа машини тĕкĕнме пултарнă-и мучие е çук.
Тухтăрсем ăншăрт çапса антарнине палăртрĕç. Йăтса кайрĕç вилене килне. Ваççана та тапранса кайма ирĕк пачĕç. Пытарчĕç Виктор пиччене. Çĕнĕ масара выртнă иккĕмĕш виле пулчĕ вăл.
Каçхине Ваççапа Верăн çывăрасси пулмарĕ. Тата тепĕр хутчен аса илчĕç вĕсем синкер тĕлĕке.
— Пĕлетне, эп Виктор пиччене сан машину çапса вĕлернĕ тесе. Столовăйĕнче учительсем калаçатчĕç те, куççуль юхса анчĕ, ниепле тытса чараймастăп вĕт хама. Пӳрмен телее ыйтса илейместĕн тесе те шухăшласа илтĕм. Хама шеллесе те, саншăн хăраса та юхрĕ куççуль. Анне мана ялан хăй пек телейсĕр ан пул тетчĕ. Телее камран ыйтса илетĕн? Ăçта шырамалла ăна? Турри паман пулсан, ниçта та тупаймастăн. Пуласчĕ телейлĕ, анчах мĕн тумалла телейлĕ пулас тесен? Каллех сансăр юлап тесе чун юлмарĕ, каллех сана çухатсан мĕн пурăнни?
Унчченхи упăшкапа — Сашăпа — районти акатуйĕнче паллашнăччĕ. Вăл пирĕн пата пырса çӳреме пуçларĕ, аннепе пĕр чĕлхе тупрĕç. «Тата кам кирлĕ? Патша ывăлĕ-и? Патша ывăлĕ валли тепĕр патшин хĕрĕ пур», — теме пуçларĕ анне.
— Ман хыççăн ан çӳре. Эп салтака кĕтнине пĕле тăркачах ан пусахла. Эп качча пырсан та сана телейлĕ тăваймастăп. Пĕтĕм шухăш урăххи çинче пулсан епле сан таса чун-чĕреллĕ арăму пулăп? Эс ун чух кĕвĕçсе çурăлса тухатăн. Ан çӳре тек. Вася таврăнасси нумаях юлмарĕ ĕнтĕ, — тесе уйрăлтăмăр малтанхи каç. Тепĕр каçхине вара эп киноран пĕчченех таврăннине сыхласа тăнă та, мана виççĕн пырса хупăрларĕç. Саша ман çăвара аллипе хупларĕ. Лаша урапи çине çĕклесе хучĕç те вĕçтерчĕç. Тепĕр кунхине çак хыпара илтнĕ анне мана çăлма пырас тесе пӳртрен те тухман иккен. Çапла татăлчĕ ман ĕмĕт.
— Телейлĕ пулчĕ-и вара сана вăйпа арăм туса? — куçран пăхрĕ Ваççа. — Мĕн тери тискер йăла! Хĕре выльăх вырăнне хураççĕ.
— Мĕн телейĕ? Часах кĕвĕçме, киле сыпкаласа, хаярланса таврăнма тытăнчĕ. Пин хут каланă эп ăна эрех ырă патне илсе çитермест, сывлăхна ĕçсе яратăн тесе. Эрехпех пĕтрĕ. Цирроз терĕç. Нумай асапланчĕ вилес умĕн, йăлт типсе-хăрса ларчĕ. Сана аппусем хулана илсе каясшăн, хваттерлĕ хĕрарăм тупса парасшăн тенине илтсен чун ырататчĕ. Виктор пичче вилнĕ кун çĕнĕрен тупнă телее çухатасран хăрани пĕтĕм кĕлетке-çурăма шĕкĕлчесе тăкрĕ. Ура вăйĕ пĕтсе килнине пăхмасăр тухса чупрăм машин тăракан çĕре. Мĕнле чупса çитнине те астумастăп. «Памастăп Васьăна халь тин никама та памастăп!» — тесе кăшкăрса ярас килчĕ, анчах пыртан сас тухмарĕ. Вăхăтсăр ватăлать пурăнма пĕлмен хĕрарам. Пăх-ха эс ман çине, вăхăтсăр ватăлтăм. Куç çути сӳнчĕ, питрен кулă тарчĕ, хура çӳç юлмарĕ. Эп сана тивĕç те мар, çамрăкраххи тупмаллаччĕ пуль сан, ача та çуратса парĕччĕ вăл.
— Тупасах тесен хулара хваттерли те пур пуль те-ха, тăвăр унта мана. Эс килме килĕшмен пулсан, тен, пӳрте хупсах тухса тарăттăм та-и тен. Кĕркуннепе хĕллехи вăрăм çĕрсене пĕччен ирттересси çăмăл мар, паллах. Ыйхă тарнă каçсенче пирус пачкинчен вĕтĕ кĕл купи çеç юлатчĕ. Маншăн пур хĕрарăм — ултавçă та сутăнчак, таканари шыв пек туйăнатчĕ. Этем ывăл-хĕрĕ хĕрĕх урлă каçсан пĕччен ан юлтăрах. Çамрăк чух çын вăйлă, хăйне шанать. Хĕрĕхсем урлă каçсан тĕревленме тĕрек кирлĕ. Пĕчченĕн тĕрек хуçăлать, хăйне хăй шанми пулса вăйсăрланать, хăй тĕнчипе çеç пурăнма тытăнать, сивĕ мĕлке пек хĕвел ăшшинче те ăшăнса çитеймест.
Ăшра питĕ канлĕ марччĕ, хампа хам тулашса çӳреттĕм. Çавна аннене кăтартас мар тесе пукрав сиввинче те лупас тăррине утă ăшне кĕрĕк пĕркенсе кĕрсе выртаттăм. Анне текех: «Пирус туртса пушар кăларан ак», — тесе ятлатчĕ. Итлеместĕм. Шăнсан та çавăнтах тĕршĕнсе выртаттăм. Сисмерĕм те, анне хӳттинче хĕрĕхе çитсе перĕнтĕм. Пирĕн киле килме кăмăл тăвакансем пуррине сисеттĕм. Малтанласа яла нихăçан та таврăнмастăп теттĕм те, аннене шеллерĕм. «Çичĕ ача ӳстерсе те ватлăхра пĕччен юлмалла пулать-и-ха ĕнтĕ?» — тетчĕ. Кăмăл хуçăлатчĕ çав сăмахсене илтсен. Никампа та çыхăнтарас темерĕм пурнăçа, ват хусах пулса юлтăм çапла. Пирĕн ялта ун пекки пĕр эп çеç мар вĕт. Пĕлтĕр çĕнĕ мунча лартма платниксем тытрăм. Мунчине хута янă кун апата чĕнтĕм арçынсене, пысăк хуранпа пахчара така пусса шӳрпе пĕçертĕмĕр. Пĕлетне, кĕрекере вун виçĕ ватă каччă лартăмăр. Хĕрсем ялта юлмаççĕ, 8 клас пĕтереççĕ те хулана тараççĕ. Çумра пурăнас ĕмĕтлĕ, юратнă хĕрарăм пулсан — çĕмĕрттерсе кăна пурăн çĕр çинче, эрех-сăра хыççăн çеç ан хăвала. Ялта хĕрарăма пурăнма йывăртарах, паллах.
Çапла хуллен шурĕ те шурĕ вăхăт, кун иртрĕ те çĕр иртрĕ. Çăварни те çитрĕ. Тем пулчĕ Верăна, ăшĕ пăтраннипе аптăракан пулчĕ, темиçе кун ĕçе каяймарĕ те çав тери хăратса пăрахрĕ.
— Мĕн пулчĕ? Мĕн çини юрамарĕ? Мĕн ыратать?
Çăмарта тăвас чăх пек кускаларĕ ним тума аптăранă Ваççа.
— Çанталăк ăшăтрĕ, тавай вĕçтерес тухтăрсем патне. Вĕсем пĕлеççех. Аналиссем парса пăхăн, тĕрĕслĕç. Вар-хырăм чирĕ пулсан вырттарса та хăварĕç. Кăмăл пăтранни ыр япала мар, ураран ура иртмест ун пек чух…
Мăшăрĕ турткаланчĕ пулин те, килĕшрĕ.
— Ним ыратнинех те пĕлместĕп. Апат хыççан ăшра тем явăнса пăтранать, хăсас килет, ним çиме те аптăраса тăратăп, — ăнлантарать Вера хĕрарăмсен тухтăрне. Тĕрĕслерĕç... «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, анализсем лайăх, — лăплантарчĕ вĕсене тухтăр. Юлашкинчен хаваслă кулăпа çиçсе илчĕ унăн сан-пичĕ. — Сире кам хăстарнине ăнлантăр-и ĕнтĕ? УЗИ пăхнă чух экран çинче куртăр-и? Пинре пĕрре килекен телей ку, Вера. Сирĕн ача пысăкланнă, кĕçех виçĕ уйăха çитет. Хĕрĕх çиччĕре — хĕрĕх саккăрта ача çуратакан хĕрарăм эс çеç мар. УЗИ пепкене лайăхах кăтартрĕ — ывăл». Тĕлĕнннипе хытсах кайнă Вера, çăварне те уçаймасăр ларать.
— Кĕрĕр-ха, Василий Петрович, — чĕнчĕ тухтăр коридорта ларакан Ваççана. — Саламлатăп сире. Мана ача ури çума чĕнме ан манăр вара. Спаса панулми çиме килсе çитетĕп тет ывăлу.
— Пĕтрĕмĕр! Ял кулли, Вася! Çын мĕн калĕ? Ват супнă эп. Сана намăс кăтартап вĕт!
— Çын мĕн калĕ? Верăпа Ваççа питĕ маттур тейĕç. Эп ĕненсех пĕтерейместĕп-ха: чăн-и ку, суя-и? Намăс тетне? Намăс мар ку, çĕклейми телей, Вера. Атту... япала пулать-и? Çамрăк вăй питтисем ача-пăчасăр.
— Ара, тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли? Мана хама та анне хĕрĕх саккăра кайсан çуратнă, — сăмах чĕнчĕ тăна кĕрсе çитнĕ Вера тухтăр пӳлĕмĕнчен тухнă чух.
— Пирĕн ача пулассине тĕлĕкре мĕнле курман вара эп? Сыхланнуллă пул, Вера, çӳп те ӳкерместĕп сирĕн çине, — ыталаса илчĕ Верăна Ваççа. Тухрĕç коридора, пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр пăхса тăчĕç пĕр самант.
— Вăт, ку хамăрла. Вера, эп ĕнтĕ сăпка тума тытăнăп. Сăпка юрри — телей юрри пултăр пирен пӳртре. Ывăл Гриша ятлă пултăр тенĕччĕ те эп, Гриша мар, Виктор пултăр. Вăл ӳссен пур пĕр Гриша пекех çĕршыв хутĕлевçи пулас çын. Вилнĕ Виктор Васильевич вырăнне пирĕн йăхра тепĕр Виктор Васильевич пултăр. Сыхла хăвна, Вера. Лайăх лаша — çул çути, савнă арăм — чун çути.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...